Комсомольский муниципальный округ

ПАЛЛĂ ТАВРАПĔЛỸÇĔ

 Б.Г.Кокорев 1919 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçал ялĕнчи хресчен çемйине çуралнă. Аслă Каçалти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хресчен ĕçĕпе, унтан çутĕç халăх комиссариачĕн системинче 1,5 çул тăрăшнă. 1940 çулхи январь уйăхĕнче ăна Комсомольски вăтам шкулĕн учителĕ пулма çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн ĕмĕрне халăха çутта кăларас ĕçпе çыхăнтарнă, районти тĕрлĕ шкулсенче учитель, директор, директор çумĕ, РОНО инспекторĕ пулнă. 1933 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 1942 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи августчен Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă. Вăрçă хыççăн Комсомольски вăтам шкулĕнче учительте ĕçлеме тытăннă, директор пулнă. Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн ăна Александровка 8 çул вĕренмелли шкулĕн директорне çирĕплетнĕ. 1963 çулта вăл каллех Комсомольски вăтам шкулне ĕçлеме куçнă. Борис Григорьевич нумай тĕпчев çырнă, ачасен "Кăйкăр", "Çамрăк кăйкăр" клубсене ертсе пынă, ачасене вун-вун хула, ял тăрăх паттăр çынсен çул-йĕрĕпе экскурсине илсе çỹренĕ. Б.Г.Кокорева "Хисеп палли", Аслă Отечетствăлла вăрçă орденĕсемпе, медалĕсемпе наградăланă. Кокорев _ Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Борис Григорьевич район пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăлах _ район историне пуçтарса музее йĕркелесе яраканĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе те сахал мар вăй хунă. Пурăннă пулсассăн хаклă çыннăмăр июлĕн 25-мĕшĕнче 85 çул тултармаллаччĕ. Борис Григорьевичăн çутă сăнарĕ нумай çын асĕнче упранса юлчĕ. Июлĕн 27-мĕшĕнче, ытларикун, 10 сехетре районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Б.Г.Кокорев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртет. Кăмăл тăвакансене Борис Григорьевича аса илме районти музее чĕнетпĕр.


"Каçал Ен"
21 июля 2004
00:00
Поделиться