Комсомольский муниципальный округ

Республика куненче

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Республика кунне анлăн паллă турĕ. Çак уяв Шупашкарта çеç мар, Канаш хулинче, Елчĕк рай-онĕнче те иртрĕ. Елчĕксем пысăк уява питĕ тĕплĕн, чаплă хатĕрленнĕ. Килнĕ хăнасене те ăшшăн та тараватлă кĕтсе илчĕç. Елчĕк ялĕ юлашки çулсенче нумай çĕнелсе улшăннă, илемленнĕ, тирпейленнĕ. Район админист-рацийĕн çурчĕ умĕнчи тĕп лапамра та питĕ хитре. Елчĕксем ăна юратса "пирĕн Арбат" теççĕ. Капла калама майĕ те пур. Кунта автотранспорт кĕрсе çỹремелле мар картасем тытса çавăрнă. Ларса канма меллĕ саксем вырнаçтарнă. Фонтан паракан сулхăна шăрăх çанталăкра пурте туртăнаççĕ. Вăл çамрăксен, ача-пăчан юратнă вырăнĕ. Чечек клумбисем те ешерме, илемĕпе илĕртме пуçланă. Елчĕк ялĕ çав кун кĕрлесе, янраса кăна тăчĕ. Пĕр харăсах темиçе вырăнта уяв мероприятийĕсем пычĕç. Спорт вăййисем, выставкăсем, ал ĕç ăсталăхĕн куравĕсем тата ытти темтепĕр _ программа питĕ анлă. Вуникĕ сехетре тĕп сцена çинче "Атăлçи çăлкуçĕсем" Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XII фестивальне хутшăнакансен "Янра, янра, ылтăн Руç!" концерчĕ пуçланчĕ. Инçе çула кĕске туса артистсем таçтан та килсе çитнĕ. Пушкăртстанран, Удмурти, Коми республикисенчен, Эстонирен, Кострома, Кемĕр, Ярославль облаçĕсенчен, Чукотка автономи округĕнчен. Хамăр республикăри районсенчен пынă коллективсем стадионри сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ипподромра лашасен ăмăртăвĕ иртрĕ, районсен пуçлăхĕсем ЧР Министрсен Кабинечĕн парнине çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Газ кĕртессипе Елчĕк районĕ питĕ вăйлă, пысăк хăвăртлăхпа ĕçлерĕ. 2002 çул вĕçĕнче кунта пуçласа çутçант алăк газĕ çитнĕччĕ пулсан, июнĕн 24-мĕшĕнче районта юлашки ялта _ Аслă Пăла Тимешри килсенче "сенкер çулăм" çунма пикенчĕ. Газ çутнă тата Лаш Таяпа ялĕнче çемье врачĕн офисне уçнă хыççăн ЧР Президенчĕ Н.Федоров, РФ Шутлав палатин председателĕ С.Степашин, РФ çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ В.Степанков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов тата ытти хăнасем Елчĕкри Тĕп площаде çитрĕç. Вĕсем уява килнисене Республика кунĕпе ăшшăн саламларĕç. "Елчĕксем питĕ ĕçчен, тăрăшуллă. Ахальтен мар вĕсем газификаци программине питĕ кĕске вăхăтра 100 проценчĕпех пурнăçларĕç. Кун пек хастар халăхпа пирĕн республика малалла аталанма пултарать",_ палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Президент. Культура мероприятийĕсем каçченех пычĕç. Елчĕк çыннисем, килнĕ хăнасем чăваш эстрада юрăçисен, художество пултарулăх коллективĕсен концертне курма пултарчĕç. Тỹпере вара дельтапланеристсем вĕçрĕç, парашютистсем те праçнике илемлетрĕç. Уяв фейерверкпа вĕçленчĕ.


"Каçал Ен"
26 июня 2004
00:00
Поделиться