Комсомольский муниципальный округ

"МИЛЛИ ХАЛĂХ ТĂШМАНĔ ПУЛМАН"

 Район çыннисенчен чыла-йăшĕ пирĕн ентеш, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Прокопьевич Милли №Прокопьев№ çинчен илтмен те пулĕ. Мĕншĕн тесен унччен ун çинчен пачах та çырман, унăн хайлавĕсене пичетлемен, аса илсен те халăх тăшманĕ вырăнне хурса çеç палăртнă. Тăшман пулма-и, ĕмĕр тăршшĕпех халăхшăн, тăван чĕлхешĕн, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшнă вăл. 1894 çулта çуралнăскер, Шурут шкулĕнче, Хурăнварта вĕренет, 1912 çултан пуçласа Хусанти тĕн семинарийĕнче пĕлỹ илет. А.Пушкинăн "Цыгансем" поэмине тата "История французской революции" кĕнекене чăвашла куçарать. 1917_1918 çулсенче вăл тепĕр хут тухма пуçланă "Хыпар" хаçат редакторĕ пулать. Çак хаçатăн пĕр номерĕнче пичетленнĕ "Чăвашсем! Пĕрле ĕçлеме тытăнар!" лозунгпах вăл тăван халăхĕшĕн çуннине палăртать. Граждан вăр-çи вăхăтĕнче "Чухăнсен сасси" хаçат редакторĕ пулать. 1919 çулта А.Милли хатĕрленĕ "Ирĕклĕх юррисем" кĕнеке Хусанта пичетленсе тухать. 1919_1922 çулсенче Алексей Прокопьевич Чĕмпĕр кĕпĕрнин тытăмĕнчи вĕрентỹ пайĕн чăваш секцийĕн ертỹçинче ĕçленĕ, педагогика техникумĕнче вĕрентнĕ. 1920 çулта А.Милли Чĕмпĕрте чăвашла çыракансен ушкăнне йĕркелесе ярать, "Атăл юрри" илемлĕ журналăн икĕ номерне кăларать. Çав çулсенчех, çыравçăсенчен чи малтан, вĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерес енĕпе ĕçлени хăех хисепе тивĕçлĕ. Çĕрпỹ тата Шупашкар уесĕсенчи ялсенче краеведени япалисем пухать, 1520 сăвă-юрă, юмахсем çырса илет. Мĕн тери пуянлăх вăл! 1923 çулта вара А.Милли Шупашкарта "Чăваш çыравçисен ушкăнне" йĕркелесе ярать. Апла пулсан Алексей Прокопьевича хальхи профессионаллă Писательсен союзне йĕркелекен тесе те калама пулать. Каярахпа çак ушкăна "Канаш", кайран ЧАПП №Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ№ тенĕ, унтан унăн никĕсĕ çинче Чăваш Писателĕсен союзĕ йĕркеленĕ. Мĕнле пысăк ĕç тунă А.Милли! Малалла вăл Шупашкарти архив пайĕнче те, Мускавра ялхуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче те ĕçлет. Мускаврах Раççей ăслăлăх академийĕн Тухăçри халăхсене тĕпчекен институт аспирантуринче вĕренет, Тухăçри халăхсене тĕпчекен Тĕп музейра вăй хурать. Пирĕн республикăри Çĕрпỹ тата Шупашкар уесĕсенчи кивĕ масарсене, вилтăпри юписене тĕпчет, арабла çырусене ỹкерет, вĕсене ăнлантарса парать. Архив, истори, этнографи енĕпе интересленекенскер, çак ыйтусемпе çырнă кĕнекесем куçарать. Анчах та анлă тавракурăмлă, ăслă, талантлă, пултаруллă çынна курайманнисем те пулаççĕ. Элек панине пула ăна 1938 çулта арестлеççĕ, 1941 çулта "Халăх тăшманĕ" тесе айăплаççĕ. 1942 çулта 48 çулхи А.Милли çĕре кĕрет. Унăн вилтăприйĕ ăçта пулни те паллă мар. Мĕншĕн-ха кĕскен çеç ун пурнăç çулĕпе паллаштартăмăр( Эпир, хальлĕхе, унăн ĕçĕ-хĕлне, хайлавĕсене, шухăш-кăмăлне туллин пĕлейместпĕр. Унăн пултарулăхне питĕ сахал тĕпченĕ. А.Милли ячĕ манăçа та тухса пыратчĕ пулĕ, анчах та В.Г.Родионов тĕпчевçĕ тăрăшнипе унăн ĕçĕ-хĕлĕнче пăртак уçăмлăх палăрма пуçларĕ. Кăçал А.Милли çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çак ятпа нумаях пулмасть Шурут вăтам шкулĕнче асăну каçĕ пулса иртрĕ. Ун ĕçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурологи факультечĕн деканĕ, филологи наукисен докторĕ В.Г.Родионов, "Хыпар" издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ _ тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев хутшăнчĕç. Асăну каçне Г.С.Симакова завуч ертсе пычĕ. Малтанах çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.С.Каторгина А.Милли пурнăçĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Асăну каçне хутшăннисене уйрăмах В.Г.Родионов ăсчах сăмахĕ тыткăна илчĕ. Вăл пултаруллă çыннăмăрăн ĕçĕ-хĕлне, еткерлĕхне чылай тĕпченĕ. Шăпах вăл А.Милли хăш тăрăхран пулнине тупса палăртаканни пулнă. Çыравçăн синкерлĕ пурнăçĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. А.П.Леонтьев та А.Милли чăваш халăхĕшĕн И.Яковлев, Н.Никольский, Çеçпĕл Мишши, К.Иванов шайĕнче пулнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та ăна манса кайма юрамась. Вăл тунă ĕçсене нимĕнле виçепе те виçме çук. Алексей Петрович Шурут-Нурăсри пĕр урама, вăл вĕреннĕ Шурут шкулне ун ятне парас енĕпе ĕçлеме сĕнчĕ. Шкулта А.Милли музейне тумалла, вăл пурăннă çурт çине мемориал хăми çапмалла. Чаплă çырав-çăн, йĕркелỹçĕн вилтăприйĕ ăçта пулни паллă мар терĕмĕр. Апла пулин те ялти масар çине ун çинчен аса илтерекен пĕр-пĕр паллă лартмаллине палăртрĕ вăл. Ялта А.Миллин тăванĕсем те пур. П.Н.Миллинăн №районти искусство шкулĕн преподавателĕ№ аслашшĕпе А.Милли пĕртăван пулнă. Асăну каçне Петр Николаевичăн аппăшĕ Елена, амăшĕ хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем мĕн пĕлни çинчен каласа пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов А.Милли ятне манăçа хăварас мар тесе мĕн пултарнине тума шантарчĕ. Пирĕн районта чылай çы-равçă çуралса ỹснĕ, малашне те пулĕç. Çакна Шурут вăтам шкулĕн сцени çине тухнă çамрăк çыравçăсен сăввисене илтсен ĕненме пулчĕ. К.Алексеева, А.Аюкова, М.Маштанова, И.Кузьмина, Н.Медведева хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Чăваш юррисем те янăрарĕç асăну каçĕнче. _ Малашне кашни çулах А.Милли çуралнă кун районти шкулсенче вĕренекенсемпе пĕрле Шурутра пысăк меро-прияти ирттерĕпĕр,_ терĕ районти вĕрентỹ управленийĕн методисчĕ Г.П.Алексеева. Çапла пултăрччĕ. Çакă пултаруллă ентешĕмĕр ятне анлăрах сарма май парĕччĕ. К.Турхан, Д.Гордеев, Л.Таллеров, В.Шемекеев, Х.Агивер, Н.Патман çинчен пĕлнĕ пек, малашне А.Милли пирки те уроксенче каласа парсан аван пулĕччĕ. Статьяна вĕçленĕ май В.Г.Родионов сăмахĕсене аса илтерес килет: "Вăл халăх тăшманĕ пулман, халăхшăн ĕçлесе националист ятне илтнĕ". 


"Каçал Ен"
19 июня 2004
00:00
Поделиться