ĔÇРИ ỸСĔМСЕНЕ ХАЛАЛЛАСА, ХАСТАРРИСЕНЕ ЧЫСЛАСА ЮХРĔ ЮРĂ
Июнĕн 12-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕнчи Хĕр уçланкинче районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ 53-мĕш хут иртрĕ. Кăçалхи Акатуя района туса хунăранпа 65 çул çитнине халалланă. Шупашкартан, ытти районсенчен килнĕ хăнасене уяв хапхи умĕнче район пуçлăхĕпе унăн çумĕсем, культура ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Каçал енĕн çăкăр-тăварне, кăпăклă сăрине астивсен хăнасем ăстаçăсен хулипе паллашрĕç, хăшпĕр япалисене туянма та кăмăл турĕç. Ĕçпе юрă, спорт уявне пухăннисене район администрацийĕн ертỹçи Г.Ф.Волков саламларĕ. Ял ĕçченĕсене, халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансене малашне те хастар пулма, ĕçре ăнăçусем тума сунчĕ. ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Н.Филатов, "Кĕтне" ентешлĕх ертỹçи В.Н.Гордеев, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ В.В.Туркай, Шупашкар районĕн представителĕ М.Я.Павлова, "Чăвашрегионгаз" ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, Çĕнĕ Шупашкар хула мэрĕн çумĕ, хамăр ентеш В.П.Артемьев тата ыттисем каçалсене сумлă уяв ячĕпе саламларĕç. В.Н.Филатов "Водоканал" предприятин водительне В.Крысова, Комсомольскинчи строительствăпа юсав участокĕн директорне В.Максимова Мин-стройăн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. "Труд", "Урожай", "Пайгас", "Восток" ЯХПКсенчи М.Хуснетдинов ферма заведующийĕ, В.Денисов агроном, М.Кудрявцев механизатор, выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен оператор Е.Исаева нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çав кун Президент стипендиачĕсем те В.Филатов аллинчен свидетельство илчĕç. Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин специалисчĕ О.Михеева район администрацийĕн пуçлăхне Г.Волкова ялти моделлĕ библиотекăсене тума пысăк тỹпе хывнăшăн Диплом парса чысларĕ. Культура пайĕн ертỹçи В.Васильев министерствăн Тав çырăвне, методика центрĕн заведующийĕ В.Курицына Хисеп грамоти илме тивĕç пулчĕç. Агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕпе Ю.С. Тимофеевпа район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ĕçре палăрнисене Дипломсемпе парнесем пачĕç. Районти художество пултарулăх коллективĕсен тата "Район: ĕнер, паян, ыран" стендсен смотр-конкурсĕсенче çĕнтернĕ ял администрацийĕсем те парнеллĕ пулчĕç. Çанталăк сулхăн та çумăрлă тăчĕ пулин те, тĕп сцена умĕн-че çын йышлă пулчĕ. Пĕрлештернĕ хор "Чăваш Республикин Гимнне", "Килччĕ, тусăм, хăнана", "Прикубнинская сторонка" юрăсене хăватлăн шăрантарчĕ. Сцена çине ял администрацийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Кашниех куракансене савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕ, ырă кăмăл парнелерĕ. Районти искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмĕн воспитанникĕсем илемлĕ ташăсемпе, культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамблĕ, культработниксем янăравлă юрăсемпе савăнтарчĕç. Асанкасси, Урмаел, Кайнлăк, Эльпуç, Чĕчкен, Хырхĕрри ял администрацийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç, хаклă парнесем илме пултарчĕç. Вăрман уçланкинчи пĕчĕк площадкăра та уяв программи интереслĕ иртрĕ. Ăна Альбина Кокшина, Надежда Яковлева, Ольга Буслаева, Лариса Носова, Анжела Герасимова йĕркелесе ертсе пычĕç. Районти искусство шкулĕн солистки Наташа Михайлова хăнасене çепĕç юрăпа кĕтсе илчĕ. Республика тата район представителĕсем, хăнасем ятарлă стена çине хăйсен сĕнĕвĕсене çырчĕç. Буратинопа №Н.Яковлева№ Мальвина №О.Буслаева№ праçнике килнĕ ачасене юрăсем юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç, вăйăсем выляттарчĕç. Чи пултаруллисем призсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Такмак-шоура ялти артистсем такмаксем калассипе тупăшрĕç. Ку енĕпе Аслă Чурачăкри Татьяна Макаровăна, Хирти Выçлири Антонина Семеновăна çитекенни пулмарĕ. Эстрада сцени çинче программăна Марина Волкова культработник ертсе пычĕ, хăй те юрларĕ. Е.Маштанова, А.Горбунова, В.Ванюркин, М.Антонов, О.Буслаева, И.Трофимова солистсем пурне те уçă та янăравлă сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. "Ăстаçăсен хули" уява пухăннисене алĕç ăстисен куçа илĕртекен япалисемпе кĕтсе илчĕ. Кун пирки эпир вулакансене каярах тĕплĕн каласа парăпăр. Мĕнле Акатуй вăл карусельсĕр, шăхличĕсемсĕр, тутлă апат-çимĕçсĕр, тĕрлĕ таварсемсĕр! Карусель çинче ача-пăча чун каниччен ярăнчĕ. Юрă-кĕвĕ çеммипе çаврăнни ачасемшĕн тата хаваслăрах пулчĕ. Автолавкăсемпе магазинсем, предпринимательсем темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсемпе те, таварсемпе те сутă турĕç. Уйрăмах кунта Асанкассинчи Елена Яндровăпа Хирти Шăхасанти Ирина Скворцова сутуçăсене палăртмалла. Чăвашла тумланнăскерсем, ыттисенчен уйрăмрах тăчĕç, хитререх курăнчĕç. Тен, çавăнпа та, уяври пек илемлетнĕ çак магазинсем умĕнче çын уйрăмах йышлă пулчĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлекенсем праçнике пухăннисене вĕри чейпе, шашлăкпа, тутлă та сĕтеклĕ блюдăсемпе, кулинари тата кондитер изделийĕсемпе сăйларĕç, шăхличĕсем сутакансем те пулчĕç. Унта та кунта ачасем унпа шăхăрни илтĕнсе тăчĕ. Уявсенчи спорт вăййисем халăхăн кăмăл-туйăмне уйрăмах çĕклеççĕ. Спорт ăмăртă-вĕсем иртекен вырăнсенче куракансен йышĕ концерт программипе интересленекенсенчен те йышлăрах пулать. Çанталăкĕ илемлех пулмарĕ ĕнтĕ çак кун, апла пулин те, кашни спорт площадкинче хĕрỹ тытăçусем пычĕç, куракансенчен кашнийĕ кам çĕнтерỹçĕ пулассине чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Акă, илер-ха пляжри волейбола. Районта вăл вăй илме пуçлани икĕ-виçĕ çул кăна-ха. Çапах та ку спорт вăййипе интересленекенсем нумайлансах пыраççĕ. Уявра вара Нĕркеç çамрăкĕсем А.Ефремовпа Л.Гладков хаклă парнене тивĕçме пултарчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем кавир çине черетпе тухса пырса кашнийĕ хăйĕн виçинче çĕнтерỹçĕ пулма тăрăшрĕ. Кунта вара Артем Салаев, Вяче-слав Яндров, Андрей Денисов, Вячеслав Петухов №пурте Асанкассинчен№, Михаил Лапшин №милици сотрудникĕ№, Иван Воронов №Нĕркеç№ чи пултаруллисем пулчĕç, уяв парнисене тивĕçрĕç. Андрей Денисов вара уявăн чи хаклă парнине _ такана çĕнсе илчĕ. Çак пултаруллă спортсмена "Кĕтне" ентешлĕх те пысăк парне №пылесос№ парса чысларĕ. Пушкăртла-тутарла тытăçусенче вара Урмаел çамрăкне Наил Шакурова çĕнтерекенни пулмарĕ. Хирти Сĕнтĕртен килнĕ Василий Голандцев кире пуканĕ №32 килограмм№ йăтассипе №милици майорĕ№ чи пултарулли пулчĕ. Владимир Калашников иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Ал вăйне виçекенсем №армреслинг№ хушшинче те çивĕч тытăçусем иртрĕç. Чи вăйли _ Аймет Зарипов. Марат Каримуллин кăçал иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Çак уявра, районти спорт комитечĕ №Е.А.Тихонов№ тăрăшнипе тата мĕнле кăна спорт вăййисем иртнине каласа та, çĕнтерỹçисене палăртса та пĕтерес çук. Кĕскен çеç каласан, районта спортсменсен й ышĕ ỹсет, пултаруллисем вара нумайлансах пыраççĕ. Çакă Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн ырă та сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе йышăннă указĕсене районта чăннипех те ĕçе кĕртсе пынине уççăнах кăтартса парать.