Комсомольский муниципальный округ

ЧЕЧНЯРА ПУЛНИСЕНЕ _ ÇĂМĂЛЛĂХСЕМ

Чечняри хирĕçтăрăва районти 100 ытла çамрăк хутшăннă. Пурте вĕсем хăйсен салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, юнлă çапăçусенче пулнă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса çĕршыв наградисене тивĕçнĕ. Анчах та Чечняри çапăçусенче пулнисене халиччен нимĕнле социалла хỹтлĕх те пулман, вĕсем çăмăллăхсемпе усă курман. Тĕрĕссипе вара Чечняра пулнисем Афганистанра интернационаллă тивĕçе пурнăçланисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Пĕрисем социаллă хỹтлĕхре, теприсен вăл çук. Халĕ, акă, лару-тăру улшăнчĕ, Чечен вăрçин ветеранĕсене те çăмăллăхсем пама пуçлаççĕ. Иртнĕ эрнекун, июлĕн 16-мĕшĕнче чеченецсенчен пиллĕкĕшĕ çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан ятарлă удостоверени илчĕ. Çак хисепе чăн малтан Федор Анаторльевич Любимов №Аслă Çĕрпỹел№, Петр Владимирович Шемякин №Йăвашкел№, Владимир Сергеевич Кульгеев №Комсомольски№, Алексей Николаевич Кокорев №Кĕçĕн Каçал№, Александр Николаевич Лукиянов №Тăманлă Выçли№ тивĕçрĕç. Ыттисене вара районти çарĕç комиссариачĕ черетпе, тапхăрăн-тапхăрăн асăннă удостоверение парса пырĕ. Савăнăçлă саманта кĕске сăмах каласа районти çарĕç комиссарĕ, подполковник С.Г.Кузьмин уçрĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков сăмах илчĕ. Чечняри хирĕçтăрăва хутшăннисен салтак служби çăмăл мар пулнине каламасăр хăвармарĕ вăл, пурнăçпа вилĕм юнашарах пулнă. Апла пулин те район çамрăксем Комсомольски ятне çỹлте тытса хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Çавăнпа хисепе тивĕç те вĕсем. Çăмăллăхсем паракан удостоверение пуçласа илекенсене кашнине ал тытса ăшшăн саламларĕ, Чечня вăрçин ветеранĕн ятне яланах çỹлте тытасса шаннине пĕлтерчĕ. Милици сотрудникĕсем те Чечняра пулнă. Вĕсем вара çакăн пек удостоверение Шалти ĕçсен министерстви урлă илĕç. Мĕнлерех çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ-ха чеченецсем( Ун пирки Раççей Федерацийĕн "Ветерансем çинчен" Саккунĕн 1-мĕш пункчĕн 16-мĕш статйинче каланă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне аса илсе хăварар-ха. Пенси илессинче, налук тỹлессинче, хваттер, кредит илессинче çăмăллăхсем пулмалла. Хваттершĕн тарифăн çуррине кăна тỹлемелле. Телефон кĕртес ыйту сиксе тухсан, ăна чи малтан татса параççĕ. Врач расчечĕпе эмелсене тỹлевсĕр илме пулать, шăл протезĕсене тỹлевсĕр лартаççĕ. Район территорийĕнче автобуспа тỹлевсĕр çỹреме пулать. Икĕ çулта пĕрре поездпа, самолетпа, теплоходпа каймалли вырăна тỹлевсĕр кайса килме май пур тата ытти те. Районти çарĕç комиссариачĕ Чечен вăрçине хутшăннă çамрăксене пурне те çитес вăхăтрах çăмăллăхсем паракан удостоверенипе тивĕçтерĕ.


"Каçал Ен"
21 июля 2004
00:00
Поделиться