Комсомольский муниципальный округ

Сене кафе-бар.

 Район центрĕнчи суту-илỹ предприятийĕсем çĕнелсе, хитреленсе пынине асăрхамасăр иртме çук. Пурин кăмăлне те каяççĕ суту-илỹ залĕсем. Суту-илỹ çуртĕнче те çĕнĕ улшăнусем пулчĕç. Унччен галантерея уйрăмĕ пулнă вырăнта çĕнĕ кафе-бар ĕçлеме пикенчĕ. Унăн сутуçи М.Индюкова килекен çынсене ăшшăн кĕтсе илет, тĕрлĕрен апат-çимĕç, коктейль, тутлă шывсем, кукăльсем сĕнет. Сĕтелсем хушшине ларса апатланма, тутлă шыв ĕçме пулать. Кунта ăшаланă чăх, шашлăксем №пулăран та№, тĕрлĕ кукăльсем туянма пулать. Залра таса та çутă. Кĕрсе тухма кăмăллă.


"Каçал Ен"
19 июня 2004
00:00
Поделиться