В.Шемекеева асанса
Пирĕн ентешĕмĕрĕн, Комсомольски ялĕнче çуралса ỹснĕ Виталий Шемекеев поэтăн чĕри тапма чарăннăранпа паян шăпах çулталăк. Çулталăк ĕнтĕ çак çĕре, мĕнпур çут тĕнчене чунтан юратнă çын пирĕн хушăра çук. Ун сăввин кашни йĕркинчех шăнкăр юханшыв юххи, кайăксен юрри, тăван çĕр сывлăшĕ, çăкăр шăрши пурри туйăнатчĕ. Ĕмĕрỹ кĕске, çапах пархатарлă пулчĕ, ĕçтешĕмĕр. Çырас сăввусем татах та пурччĕ-тĕр. Канлĕ çывăр, хаклă юлташăмăр. Мăшăрăм çинчен Эпĕ хамăн асран кайми мăшăра 1963 çултанпах пĕлнĕ. Эпир, çамрăк специалистсем, ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлеттĕмĕр. Вăл çав çулсенче комсомолта ĕçленĕ майĕпе пирĕн пата пухусем ирттерме çỹретчĕ. Икĕ юратнă чун, çынсен сăмахĕсене итлемесĕрех, 1966-мĕш çулта пĕрлешрĕмĕр. 1965_1974 çулсенче, "Октябрь ялавĕ" хаçатра ĕçлерĕ. Малтанхи çулсенче çав хушăрах радио пайне ертсе пынă. Ун чухнех сахал мар хỹхĕм сăвă йĕркисемпе халăха савăнтарнă. 1974 ç. Виталие Муркаш районĕнчи "Çĕнтерỹ ялавĕ" хаçатăн редакторĕ пулма суйларĕç. Унта та вăл хăй юратнă ĕçне малалла тăсса пырса Писательсен сюзне кĕме тивĕçлĕ пулса кĕнеке кăларчĕ. 1-мĕш кĕнеки. "Пурнăçпа ĕмĕт" ятлă. 1986 çулта ăна Писательсен союзне илчĕç. Унта вăл 1992 çулччен ĕçлерĕ. Сăвă йĕркисем хушăннăçемĕн хушăнса пычĕç. Çак кĕске хушăрах 6 кĕнеке авторĕ пулса тăчĕ. Юлашки 3 çул хушши хытă чирлесе выртнă хыççăн 2003-мĕш çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче чĕри тапма чарăнчĕ. Эпир унăн çывăх сăнарне, çуркуннехи тăрă шыв юххи евĕр вуланакан сăвă йĕркисене нихăçан та асран ярас çук. ГАЛИНА ШЕМЕКЕЕВА. ТЫМАРĔ _ ЧĔЛХЕ Атте-аннене сутас марччĕ, вĕсен туррине астуса, юрласчĕ, ташласчĕ, савнасчĕ, чăваш купăсне каласа. Атте-аннесем те йăшаççĕ, виç ĕмĕр паман пурăнма. Каяççĕ, анчах тăрăшаççĕ Йăлтах çĕр çинче хăварма. Мĕн пĕлнĕ, мĕн тунă _ пуçтарнă, çилпе салатман пурнăçне. Вăй çитнĕ таран йăлт пултарнă,_ упранă чăваш тымарне. Тымарĕ _ чĕлхе вăл. Чĕлхешĕн инкек те, синкек те куран. Чăвашăн чĕлхийĕ _ чĕрешĕн тỹрккес те, сăпайсăр пулман. Çакна ăнланса пуль кĕл тунă, тухса каяс умĕн çула. Чĕлхеллĕ этемĕн _ йăх юлнă, ламран-лама куçнă йăла. Ах, пирĕн те-çке манас марччĕ малашлăха çул хытарса, юоласчĕ, ташласчĕ, савнасчĕ, чăваш купăсне кăларса. ; ; ; Çĕр çинче, тен, эпĕ тем пĕлмесĕр, пурнăçа хам евĕр ăнланса, пурăнатăп пĕр те ĕненмесĕр: вилессе тата çĕр пуласса. Ман уйсем епле-ха юлĕç мансăр, çĕр çинчен сасартăк эп кайсан? Вăрмансем манпа юмах ямасăр, улăхсем манпа калаçмасан? Сăртсемпе тусемшĕн те тус эпĕ, сăвăç чунĕпе çуралнăран. Юханшывĕ, тинĕсĕ _ пĕлетĕп _ уйрăлмашкăн хатĕр мар манран. Кайăксен ман евĕр тус кам пулĕ? Йытă-кушаксем йăлт ман тавра. Тỹпери хĕвел те хурлăн кулĕ, эп путсассăн вилĕм-авăра. Çын пирки анчах ним калаймастăп,_ улшăнма пит ухата çынсем! Хупăнас пулсассăн ман куçсем йĕрĕç-и е савăнĕç вĕсем? Пурпĕрех хама хирĕçлемесĕр, хам ĕненĕве çăлран ăсса, пурăнатăп эпĕ ĕненмесĕр: вилессе тата çĕр пуласса. ; ; ; Хăвăртан уйăрмашкеăн ан васкăр уй-хирсем, вăрмансем... çăлтăрсем. Сирĕнтен уйрăлсассăн _ кайсассăн _ тĕл пулмаççĕ тек пирĕн çулсем. Тĕл пулмаççĕ, пĕрле пайламаççĕ Пурнăç панă куна та каçа. Ан васкатăр мана, ан васкатăр, эп _ хăна, эсир манăн хуçа. Çĕр çинче хăнара çеç пулсан та эп çиме те ĕçме çеç килмен. Хам суйланă çула тиркемесĕр, тивĕçе вĕренетĕп сиртен. Вĕренетĕп сиртен пысăк чунлă, уçă кăмăллă, анлă пулма... Ман çула-сукмака ан хуратăр, хăвăртан уйрăлма ан васкатăр, ирĕк парăр пĕрле пурăнма, рифмăсен тĕнчинче сывалма.
"Каçал Ен"