Комсомольский муниципальный округ

Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

Апрелĕн 26-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта районсемпе хуласенчи 60 журналист хутшăнчĕ. Пире халăха кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма май килчĕ. 2 сехет ытла тăсăлнă тĕлпулура Михаил Игнатьев 25 ыйту çине хуравларĕ.

Чи малтанах Михаил Васильевич журналистсене регион пурнăçĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн, кашни пулăма лайăх çутатнăшăн тав турĕ. Хăйĕн ум сăмахĕнче республикăн социаллă-экономика пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, малашне пурнăçа кĕртме палăртнă пысăк проектсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Тĕпрен илсен, журналистсене ял хуçалăхĕ, промышленноç, вĕрентỹ, сывлăх сыхлав сферисемпе, çул-йĕр, транспорт тытăмĕсемпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç.

Пирвайхи ыйтусене панă май журналистсем юлашки 4 уйăхра республикăра Раççейри тĕрлĕ сфера министрĕсем тăтăшах килсе çỹрени мĕнпе çыхăннине пĕлесшĕн пулчĕç. Сăмахран, апрелĕн 25-мĕшĕнче çеç Чăваш Енре РФ транспорт министрĕ Максим Соколов ĕçлĕ визитпа пулнă.

- Республикăра транспорт инфратытăмĕ питĕ лайăх аталаннă. Министр федераци трассисемпе мĕнле усă курнипе кăсăкланчĕ. Çавăн пекех Шупашкарти Мускав кĕперне юсаса реконструкцилессине тата Айхи, Фучик урамĕсем хĕресленекен вырăнта çул тăвассине те сỹтсе яврăмăр, - хыпарларĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăхне пырса тивекен ыйтусене хускатнă май, журналистсем ял хуçалăх продукцийĕсем тĕлĕшпе эмбарго йышăннăранпа чăваш фермерĕсем çĕнĕ условисене епле йышăннипе, ытларах хăш продукци аван сутăннипе кăсăкланчĕç.

- Санкцисем ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене лайăх ĕçлемелли майсем туса пачĕç. Ял хуçалăх продукцийĕсем аван хакпа сутăнаççĕ. Апла пулин те сĕтпе çĕр улми йỹнĕрех-ха. Пахалăхлă сĕте халĕ 20-21 тенкĕпе сутма пулать, пахалăхĕ пĕчĕкрех тĕк - 13-14 тенкĕпе. Паллах, ял çыннисем кăмăлсăрланаççĕ. Ку пире те тивĕçтермест. 2011-2012 çулсенче ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене эпир пулăшнăччĕ, халĕ вара пысăк хуçалăхсене, фермер хуçалă-хĕсене 1 килограмм пахалăхлă сĕтшĕн 1,60 тенкĕ уйăратпăр, - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Вĕрентỹ темине хускатнă май çитес 10 çулта республикăра 32 шкул хăпартма, çĕнетме палăртни те ырă пулăм. Çакна пурнăçлама федераци программисенче хутшăнса 12 млрд тенкĕ ĕçе кĕртмелле. Ĕç вырăнтан тапраннă: тĕп хулари Гладков урамĕнче, районти Элпуç ял тăрăхĕнче пĕлỹ çурчĕсем çĕкленеççĕ. Çитес вăхăтра вара Шупашкарти "Садовый", "Новый город" микрорайонсенче те шкулсем хута каймалла. Ялсенчи сахал ачаллă шкулсем мĕншĕн хупăннине ăнлантарса Михаил Васильевич çапла пĕлтерчĕ: "Ача питĕ сахал тăк шкул хупăнать. Класра 20-25 ача пулсан çеç вĕренекенсем хăйсене урăхларах хаклама, пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнма тытăнаççĕ. Ачасем лайăх пĕлỹ илеççĕ".

Çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем республика Пуçлăхĕн пурнăçĕпе те кăсăкланчĕç. Отпуска ăçта тата мĕнле ирттересшĕн? Суйлавра "Единая Россия" парти списокне ертсе пыма шухăшламастăр-и? Хоккейла выляма килĕшет-и е тата урăх спорт тĕсне кăмăллатăр? Аслă Çĕнтерỹ уявĕ çитнĕ май эсир "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнма палăртнă-и? Çак тата ытти ыйтăва Михаил Васильевич хаваспах хуравларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулла отпуск нихăçан та илмен иккен. Вăл сывлăхне ытларах çуркунне, хĕлле, кĕркунне çирĕплетме тăрăшать. "Вилĕмсĕр полк" акцие кăçал ывăлĕ хутшăнасшăн, вăхăт пулсассăн Михаил Васильевич хăй те хутшăнма хирĕç маррине пĕлтерчĕ. "Единая Россия" парти списокне ертсе пыма шансан, паллах, хирĕçлемĕ. Республика ертỹçи спортпа питĕ туслă. Вăл волейболла, хоккейла выляма кăмăллать. Çавна май сывлăхне çирĕплетме тренировкăсене тăтăшах çỹрет. Журналистсене те, кăмăл пулсассăн, хоккей командине йыхравларĕ.

Пресс-конференцие пĕтĕмлетсе Михаил Васильевич пурин те ыранхи куна шанса вăй хумаллине, килĕштерсе ĕçлемеллине, малашне те самана таппипе тан утмаллине, вăйланса малалла аталанмаллине каларĕ.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
29 апреля 2016
08:52
Поделиться
;