Комсомольский муниципальный округ

Акцие хутшăнар

Кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне тĕпе хурса майăн 18-мĕшĕнче районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Музейсен каçĕ" акци иртет.

Çак мероприяти умĕн эпир совет тапхăрĕнчи япаласене пухма пуçлатпăр. Акципе килĕшỹллĕн çав вăхăтри тумтирсене, атă-пушмака, кĕнекесене, тĕрлĕ документсене, сăнỹкерчĕксене, совет тапхăрĕнчи йăлари япаласене районти музее илсе килме пултаратăр.

Акци кунĕ тĕлне музейре "СССРа аса илетпĕр" курав йĕркелĕпĕр. Илсе килнĕ япаласем музей фондне пуянлатĕç.

А.ПОЛЯКОВА



"Каçал Ен"
26 апреля 2016
09:44
Поделиться
;