ПАХА ОПЫТА _ АНЛĂ ÇУЛ ÇĔРУЛМИ _ "ИККĔМĔШ ÇĂКĂР"
Иртнĕ эрнекун, июлĕн 9-мĕшĕнче "Слава картофелю" агрофирмăра çĕрулми туса илес енĕпе пысăк семинар-канашлу пулса иртрĕ. Унта республикăри кашни районта тенĕпекех хутшăнчĕç. Хăнасем Америкăран та, Хусантан та, Мускав облаçĕнчен те килсе çитрĕç. Пурте вĕсем "Слава картофелю" агрофирма" ОАО территорийĕнче пуçтарăнчĕç. Семинар-совещание Чăваш Республикин Ялхуçалăх министрĕн заместителĕ Н.И.Васильев уçрĕ, килнĕ çынсене саламласа паха опытпа çывăхрах паллашма сĕнчĕ. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламларĕ, район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Килнисем малатанах çĕрулми туса илекен техникăпа паллашрĕç. Унтан çĕрулми хирĕсенче пулса курчĕç. Агрофирма пуçлăхĕ А.П.Капитонов, хăйĕн сăмахĕнче ççĕрулми туса илессин ĕçĕсене тишкерчĕ, хуçалăхăн кăтартăвĕсем çинчен каласа пачĕ. Агрофирма "Слава картофелю" 2001 çултанпа ĕçлет, маларах 10 çул районти тĕрлĕ хуçалăхсемпе çыхăну тытса Раççейри нумай регионсене çĕрулмипе тивĕçтернĕ. Акă, калăпăр А.П.Капитонов туса илнĕ çĕрулми Санкт-Петербурга, Çурçĕр Тинĕсĕн тĕп хулине _ Мурманска, ытти регионсене çитнĕ. Çак хуçалăх 2001 çулта 35 гектар çинче лаптăкран кашни гектарĕнче 250-шар центнер çĕрулми пуçтарса илнĕ. 2002 çула вара А.Капитонов ертсе пыракан хуçалăх 150 гектар çинче çĕрулми çитĕнтернĕ. Кашни гектартан 220-шер центнер пуçтарса илнĕ. 2003 çулта вара 157 гектар çинчи тухăç вара 320 центнерпа танлашнă. Кăçал, А.Капитонов каланă тăрăх, çĕрулми лаптăкĕ 300 гектар йышăнать. Мĕнле хитре уйсене пăхма! Вĕсене саминар-канашлăва хутшăнакансем пысăк хак пачĕç. Агрофирма çĕрулмин "романо", "импала", "розара" "гермес", "астерикс", "тимо" сорчĕсемпе ĕçлет. Агрофирма Мускав наградисене те тивĕçнĕ, хамăр республикăра та ăна чыслаççĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисем А.П.Капитонова, Х.С.Идиатуллина пысăк тав сăмахĕ каларĕç. Семинар-канашлу ĕçне Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев хутшăнчĕ, "Слава" картофелю" агрофирма" ĕçне пысăк хак пачĕ.
"Каçал Ен"