Комсомольский муниципальный округ

Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла

 Апрелĕн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех ĕç сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак кун умĕн Чăваш Республикин Следстви комитечĕн управленийĕ 2015 çулхипе 2016 çулхи иртнĕ тапхăрти производствăра суранланаслăха тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.

Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăсакансене РФ уголовлă кодексĕн статйисемпе айăплаççĕ. 2015 çулта Следстви управленийĕн следователĕсем республикăра уголовлă 16 ĕç пуçарнă (2014 çулта - 28). Вĕсем хушшинче уголовлă 8 ĕçĕ - производствăри инкекре çын вилни (2014 çулта - 11). Çавăнпа пĕрлех 2016 çулта асăннă категорие лекекен уголовлă 3 ĕç пуçарнă пулнă, вĕсенчен 2-шĕ - ĕçченсем вилнипе. Телее, ĕç хăрушсăрлăхне аван йĕркеленипе тата пăхăннипе Комсомольски районĕнче кунашкал инкексем пулман.

Уголовлă ĕçсене тишкернĕ май 2015 çулта строительствăра суранланнисен шучĕ нумайрах пулни паллă. Промышленноçпа ял хуçалăхĕнчи инкексемпе вара 4-шар уголовлă ĕç пуçарнă. Çавăнпа пĕрлех пĕлтĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе çыхăннă уголовлă 18 ĕçе суда янă. 2015 çулта тĕрлĕ коммерциллĕ организацисен, ял хуçалăх кооперативĕсен ертỹçисене тата уйрăм предпринимателе уголовлă яваплăх тыттарнă.

Шел пулин те, ĕçченсем производствăра суранланасси час-часах хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе, çынсене хỹтĕлев япалисемпе тивĕçтерменнипе, юсавсăр оборудованипе ĕçленипе, хăрушсăрлăх хушăвĕсене тивĕçтермен ĕç вырăнĕнче ĕçленипе, яваплă çынсем ĕçченсене хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарманнипе, ĕçе ỹсĕр пынипе тата ытти сăлтавпа пулса тухать.

Следстви управленийĕ ытти надзор органĕсемпе çывăх ĕçлет, производствăра суранланнă ĕçченсене пулăшас, вĕсене хỹтĕлес тĕллевпе малалла та ĕçлĕ.

А.ИВАНОВ



"Каçал Ен"
26 апреля 2016
09:40
Поделиться
;