Комсомольский муниципальный округ

МĔНШĔН ЯЛТАХ ЮЛАС МАР

( Курап-çĕнелет Кĕтне ялĕ Хăйĕн ятне çỹлелле çĕклесе. Ĕненеп: çитетех ун вăй-халĕ Майĕпен малалла туртăнсан. Кĕтне Пасар ялĕ вăрман ăшĕнче ларать тейĕн. Йĕри-таври ешĕл тумлă йывăçсем хăйсен ытамне çупăрласа илнĕ те усалсенчен сăпкари ачана сыхланă пек ачашлаççĕ, упраççĕ, аталантараççĕ. Çапах та çак яла килсе курман çын сахал. Кĕтне Пасар _ пуян ялсенчен пĕри. Çавăнпа та хăшĕ иртсе кайнă чух çула май кĕрсе тухать, хăшĕ кăмпа-çырлана килет, теприсем _ милĕке, вутта, тата ыттисем _ канма, шыва кĕме... Асамçă пурне те мĕнпе те пулин илĕртмелли, куçа шартармалли тупать, хăйĕн патне туртать. Тăван кĕтесĕмĕн пуянлăхне сăнласа пама манăн сăмахăм та, ỹнерсен сăрри те, çитеес çук. Питĕ илемлĕ-çке вăл! Ăна пĕтĕм енчен каш-каш вăрман ыталаса илнĕ, ялăма хăйĕн ăшшине парнелет. Пире вара, тутлă çырлапа, кăмпапа, мăйăрпа сăйлать, ял-йыша, халăха вутта, таса сывлăшпа тивĕçтерет. Ял айккипе Кĕтне шывĕ юхать. Вăл тарăнах мар, анчах та пире тĕрлĕ пулăпа тăрантатарть. Çуллахи ăшă кунсенче ачасем шывран тухма пĕлмеççĕ, пулăсем пекех шăмпăлтатса ишеççĕ. Сĕм вăрманта пакша, тилĕ, мулкач, кашкăр, пăши, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк хуçаланаççĕ, хăшĕ-пĕри ăна усалсенчен сыхлать. Кĕтне Пасар хăйĕн илемĕпе, мулĕпе палăрса тăрать. Ялăмра 37 хуçалăх, вĕсенче 134 çын пурăнать. Пĕлтĕр кунта 2 ача çуралнă, 2 çын вилнĕ. Юлашки 5_10 çул хушшинче чылай улшăнусем пулса иртрĕç. Ял-йыш чул çуртсем кăна хăпартать. Икĕ хутлисем хута кая пуçларĕç, кăмпа пек шăта-шăта тухса лараççĕ. Ял варинче куллен кирлĕ тавар сутакан лавкка пур. Унта Людмила Яковлевна белкова вăй хурать. Хăйĕн ĕçне питĕ юаратать, пĕлсе, тăрăшса çине тăрать. Вăл çак вырăнта 24 çул тăрăшать. Людмила Яковлевна туянакансене кирлĕ таварпа тивĕçтерме тăрăшать, лайăххине кăна сĕнет. Маттур сутуçăна ялта ыр кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн пурте сума сăваççĕ, хисеплеççĕ. Людмила Яковлевна №20 çула яхăн№ лавккана вутпа хутса ăшăтнă, вуттине те хăйĕн çемйипех хатĕрлет. НумаХ пулмасть, пĕр икĕ-виçĕ çул каячлла лавккана çĕнетрĕç, юсарĕç, батарея, газ кĕртсе пачĕç. Сутуçă чăннипех те хĕпĕртерĕ, унăн тата ытларах тăрăшса ĕçлеме çунат хушăнчĕ. Людмила Яковлевнăн килĕнче те, ĕç вырăнĕнче те таса та тирпейлĕ, хăтлă. Ял пысăкланса, вăйланса пырать. Кунта пурăнма куçса килекенсен йышĕ ỹссех пырать. Çамрăксем те пурте хулана тармаççĕ, ялтах юлакансем чылай. Кунти çамрăксем маттур, ăста, çыпăçуллă. Ĕçсе çапкаланса çỹремеççĕ, нумайăшĕ машина, çуртлă, лайăх пурăнăç тума тăрăшаççĕ, ĕмĕтленеççĕ. Пĕлтĕр юпа уйăхĕнче Кĕтне Пасарта сенкер çулăм ялкăшма пуçларĕ. Çак тĕлĕнмелле савăнăçлă куна халăхăм тахçанах чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Халь кунта та пурнăç юмахринчен кая мар ĕнтĕ. Çакăн пек пĕчĕк ял çине те тимлĕх уйăрнăшăн пурне те тав сăмахĕ калас килет. Уйрăмах кунта ял администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Николаевич Воробьевăн тỹпи пысăк. Яоỹлта та пурнăç хуларинчен кая мар. Хăшпĕрин килĕнче канализаци те, ванна та, машина та, телефон та пур. Савăнса, шăкăл-шăкăл калаçса таса пурăнма пĕтĕм услови çителĕклĕ. Ялта сывлăш та уçăрах, тасарах, хăрушлăх та сахалтарах... Мĕншĕн ялах пурăнма юлас мар( Хамăн та çакăнтах йăва çавăрса тĕпленес шухăшсем çуралчĕç. эсир манпа килĕшетĕр-и( Çавăнпа та, çамрăксем, аяккалла каяр мар. Çуралса ỹснĕ вырăнтан пахи нимĕн те çук. Хамăрăн юратнă тăван кĕтесе татах та вăйлăрах аталанма пулăшар, çирĕп малашлăх çинчен шухăшлар.


"Каçал Ен"
10 июля 2004
00:00
Поделиться