Комсомольский муниципальный округ

АЛЛĂ ÇУЛТАН ТĔЛ ПУЛТĂМĂР

Аллă çул вăл _ çур ĕмĕр. Çак вăхăтра çын пурнăçĕнче нумай улшăну пулса иртет. Шкул пĕтернĕренпе 50 çул иртсе кайнине сисмерĕмĕр те. Эпир 1943_44 вĕренỹ çулĕнче пуçласа парта хушшине лартăмăр. Класри ачасенчен нумайăшĕ тăлăхчĕ. Пĕрисен ашшĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕччĕ, теприсен йывăр хуйха тỹсеймесĕр амăшĕсем те çĕре кĕнĕччĕ. Апла пулин те пурте лайăх вĕренме тăрăшаттăмăр. Паллах, йывăрлăхсем пайтахчĕ. Çырма кăранташ та, хут та çукчĕ. Кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Темĕнле йывăр пулсан та лайăх вĕренме тăрăшаттăмăр. Çичĕ класс пĕтерсен пирĕн пата Эткер, Çĕнĕ Шăхран, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕсенчи ачасем те хутшăнчĕç. Пире питĕ лайăх, нумай пĕлекен, анлă тавракурăмлă, çамрăксене ăнланакан учительсем вĕрентетчĕç. В.С.Ворноков, Е.И.Пушкарева, Ю.А.Коновалова, Е.П.Махминова вĕрентекенсем яланах пирĕн асра. Эпир 1954 çулта 10 класс пĕтертĕмĕр. Пĕрисем малалла вĕренчĕç, теприсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕç. Эпĕ аслă шкул пĕтерсен Комсомольски вăтам шкулĕнче ачасене истори тата обществоведени предмечĕсене вĕрентрĕм. Шкул директорĕн çумĕн ĕçĕсене те туса пытăм. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа та нумай вăхăт ĕнтĕ. Сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул иртрĕ. Кăçал эпĕ вăтам шкул пĕтернĕренпе 50 çул çитрĕ. Çак ятпа Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче тĕлпулу ирттертĕмĕр. Эпир мĕнпурĕ вăтăрăн вăтам шкул пĕтернĕ. Шел пулин те, ку вăхăта çитиччен çиччĕшĕ пиртен ĕмĕрлĕхех вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Тĕлпулăва вуниккĕн пухăнтăмăр. Хамăра вĕрентнĕ Е.И.Пушкаревăна, Е.П.Махминовăна тĕл пулăва чĕнтĕмĕр. Шел пулин те, пире ăс панă ытти учительсем халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Малтанах эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçрăмăр, хамăр пурнăç çинчен каласа патăмăр. Вара 11-мĕш калссемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Çамрăксене хамăр ĕç-хĕлпе паллаштартăмăр. Акă, Эткерте çуралса ỹснĕ В.Е.Крючкова 40 çул ытла электровоз машинисчĕ пулса ĕçлени çинчен интереслĕ каласа пачĕ. Халь вăл Ульяновскра пурăнать. В.И.Краснов _ Комсомольски çынни. Çартан таврăнсан Мускавра инженерно-строительнăй институт пĕтернĕ. Шупашкарта пысăк стройкăсенче ĕçленĕ. Пенсире пулсан та вăл ĕçсĕр ламасть. Часах унăн проекчĕпе "Слава картофелю" фирма валли çĕрулми хранилищи тума пуçлĕç. Р.Ф.Зайкова-Сорокина та Комсомольскинче çуралса ỹснĕ. Халь вăл Хусанта пурăнать, 30 çул пĕр шкул-интернатра медсестрара ĕçленĕ. А.Н.Митюкова (Козина) Кĕçĕн Каçалта пурăнать. Вăл "Красный маяк" колхозра ветеринарта тăрăшнă. В.П.Счетчиков нумай çул Çĕнĕ Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Пирĕн хушăра ялхуçалăхĕнче вăй хунисем, шкулсенче ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани панисем те пур. Сăмахран Н.В.Удин, Н.П.Челаков, В.О.Кокшина. Тĕлпулура Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул директорĕ А.С.Терентьев тухса калаçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунчĕ. Пирĕн класс ертỹçи пулнă Е.И.Пушкарева çамрăксене нумай ырă сĕнỹ пачĕ. Çак тĕлпулу хальхи вунпĕрмĕшсемшĕн питех те усăллă пулĕ. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем пире юрăсемпе савăнтарчĕç. Малалла эпир районти "Çĕр тата çынсем" музейри экспонатсемпе паллашрăмăр. А.О.Полякова специалист пире вĕсем çинчен интереслĕ каласа пачĕ. Тĕлпулу чылайлăха асра юлмалла иртрĕ. З?ДОЛГОВА?


"Каçал Ен"
12 июня 2004
00:00
Поделиться