Комсомольский муниципальный округ

Кайăксем - пирĕн туссем

Нумаях пулмасть Асанкасси вăтам шкулĕнче "Кайăксем - пирĕн туссем" ятпа кайăксен кунĕ иртрĕ. Çак куна кăсăклă та хăйне евĕрлĕ йĕркелес тесе класс ертỹçисем нумай тăрăшрĕç. Ачасем сăвăсем вĕренчĕç, ỹкерчĕксем турĕç. Чи малтанах кĕçĕн класра вĕренекенсем "Вăрманти сасăсем" презентаци пулăшнипе куçăмсăр майпа вăрмана çитсе курчĕç, кайăксен сассисене итлерĕç, вĕсем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç.

"Чĕкеç", "Тăмана" ушкăнсем тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç. Кроссвордсемпе ребуссене те çăмăллăнах шĕкĕлчерĕç. "Пурне те пĕлес килет" викторина та ачасемшĕн интереслĕ иртрĕ. Кунта Николай Герасимовпа Мария Чумакова пĕлĕвĕсемпе палăрчĕç. Хĕрỹ тупăшура "Чĕкеç" ушкăн çĕнтерчĕ.

Çакăн пек уявсем ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшаççĕ.

О.КОПТАШКИНА



"Каçал Ен"
05 апреля 2016
10:06
Поделиться
;