Комсомольский муниципальный округ

Ентешлĕх уява йыхравлать

"Кĕтне" ентешлĕхĕн черетлĕ уявне апрелĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче ирттерме йышăннă. Вăл 13 сехетре пуçланмалла.

- Çурхи уява Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халаллатпăр. Культура программи пуян пулĕ, унта тĕп хулари артистсем те, хамăр тăрăхри пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнĕç. Районта пурăнакансене те, Шупашкарта тĕпленнисене те ентешлĕх уявне çитсе курма йыхравлатпăр. Пĕрре те кичемлĕх пусмĕ, тус-юлташăрсемпе, тăванăрсемпе, пĕрле вĕреннисемпе курса калаçма май пулĕ, - терĕ "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Валери Туркай.



"Каçал Ен"
05 апреля 2016
10:15
Поделиться
;