Информацилле пелтеру
Июлĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна район самоуправлени пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Ларура депутатсем 7 ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах экономика, финанс тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева район экономики кăçалхи çур çулта мĕнле аталанса пынин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Промышленноç предприятийĕсем япăх мар ĕçленĕ, 52,9 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. "Кооператор" производство комбиначĕ продукци кăларассине 123,8 процент, "Сĕт завочĕ" акционер обществи 135 процент, "Агрокабель" ООО 118 процент пурнăçланă. Кирпĕч, строительство материалĕсем туса кăларакан предприятисем те аван ĕçленĕ. Ялхуçалăх отраслĕнче лару-тăру çăмăлах мар. "Красный Октябрь", "Культура" хуçалăхсен ĕç укçи енĕпе парăмĕсем пысăк. "Север", "Дубрава", "Изамбаево" хуçалăхсенче ĕç укçи виçи питĕ пĕчĕк. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ те чакса пырать. Суту-илỹ предприятийĕсенчен райпо аван ĕçленĕ. Кунта таварçаврăнăшĕ 75,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Марина Викторовна районта газ кĕртес, çурт-йĕр тăвас енĕпе мĕнле ĕçлесе пынине те цифрăсемпе çирĕплетсе каласа пачĕ. Район бюджечĕ мĕнле пурнăçланни пирки РФ Финанс министерствин районти финанс пайĕн начальникĕ Т.И.Николаева сăмах илчĕ. Кăçалхи çур çулта налуксенчен 6957,4 пин тенкĕ, налук мар тупăш 912,6 пин тенкĕ кĕнĕ. Пĕтĕмĕшле тупăш 7914,7 пин тенкĕпе танлашнă. Кунсăр пуçне трансферт, субвенципе субсиди те килнĕ. 77102 пин тенкĕ тăкакланă. Культура тата социаллă объектсенче юсав ĕçĕсем чылай тунă. 2004 çулта районта приватизаци тумалли план пирки М.В.Кокорева тухса калаçрĕ. Социаллă тỹлевсем тата ытти пулăшусем пирки районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина каласа пачĕ. 2002_2004 çулсенче районти шкулсене реструктуризаци тумалли тĕллевлĕ программăпа районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов паллаштарчĕ. Районти шкулсенчен 4-шĕнче реструктуризаци ĕçĕсем пулса иртнĕ. Малашне ачасем сахал вĕренекен хăшпĕр шкулсене база шкулĕсемпе пĕрлештерме палăртнă. Ĕç сыхлавĕ пирки çак енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Н.В.Прокопьев чарăнса тăчĕ. Çỹлерех асăннă пур ыйтусене те депутатсем пĕрле сỹтсе явса йышăну кăларчĕç. Ларура А.П.Капитонов, П.И. Иванов, В.Н.Воробьев тата ытти депутатсем сăмах илчĕç. Кайнлăк, Аслă Çĕрпỹел ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем С.Н.Журавлев, Г.Г.Ракчеев та ыйтусем пачĕç, тухса калаçрĕç. Ларура тата ытти ыйтусем пирки те сăмах пулчĕ.