Комсомольскинчи Венеци
Çуркунне шыв-шурпа килет. Урамсенче шыв шавласах юхать пулин те, малалла кайма çулне шыраса тупаймасассăн, кÿлле пуçтарăнать. Çакăн пек вырăнсем юлашки кунсенче нумайланчĕç пулас.
Венецире пулса курас килет-и? Тархасшăн, инçе те çÿремелле мар. Комсомольскинчех пур ун пек вырăн, Завод урамĕнче. Ĕненместĕр-и? Çитсе килĕр-ха, «Вознесение господня» чиркÿ тинĕс варринчи карап пек епле мăнаçлăн ларнине те, хирĕçре пурăнакансем çурчĕсем патне шыв ан çиттĕр тесе сыхă тăнине те, шыв хăйне юхса кайма çул шыраса асфальт урлă шăнкăртатса юхнине те курса ĕненме пултарăр. Мазай асаттепе мулкачсем çеç çитмеççĕ ÿкерчĕке тулли пулма. Çак шыв урлă çынсем йăлт-ялт сиккелесе каçни вĕсенех аса илтерет пек тата. Анчах савăнма сăлтавĕ çук çав. Ирхине ĕçе çÿрекенсемшĕн, каçсерен таврăнакансемшĕн çак çул пысăк чăрмав кăларса тăратать мар-и вара?
Тумла чула шăтарать тенешкел, çурхи шыв та çуртсене, асфальта пĕтерет. Çакăн пек лару-тăрура пурăнакансен çурхи шыв-шура кайма çул тупса, уçса паракансене кĕтсе лармалла мар, хăйсен çине тăрса ĕçлемелле. Кама та пулин шанса пулăшу кĕтсе ларсан шыв айне пулас хăрушлăх, паллах, ÿсет. Çавна май йышпа пĕрле пуçтарăнса тухса, çул айне шыв кайма хурса хăварнă трубасене тасатмалла. Унпа пĕрлех вара ял поселенийĕн, урамсене тасатса, пăхса тăракан организацисен те çак ĕçе çÿллĕ шайра йĕркелемелле. Чиркÿ умĕнчи «кÿлле» те тата ытти çĕртисене паян-ыран уçса ямалла.
Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлемесен çурхи ейÿ йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Çавăнпа та районта пурăнакансем кам та пулин пулăшасса, айăпа кам çине те пулин йăвантармасăр шыв-шура вăхăтра сирсе ярас енĕпе пур ĕçе те хутшăнасса шанас килет.
Апрелĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, капиталлă строительство пайĕн начальникĕ А.В.Краснов, ятарлă программăсен секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.А.Хайруллов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.В.Силивестров çурхи шыв мĕнле кайнине тĕрĕслерĕç. Комсомольскинчи, Александровкăри, Хырай Ĕнелĕнчи, Кĕтне çинчи, Урмаелĕнчи плотинасене çитсе унти лару-тăрăва тишкерчĕç. Шыв инкек ан кăтарттăр тесе васкавлă ĕçсене палăртрĕç.