ТАРĂН ПУЛСАН СУХА КАССИ, ТУЛĂХ ПУЛАТЬ ТЫРПУЛ ПУССИ
_ Районта 1970-80 çулсенче тăтăшах сухаçăсен ăмăртăвне ирттернĕ. Юлашки 10 çулта ун пек тупăшу йĕркелеменччĕ-ха. Иртнĕ çул сухаçăсем "Рассвет" ялхуçалăx кооперативĕн хирĕсенче ăмăртрĕç. Кăçал вара механизаторсем "Тукай" хуçалăхăн пулнă, халĕ пушă выртакан хирне пуçтарăнчĕç. Ку уя икĕ çул сухаламан. Пĕлтĕрхи тата кăçалхи çумкурăк чĕркуççирен те çỹлерех çĕкленнĕ. Кăçалхи ăмăртăва 7 сухаçă хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем: "Рассвет" ялхуçалăх коопеоративĕнчи В.Афанасьев тата В.Волков, "Урожай" колхозри А.Тарасов, "Заря", "Луч", "Восток", "Труд" ялхуçалăх кооперативĕсенчи И.Григорьев, Н.Поляков, С.Хлебников, Д.Шуряшкин. Кашни механизаторăн ăмăртура 100 метр тăршшĕ, 40 метр сарлакăш сухаламалла. Жюри суха кассин тĕрĕслĕхне, танăнăшне, сарлакăшне тата ытти енчен те хак парать. Малтан механихаторăн тăпрана пĕр еннелле витсе, кайран тепĕр еннелле виттерсе сухаламалла. Ăмăрту пуçланчĕ. Тракторсем хăватлăн кĕрлесе суха касси çине тăчĕç. Жюри тỹрех ĕçе тытăнчĕ. Агрономсемпе ялхуçалăх управленийĕн специалисчĕсенчен йĕркеленĕ комисси кашни тракторист ĕçне сăнаса тăчĕ. Механизаторсем куракансен куçĕ умĕнчен ỹкесшĕн пулмарĕç. Сухаçăсен ăсталăхĕ тỹрех куçа курăнать. Пĕрисем хыççăн муклашкаллă, тикĕс мар лаптăк выртса юлать, Теприсем вара сухаланă хир тип-тикĕс, кăпăшка выртать. Паллах, ăмăртăва курма килнисем 3 хут республика чемпионĕ В.Афанасьев ĕçленине йышлăн пăхса тăчĕç. Вăл çĕнтерỹçĕ пуласси пирки никам та иккĕленмерĕ пулĕ. Ĕçе тĕплĕн тăвать, плуга тĕрĕс регулировка тунă. Ăсталăх куç умĕнчех. Хир çумкурăклă, çумăрсем çуса тунине пула тачка пулин те, механизаторсем кирек мĕнле условисенче те ĕçе пахалăхлă тума пултарнине çирĕплетрĕç. Пуç тăратса ларакан çумкурăксемлĕ хир кĕçех хура тĕспе витĕнчĕ. Кам-ши чи пултарулли? Жюри пĕрремĕш вырăна "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕн механизаторĕ Владимир Афанасьев тухнине пĕлтерчĕ. Нумай çул район, республика, Раççей шайĕнче палăрнă ашшĕн, Роман Афанасьевăн аллине вăл пăсманни куçкĕретех. Çак кунсенчех Владимирăн Çĕрпỹри сельхозтехникумра иртекен республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче район чысне хỹтĕлемелле пулать. Юлашки 3 çулта вăл унтан çĕнтерỹпе таврăнчĕ, кăçал та В.Афанасьев унта ăнăçлă ăмăртасса шанас килет. Иккĕмĕш вырăн _ "Урожай" колхоз механизаторĕн Александр Тарасовăн. Вăл кăçал пуçласа çакăн евĕр ăмăртăва хутшăнчĕ. Апла пулин те çухалса каймарĕ, ăмăрту условисене пахалăхлă пурнăçларĕ. Виççĕмĕш вырăн "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнчен килнĕ механизатор Василий Волковăн пулчĕ. Вăл та кун пек ăмăртура пĕрремĕш хут. "Рассвет" ялхууçалăх механизаторĕсем çулсенеренх пысăк çитĕнỹ тăваççĕ. Апла пулсан, кунта техникăпа ĕçлекен кадрсене хатĕрлес, вĕсен ĕç пахалăхне лайăхлатас тесе çине тăраççĕ. Иртнĕ çул та çак хуçалăхри сухаçă В.Афанасьев хыççăнах иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсене районти ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов саламларĕ, парнесем пачĕ. "Ку ăмăртура пĕр-пĕрне çĕнтерес тесе тупăшни çеç мар, вăл е ку хаçăлахри механизаторсен опычĕпе паллашни те паха. Шел пулин те, районти хăшпĕр хуçалăхсен механизаторĕсем сухаçăсен ăмăртăвне хутшăнма шутламарĕç",_ терĕ Георгий Михайлович. Чăнах та, иртнĕ çул та, кăçал та пĕр хуçалăхсенчи механизаторсемех хирте вăй виçрĕç. Районта ура çинче çирĕп тăракан "Комсомольская" сăнав станцийĕнче, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнче, "Дружба", "Турхан", "Слава", "Асаново", "Пайгас", "Алга" ялхуçалăх кооперативĕсенче, "Искра" колхозра пултаруллă, ăста механизаторсем çук-шим? Малашне вĕсем те хăйсен вăйне виçме, опытпа паллашма çак ăмăртусене хутшăнасса шанас килет. "Алга" ялхуçалăх кооперативĕн механизаторсене хире кăларма инçех те марччĕ ĕнтĕ, "Урожай" колхозран сухаçă 10_15 çухрăм туса çитнĕ те. Малти вырăна тухаймасан та, опытпа паллашни кирлехчĕ. Ăмăрту вĕçленчĕ. "Тукай" ялхуçалăх кооперативĕн çумкурăклă хирĕ сухаçăсем кайнă хыççăн пустав çине хура саплăк лартнă евĕр тĕл-тĕл симĕс, тĕл-тĕл хура тăрса юлчĕ. Унти сухаланă çĕр сывласа ячĕ-тăр. Чĕлхи пулсан, мĕншĕн мана ĕçлеттерместĕр, эпĕ тулăх тырпул, пахчаçимĕç, тымарçимĕç çитĕнтерме пултаратăп-çке тесе калĕччĕ. .
"Каçал Ен"