Комсомольский муниципальный округ

Ветерансен совечĕн черетлĕ ларăвĕнче

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче районти вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсемпе право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсемпе пенсионерсен районти совечĕн канашлăвĕ иртрĕ. Пленума обществăлла организацисен ертỹçисемпе активисчĕсем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах пуçтарăннисем умĕнче ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.Тимофеев калаçрĕ. Юрий Сергеевичăн докладне сỹтсе явнă çĕре РФ пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ И.Белобаева, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Н.Зайцева, "Вăрçă ачисем" обществăлла организаци председателĕ А.Турханов хутшăнчĕç.

Çавăнпа пĕрлех ларура Сергей Горбунов район тулашне ĕçлеме çỹренĕ май, ăна ветерансен районти президиумĕн йышĕнчен кăларчĕç, ун вырăнне Ирина Белобаевăна йышăнчĕç. Унсăр пуçне пленум районти ветерансен совечĕн комиссийĕсен йышне çирĕплетрĕ, ертỹçĕсем пулма В.Белкова, В.Пундякова, И.Никитинăна, М.Федоровăна, В.Яковлевăна йышăнчĕ.

Ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.Тимофеев ветерансен совечĕн малтанхи организацийĕсен ертỹçисене В.Портнова, Г.Скворцова, Х.Хасянова ветерансен республикăри совечĕн президиумĕн Хисеп грамотисене пачĕ.

Пленума район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Н.Петрова хутшăнчĕ, ыйтусем çине туллин хуравларĕ.

Ю.ТИМОФЕЕВ



"Каçал Ен"
05 апреля 2016
10:10
Поделиться
;