ПĔЛĔВНЕ МАЛАЛЛА АТАЛАНТАРАÇÇĔ
Халĕ выпускниксемшĕн хĕрỹ вăхăт. Пĕрисем училищĕсемпе техникумсене, колледжсене, теприсем аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсене кĕме экзаменсем тытаççĕ, виççĕмĕшсем ĕç вырăнĕ шыраççĕ. Акă, районти искусство шкулĕнчен вĕренсе тухнă 6 çамрăк хăйсен пĕлĕвне çак енĕпех пуянлатма шутларĕç. Хусанти культурăпа искусство универститетне, Чăваш педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне, республикăри художество тата культура училищисене çул тытрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен хальхи вăхăтра 20 ытла çамрăк Хусанти тата Шупашкарти культурăпа искусство тата художество енĕпе ятарлă вăтам тата аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илеççĕ. Акă, нумаях пулмасть пирĕн вĕренекен Ильдус Шайдуллин Хусанти культурăпа искусство унивеситечĕн вокал уйрăмне пĕтерчĕ, диплом илчĕ. Ку вĕренỹ çулĕнче районти искусство шкулĕнче пуçласа вокал уйрăмĕ уçăлать. Унăн преподавателĕ _ пирĕн выпускник, Пĕтĕм тĕнчери тата республикăри вокалистсен фестивалĕсен лауреачĕ Ильдус Минсаитович Шайдуллин. Шкул вырăнти çамрăк специалистсемпе çирĕпленни савăнтарать, вĕсем Культура "фронтĕнче" çĕнĕ утăмсем тăвасса шантарать.
"Каçал Ен"