Комсомольский муниципальный округ

Пахалăхсăр тавар сутнăшăн явап тытма тивет

Пурнăçра пахалăхсăр тавар туяннă тĕслĕх пĕрре кăна мар тĕл пулать. Сутуçăсем граждансем хăйсен прависемпе пĕлсе усă курманнипе, пахалăхсăр е юсавсăр тавара каялла тавăрса пама шикленнипе намăса пĕлмесĕр усă кураççĕ. Çавăнпа та вулакансене хăйсен прависене хỹтĕлеме хăнăхчăр тесе пĕр тĕслĕхпе палаштарасшăн.

Г. гражданин уйрăм предпринимательтен "Беларусь-09Н" мотоблок тата редуктор туяннă. Пĕтĕмĕшле хак 75800 тенкĕпе танлашнă. Туянакан чи малтанах 7580 тенкĕ тỹленĕ те ытти суммăна кредитпа тỹлеме килĕшỹ çырнă.

Г. гражданин пĕлтернĕ тăрăх, мотоблока вăл килте çук чухне пырса панă. Çавна май вăл мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе кăтартман. Хуçа тĕрĕслесен мотоблок сассине те паман. Çавна май унăн сутакансенчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Вĕсем вара техникăна сервис центрĕнче юсама сĕннĕ. Унти ĕçченсем мотоблок малашне лайăх ĕçлемессе тата тăтăшах çĕмĕрĕлме пултарасса пĕлтернĕ.

Г. гражданин уйрăм предприниматель ячĕпе мотоблока улăштарса пама ыйтса çырнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтермен. Çавна май Г. потребительсен правине хỹтĕлекен обществăран пулăшу ыйтнă. Вĕсем уйрăм предпринимательтен пахалăхсăр таваршăн укçа-тенкĕ шыраса илес тесе суда заявлени çырнă.

Тавар туянакан ыйтăвне хăй ирĕкĕпе тивĕçтерменни предпринимателе темиçе хут хака ларнă. Суд ларăвĕнче тавар туяннине тата вăл пахалăхсăр пулнине çи-рĕплетекен документсене шута илсе çапла йышăну тунă: уйрăм предпринимательтен мотоблок хакне 75800 тенкĕ, тавара палăртнă вăхăтра юсаманшăн 75800 тенкĕ, 2 пин тенкĕ компенсаци, тавар туянакан ыйтăвне тивĕçтерменшĕн 38400 тенкĕ, суд тăкакĕсемшĕн 3 пин тенкĕ шыраса илес. Çавăн пекех потребительсен правине хỹтĕлекен обществăн ыйтăвне тивĕçтерсе уйрăм предпринимательтен 38400 тенкĕ тата вырăнти бюджета 5504 тенкĕ патшалăх пошлинине шыраса илме йышăну тунă.

А.ТУМАЛАНОВА,

судья пулăшуçи



"Каçал Ен"
22 апреля 2016
09:57
Поделиться
;