ÇУР ĔМĔР ХУШШИНЧИ УЛШĂНУСЕМ
Çур ĕмĕр каялла Аслă Каçал №Комсомольски№ ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Район центрĕ пулсан та, кунта кивĕ йывăç çутсем çеç пулнă. 1939 çулта Комсомольски районне туса хурсан, кантурсем валли те юрăхлă çурт-йĕр пулман. Хăшпĕр çуртсене №кантурсене№ Патăрьелĕнчен куçарса килме тивнĕ. Нумай та вăхăт иртмен, вăрçă пуçланнă. Ун чух çуртсем лартас шухăш пулман. Эпĕ нумай çул хушши Госбанк уйрăмĕнче ĕçлерĕм. Банк çуртне те 1939 çулта Патăрьелĕнчен куçарса килнĕ. Вăл кулаксем тенĕ çынсен йывăç çурчĕсенчен майланăскер пулнă. Аллă çул каялла райĕçтăвком халĕ прокуратура вырнаçнă тĕлерех икĕ хутлă йывăç çуртраччĕ. Партипе комсомол райкомĕсем халĕ музей вырнаçнă çуртра ĕçленĕ, ăна район центрĕ тунă хыççăн ятарласа лартнă пулнă. Ытти учрежденисем пурте пĕчĕкрех йывăç çуртсене вырнаçнăччĕ. Паянхи суту-илỹ çурчĕ вырăнĕнче столовăй, унпа юнашар культ-маг тата хуçалăх таварĕсем сутакан магазинсем пулнă. Хальхи почта çурчĕ вырăнĕнче йывăç çуртра аптека ĕçленĕ. Паянхи аптека çурчĕ вырăнĕн-че почтăн кивелсе кайнă çурчĕсемччĕ. "Уют" йăла çурчĕ _ маларах артель пулнă кивĕ те лапчăк çурт вырăнĕнче. Искусство шкулĕ вырнаçнă çурта Çĕнĕ Мăратри йывăç япаласем тăвакан комбинат №директорĕ В.П.Знаменский пулнă№ лартрĕ. Ку çурт _ малтанхи чул çуртсенчен пĕри. Райпо кантурĕ вырнаçнă çурт вырăнĕнче ялпо кантурĕ тата дежурнăй магазин ĕçленĕ. Запас пайсем сутакан магазин малтан кунта йывăç универмаг пулнă вырăнта ĕçлет. Халĕ хуçалăх таварĕсем сутакан магазин _ райпотребсоюз правленийĕ №вăл çунса кайнăччĕ№ вырăнĕнче. Районти культура çурчĕ малтан чиркỹ пулнă кивĕ çурт-раччĕ. Каярах ăна реконструкцилесе чылай аслăлатрĕç. Ун чухне партин Тĕп Комитечĕ культура çурчĕсем тата стадионсем тума чаракан саккун кăларнăччĕ. Çĕнетнĕ культура çуртне район центрĕнче урăх культура учрежденийĕ пулман пирки çеç çăлса хăварнăччĕ. "Октябрь ялавĕ" хаçат редакцийĕпе типографи Октябрьски урамри кивĕ йывăç çутртра вырнаçнăччĕ №каярах кунта ясли те пулнă, халĕ унпа чиркỹ усă курать№. Машинăпа трактор станцийĕн юсав мастерскойĕсемпе склачĕсем хăмасенчен çапса тунă сарайсем кăна пулнă. Тракторсене, комбайнсене тата ытти машинăсене шартлама сивĕре те çак сарайсенче юсанă. Çар ĕç комиссариачĕ хальхи вырăнтах, кивĕ йывăç çурта вырнаçнăччĕ. Кĕтне леш енче лесничествăн пысăк мар йывăç çурчĕ тата больницăн кивелсе çитнĕ темиçе йывăç çурчĕ çеç пулнă тесен те йăнăшах пулмасть. Чăн та, уйрăм çынсен çурчĕсем те пулнă-ха тата инкубатор станцийĕн кивĕ çурчĕсем. Халĕ кунта поселок пулса кайрĕ. Перекет банкĕ, "Сельхозбанк" уйрăмĕ тата казначейство вырнаçнă çурт вырăнĕнче кивĕ çуртсем çеç пулнă, кунта пĕр вăхăтра çут ĕç пайĕ, коммуналлă хуçалăх кантурĕ ĕçленĕччĕ. Пурăнмалли çуртсем те йывăçран пулнă. Пурнăç малаллах шăвать, ума çĕнĕ тĕллевсем, задачăсем тухса тăраççĕ. Ĕçе механизацилес ыйту та çи-вĕчленсех пырать. Кивелсе çитнĕ йывăç çурт-сенче ĕçлеме те кирлĕ условисем пулман, ĕçе çăмăллатма та май килмен. Кантурсене, предприятисене çĕнетме тахçанах вăхăт çитнĕ. Çĕнĕрен çуртсем лартма патшалăх укçа парас-шăн пулман. Киввисене юса-юса тăкакне сахал курман пулсан та, титул списокĕсенче çĕнĕ çуртсем лартма пăхасси питĕ тертлĕ пулнă. Çавăн пирки пуçлăхсем, пурнăç ыйт-нине кура, тĕрлĕ майсем шыранă. Кунта пуçлăхсен пуçарулăхĕ те, пултарулăхĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнă. МТС №РТС, "Сельхозтехника"№ валли çĕнĕ мастерскойсем, складсем туса лартас ĕçре пуçлăхсенчен пуринчен те ытларах А.А.Лавров пуçарулăх кăтартнă. Ун хыççăн ĕçлекенсем те, çав шутрах халиччен ĕçленĕ Н.Н.Маликов та, строительство, механизаци, автоматизаци ĕçне мала хума тăрăшнă. Кантурĕ те çĕннни кирлĕ пулнă ĕнтĕ, анчах администраци çурчĕ валли укçа паман. Контрольпе пропуск пунктне тума панă укçа-тенкĕпе усă курса, ăна та, кăна та тума май килнĕ. Çак меслетпех "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕн председателĕ В.Н.Афанасьев та усă курнă. Куншăн пире, банк-ра ĕçлекенсене, контроль туман тесе ятларĕç. Юрать, район пуçлăхĕсем хута кĕчĕç. Район больници валли типлă çĕнĕ çурт тăвас ĕç чăрмавлă пулчĕ. Çĕр айĕнчи шыв çывăхра тесе тата ытти сăлтавсемпе те кунта больница çуртне ларттарасшăн марччĕ. Вера Васильевна Лаврова №Кортунова№ тĕп врач Шупашкарта министерствăран пуçласа çитмен пуçлăх хăвармарĕ пулĕ. Çапах икĕ хутлă, 76 койкăлăх больница çурчĕ ларт-ма ирĕк илчĕ. Иккĕмĕш хутне купаланă чух, вăл виççĕмĕш хутне те купалас ыйтупа чылай çỹрерĕ, мĕншĕн тесен, малтанхи проектпа лартакан çурт чирлисене кирлĕ пек сиплес ыйтăва татса парайман пулĕччĕ. Ун хыççăн ĕçлекен тĕп врачсем те Вера Васильевна пуçарăвне малалла тăсрĕç, çĕнĕрен çурт хыççăн çурт лартрĕç. Çар ĕç комиссариачĕн кивĕ çуртне тĕпрен юсама чылай укçа-тенкĕ уйăрса панă пулнă. Çар ĕç комиссарĕ Н.О.Осипов тата кунти пай пуçлăхĕ А.И.Турханов çак укçапа çар комиссариачĕн çĕнĕ çуртне лартма май тупрĕç. Ку ĕçе тума "Красный Октябрь" колхоз председателĕ В.А.Арсентьев тỹрремĕнех пулăшнă. "Октябрь ялавĕ" хаçат редакторĕ Г.А.Уткин та çурта тĕпрен юсама панă укçапа редакципе типографи валли çĕнĕ çурт ларттарма май тупрĕ. Эпир те, банк енчен, çакна чунпа ăнланса, курмăш пултăмăр, темелле. Госбанк уйрăмĕн çурчĕ те кивелсе çитнĕччĕ. Темиçе те юсарăмăр. Анчах ĕçлеме тивĕçлĕ услови çукчĕ. Мускава, Раççей банкне те çыртăмăр. Чăн та, унтан инженер килсе кайрĕ, хальлĕхе ĕçлеме пулать-ха кунта, тесе хăварчĕ. Госбанкăн республикăри кантурĕ те ку ыйтупа ĕçлерĕ. Кỹкеçре, Тăвайĕнче çĕнĕ çурт-сем лартма тытăнчĕç. Пире те черет çитрĕ. Анчах... Генеральнăй проект тăвакансем Комсомольскинче банк ăçта вырнаçтармаллине палăртман пулнă. Генплан улăштарас ĕç час пулас çук тесе, банкпа перекет кассин çуртне генпланра палăртнă вырăна лартма йышăнтăмăр. Вырăнĕ пĕчĕкрех тесе, малтан ирĕк памасăр тăчĕç. Мĕншĕн тесен, юнашар пурăнмалли çурта куçарма тиветчĕ. Ыйтăва татса патăмăр, территорие аслăлатмасăрах тума йышăнтăмăр. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ыйтупа район архитекторĕпе Л.В.Самуковăпа темиçе проект организацине те çитме тиврĕ. Банк çуртне лартас ĕçпе парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ П.И.Мужиков интересленсех тăчĕ, ĕçе хăвăртлатма хистерĕ. Район пуçлăхĕсем администраци çуртне лартнипе пĕрлех пурăнмалли çуртсем тăвас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Предприятисемпе организацисен руководителĕсем те производство çурчĕсене лартнипе пĕрлех, пурăнмалли çуртсем çулленех тенĕ пек çĕклеме тăрăшрĕç. Часах Комсомольскинче К.Антонов тата И.Кабалин геройсен ячĕллĕ микрорайонсем ỹссе ларчĕç. Райцентрăн кăнтăр-хĕвеланăç енче хăтлă керменсен поселокĕ çĕкленчĕ. А.З. Феткуллин тăрăшнипе район администрацийĕн çуртне аслăлатнă. Юлашки çулсенче суту-илỹ предприятийĕсене çĕнĕрен лартас тата реконструкцилес ĕç вăйлăн аталанса пырать. Райпо совечĕ №председателĕ Е.И.Карпеев№ çак ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Район центрĕнчи магазинсем малтан кивĕрех çуртсем пулнă пулсан, халĕ вĕсене тултан та, шалтан та Европа архитектурипе дизайнне тĕпе хурса, урăхлатса çĕнетрĕç. Ку ĕç малалла тăсăлать. Уйрăм предпринимательсем те пĕринчен тепри илемлĕрех магазинсем тăва-тăва лартрĕç, ĕç малаллах пырать. Ку ĕçре чи малтан, икĕ хутлă магазин туса лартса В.И. Краснов предприниматель ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Малтанхи вăхăтра пур учрежденисене те вутăпа хутса ăшăтнă. Котельнăй хыççăн котельнăй ĕçе кĕчĕ. Çуртсене котельнăйсем ăшăтса тăма пуçларĕç. Вутă вырăнне çĕр-кăмрăкĕпе усă курма пуçларăмăр. Халĕ, акă, Комсомольскине те çутçанталăк газĕ çитрĕ. Кантурсене çеç мар, пурăнмалли çуртсене нума-йăшĕ газпа ăшăтать, часах вăл кашни çурта çитессе ĕмĕтленеççĕ Комсомольскинче пурăнакансем. Çур ĕмĕр каялла, халĕ Пасар урамĕ тенĕ вырăнта, Аслă Каçал пасарĕ таврари халăха пуçтарнă. Кунта çăпатаран пуçласа ĕне-сурăх таранах сутнă. Каярах тĕрлĕ чăрмавсем тухса тăнăран-ши, пасар шĕвелсех пынă, пĕтсе ларасси патнех çитнĕччĕ. 1970_80 çулсенче район пуçлăхĕсем пасара çĕнĕрен чĕртсе тăратма йышăнчĕç. Кунта хăмасенчен çапса йĕркипех лавккасем лартса тухрĕç. Лаптăк варрине таварсем хурса сутма вăрăм сĕтелсем, саксем туса пачĕç. Пĕр вăхăта пасар шавлакаламах пуçланăччĕ. Анчах халăх сахал çỹрет, тесе ялти магазинсенчен тавар сутма килекенсем сахаллансах пычĕç, пуçлăхсем хушни те нумаях пулăшаймарĕ. Çапла пасар пĕчĕккĕн пĕтсех пычĕ. Кунта ятарласа тунă хăма ларексем те пĕрин хыççăн тепри таçта çухалса пĕтрĕç. Лаптăк пушанса юлчĕ. Çак вырăна чиркỹ лартма йышăнчĕç. Укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе чиркỹ тăвас ĕç вăраха тăсăлчĕ. Çапах та Комсомольскинче çĕнĕ те чаплă чиркỹ ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл район центрне илемлетрĕ те, унăн пĕлтерĕшне те ỹстерчĕ. Чиркỹ тăвас ĕçе хăвăртлатас тесе Алексий атте нумай вăй хучĕ. Ĕç ветеранĕ, Д.А.Журавлев инженер-строитель чиркỹ тăвас ĕçе йĕркелесе пычĕ. Чиркỹ çынсене тĕн йĕркине тытса пурăнма, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме, пурăнма вĕ-рентсе ырă ĕç тăвать. Тин çуралнă ачасене чиркỹре ят хурасси, çамрăк мăшăрсем чиркỹре венчет туса пĕрлешесси, вилнĕ çынсене тивĕçлипе асăнса юлашки çула ăсатасси йĕркене кĕрсе пырать. Пурте _ чиркỹ тăвакан сăваплă ĕç. Тĕн праçникĕсене чиркỹре паллă туни çынсен шухăш-кăмăлне çĕклет. Чиркỹ пулăшнипе усал ĕç тăвакансен шучĕ те майĕпен чакса пырасса шанас килет. Чиркĕвĕн колокольнăйĕ çине чăн-чăн чиркỹ чанĕсем çаксан, унăн илемлĕ сасси таврари халăхăн чунне ытларах çĕклентерĕччĕ. Чăваш тата Шупашкар епархийĕ пулăшасса шанатпăр. Турă пулăштăрччĕ. Аллă çул каялла Комсомольски урамĕсенче те, пахчисенче те йывăç сахал пулнă. Халĕ сад ĕрчетекенсем те килĕренех. Район центрĕн-чи урамсене йывăç лартас ĕçе уйрăмах П.К.Манзуркин рай-ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ чух пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Ĕлĕкрех палисадниксене чечек лартакансем те сахал пулнă. Халĕ чечек ỹстересси йăлана кĕрсе пырать. Чечексене ỹстерме хăнăхтарас ĕçре П.М.Лаакконен врач нумай вăй хучĕ. Çакна та палăртмалла: района ертсе пыракансем предприятисемпе учрежденисенче ĕç условийĕсене ла-йăхлатас ыйтупа куллен ĕçлеççĕ. Предприятисене механизацилес, автоматизацилес ĕç лайăхланса пырать. Пур çĕрте те ĕçе компьютер пулăшнипе туса пыма тытăннă. Ку ĕçе хăвăртлатать те, çăмăллатать те. Учрежденисене тĕрлĕ ыйтупа пыракан çын, компьютер тата интернет пулăшнипе хăвăрт тĕрĕс хурав илме пултарать. Юлашки çулсенче урамсене тирпей-илем кĕртес ĕç çине те пысăк тимлĕх уйăрнине куратпăр. Урамсене асфальт сарас ĕç аталанса пырать. Ватăрах çынсем ас тăваççĕ ĕнтĕ: тĕп урамра та ишсе тухма çук пылчăк çăрăлнă. Столовăй патне №халĕ автостанци№ кĕрхи-çурхи кунсенче атăсăр пырса кĕреймен. Администраци çурчĕ тата банк тĕлĕнче машинăсем пылчăка кĕрсе ларса асапланатчĕç. Ỹсĕмсем пĕчĕк мар, аллă çул каялла мĕнле пулнипе танлаштарсан, район центрĕ чылай ỹснĕ, çĕнелнĕ, илемленнĕ. Çапах та тумалли татах нумай. Чылай урам тикĕс мар, начар çанталăкра иртсе çỹреме йывăр. Тирпей-илем пирки те ĕçлемелли пайтах. Район центрĕнчи парк пĕртте канмалли вырăн пек туйăнмасть. Йывăçсем сывлăша тасатса тăни аван-ха, çапах та парк тĕллевĕ кăштах урăхларах пулмалла пек. Центр культури ỹсесси кунта пурăнакансенчен нумай килет. Çавăнпа кашниех çакăн çинчен асра тытасчĕ. Ĕçкĕпе иртĕхсе çынлăха çухатас марччĕ. Район центрĕн илемĕ, малашлăхĕ кунта пурăнакансенчен килет. Пирĕн район та çывăх çулсенчех республика уявне ирттерме тивĕç пуласса шанатпăр.
"Каçал Ен"