Комсомольский муниципальный округ

ÇĔРПЕ ТИРПЕЙЛĔ УСĂ КУРАР

Елчĕк çĕрĕç комитечĕн районти подразделенийĕ çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслемелли рейдсем час-часах ирттерет. Шел пулин те, районта хапхисен умне тирпейлемен, обществăлла çĕрпе хăйсене кирлĕ пек усă куракан хуçалăхсем пур. Пахчисенче çум курăк ỹстерекен, хăйсем илнĕ çĕрĕпе саккуна пăсса усă курнă тĕслĕхсем те палăраççĕ. Хăшпĕр çынсем вара асăрхаттарсан та, предписани çырсан та хăлхана чикмеççĕ. Çак кунсенче пирĕн районта Елчĕк çĕрĕç комитечĕн председателĕ Г.А.Васильев, унăн çумĕ В.В.Савинов, Патăрьел тата Шăмăршă подразделенийĕсен председателĕсем Н.А.Каштанов, Л.П.Саландаева пулса тĕрĕслев ирттерчĕç, айăпа кĕнисене ларура асăрхаттарчĕç, явап тыттарчĕç. Акă, Комсомольскинчи А.Г. Максимов çурт-йĕр лартма уйăрса панă çĕр лаптăкĕпе тĕллевсĕр усă курать. Ăна 500 тенкĕ штраф панă, çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă курма хушнă. Ю.А.Быков никамран ирĕк илмесĕрех 525 тăваткал метр çĕрпе усă курать. А.Н. Николаев 312 тăваткал метра ирĕк илмесĕрех карта тытса хунă, çĕрулми лартнă. Унăн е çитменлĕхе пĕтермелле, е аренда килĕшĕвĕ тумалла. Урмаелĕнчи Р.К.Камалетдиновăн, И.З.Хамидулловăн, Х.Н.Гилачевăн, Тукай Мише-рĕнчи Р.А.Мингалиевăн çĕр лаптăкне арендăна илнĕ вăхăчĕ иртнĕ, вĕсен тепĕр хут килĕшỹ çырмалла. Вăл çынсене асăрхаттарса хăварнă. Хăш-пĕр çынсен çурчĕ умĕнче мĕн кăна çук-ши( Акă, Комсомольскинчи А.К.Паймушинăн умĕнче тимĕр-тăмăр купи, вут-шанкă, кирпĕч выртать. Вутă хумалли хуралтă туса хунă. Обществăлла çĕре 70 тăваткал метр чухлĕ никамран ирĕк ыйтмасăр йышăннă. Комсомольскинчи Мир урамĕнчи Н.В.Красновăн çурчĕ умĕнче вара техника упрамалли парк тейĕн. Çĕрулми лартмалли техника, культиватор, плуг, трактор рами ларать. Хăмасем купаласа хунă, пура вырнаçтарнă. Тимĕр пăрăхсем выртаççĕ. Пурĕ вăл 120 тăваткал метр çĕре ярса илнĕ. В.В.Краснов умĕнче те темĕн те пур: хăмасем, пăрăхсем, вутă, тимĕр-бетон плитисем. Унтах вутă хумалли хуралтă, гараж пур. 100 тăваткал метр лаптăк йышăннă. Хăшĕ-пĕри фермер хуçалăхĕ тума çĕр илнĕ пулнă. Анчах та унпа кирлĕ пек усă курмаççĕ, е пачах та акмаççĕ. Çĕнĕ Шăхранти Н.В.Тихонова çавсен шутне кĕртмелле. Вăл 1,69 гектар çĕре усăсăр вырттарать. Çак ялти П.Г.Чукмарев вара 3,05 гектар çĕре акмасăр хăварнă. Вĕсене тата З.А.Шамсутдинова №вăл 0,05 гектар çĕрпе усă курмасть№ июнĕн 28-мĕшĕччен акса хума хушнă. Çак статьярах урамсене тирпей-илем кỹресси пирки те чарăнса тăрасшăн. Хăшĕ-пĕри хура шыв çеç мар, выльăх тислĕкне те урама кăларса тăкать. Тăкăрлăксенче, ял вĕçĕнче мĕн кăна çук-ши тата( Ку пирĕн çĕр мар тесе турпасне те, йăлара усă курнă шĕвексен савăчĕсене те пырса тăкаççĕ. Çав савăтсенех çырмасене, варсене пăрахнине ăнланма йывăр. Хамăр сывлăха сиен кỹретпĕр-çке. Çырма-çатрара, ял вĕçĕсенче çỹп-çап тăкмалли вырăнсем пулса кайрĕç. Вăрмана çỹп-çап илсе пырса тăкакансем те пур. Кашни ял çывăхĕнчех офицаллă майпа çирĕплетнĕ çỹп-çап тăкмалли вырăнсем йĕркеленĕ. Мĕншĕн-ха унта кайса тăкмалла мар( Выльăх пуснă хыççăн юлнă каяшсене хире тухса пăрахаççĕ, кĕтỹ çỹремелли вырăнсене те варалаççĕ. Хирсем, анкартисем çумкурăк айне пулса пыни те пăшăрхантарать. Обществăлла çурт-йĕр çывăхĕнче вĕлтĕрен, пиçен, мăян тата ытти курăксем ашкăраççĕ. Çĕрĕç комитечĕн подразделенийĕн специалисчĕсем час-часах рейдсем ирттереççĕ терĕмĕр. Пĕр эпир çеç пур çĕре те çитсе, тĕрĕслесе тăма ĕлкĕрейместпĕр. Ку енĕпе вырăнта та ĕçлемелле. Халăхăн хăйĕн ăнланулăхĕ те кирлĕ. Çĕр пирĕн пуянлăх, хамăрах тăрантарать. Çавăнпа та унпа тирпейлĕрех усă курасчĕ.


"Каçал Ен"
23 июня 2004
00:00
Поделиться