СЫВЛĂХĔСЕНЕ ÇИРĔПЛЕТЕÇÇĔ
Умра _ хаваслă çуллахи каникул кунĕсем. Çак вăхăтра пĕрисем ĕçпе кану, теприсем сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канаççĕ, виççĕмĕшсем тăван килтех юлаççĕ. Çак кунсенче пирĕн коореспондент З.Н.Соловьева районти вĕрентỹ управлениĕйн методисчĕпе И.В.Белковăпа тата социаллă страховани фончĕн специалисчĕпе В.А.Тихоновăпа тĕл пулса калаçнă, ачасен çуллахи канăвне еплерех йĕркеленипе интересленнĕ. _ Ирина Васильевна, июнь уйăхĕнче çулленех районти шкулсенче тĕрлĕ лагерьсем уçăлаççĕ. Халĕ çак ĕçсем мĕнлерех пулса пыраççĕ. _ Июнĕн 3-мĕшĕнче районти 27 шкулта ĕçпе кану сывлăха çирĕплетекен лагерьсем ĕçлеме тытăнчĕç. Унта ачасем июнĕн 24-мĕшĕччен пулаççĕ. Ĕçлеççĕ, канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ. Поварсемпе вĕсене пулăшаканĕсем ачасене кунне виçĕ хут апат çитереççĕ. Воспитательсем вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, физкультурăпа спорт çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасем шкулти сăнав участокĕнче те ĕçлеççĕ, эмел курăкĕсем пухаççĕ, территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Кунта вĕсем юрă-ташă та вĕренеççĕ, кайран ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕнче "Кĕрен парăссем" лагерь ĕçлет. Унта ытларах экологи енĕпе тăрăшаççĕ. Çапла вара районĕпе 1320 ача ĕçпе кану тата сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канать. _ Паллах, лагерьсене тытса тăма укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçсем еплерех( _ Чăнах та, ку ыйтăва чи кăткăсси тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Ара, апат-çимĕç продукчĕсем илме чылай сумма кирлĕ-çке. Çавна тата ытти сăлтавсене шута илсе районти вĕрентỹ управленийĕ лагерьсем валли 80 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Ку енĕпе Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕ те пулăшать. _ Валентина Арсентьевна, ку ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнса тăраймăр-ши( _ Пирĕн фонд ачасен çуллахи канăвне лайăх йĕркелес тесе питех те нумай тăрăшать. Акă, çак кунсенче эпир 30 вĕренекене Муркаш районĕнчи "Лазурный" кану лагерĕнче сывлăхĕсене çирĕплетме бюджетлă организацисене тỹлевсĕр 30 путевка патăмăр. Вĕсем лагерьте пĕрремĕш сменăра канаççĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш-тăваттăмĕш сменăсем валли те путевкăсем пур. Вĕсене бюджетлă организацисене заявкăпа паратпăр. Унсăр пуçне Александровка, Асанкасси, Йăлмахва, Нĕркеç, Анат Тимĕрчкасси, Тукай, Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕсенчи лагерьсем валли 135 пин тенкĕ укçа куçартăмăр. Унта мĕнпурĕ 225 ача пулать. _ Унччентерех чирлĕрен ачасене сипленме, сывлăхне çирĕплетме санаторисене кайма путевкăсем паратчĕç. Халь ку енĕпе ĕçсем еплерех пулса пыраççĕ( _ Шупашкар патĕнче ачасен "Жемчужина" санаторийĕ ĕçлет. Унта çулталăк тăршшĕпех чылай ача сипленет. Санаторинче пирĕн районти 8 вĕренекен пулчĕ. Путевкисем пурте тỹлевсĕр. Ара, ачасен сывлăхĕ чи хакли-çке. Çамрăксем _ пирĕн пуласлăх.