Комсомольский муниципальный округ

Интервью главы администрации

"Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккун ĕçе кĕриччен вăхăт пур-ха. Çапах та çак тапхăрта пурнăçламалли ĕçсем те пайтах. Уйрăмах вырăнти влаçăн çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Пулас реформа тавра пычĕ район ад _ Саккунра тавлаштаракан ыйту чылай. Илер-ха муниципалитетăн пулас пĕрлĕхĕсене йĕркелемелли меслетсене. Саккунпа килĕшỹллĕн, вĕсене 1 пин е 3 пин çынна пĕрлештерекен территорисене тĕпе хурса палăртмалла. Сирĕн шутăрпа, пирĕн республикăра, районта миçе çынран тăракан пĕрлĕхсем йĕркелесен аванрах(

 _ Ман шухăшпа, Комсомольски районĕнче муниципалитет пĕрлĕхĕсене 1 пин çынна пĕрлештерекен ял хутлăхĕсене тĕпе хурса йĕркелени майлăрах. Çак ыйтăва татса панă чухне вырăнти пурнăçăн хăйнеевĕрлĕхне шута илмелле. Районти хальхи ял администрацийĕсенче шăпах 1-ер пин çын пурăнать, унта чикĕсене çĕмĕрме, улăштарма та кирлĕ мар. Пĕр Анат Тимĕрчкасси ял администрацийĕнче çеç халăх шучĕ пĕчĕкрех, ăна пĕрлештерме тивĕ.

Административлă муниципаллă система паянхи пекех сыхланса юлни мĕншĕн ла-йăх-ши(

Мĕншĕн тесен çынсем хальхи территорисене, участоксене хăнăхса çитнĕ. Вĕсене пысăклатсан официаллă хутсем, документсем хатĕрлеме инçете çỹреме лекет. Урăхла реформăлани ырри патне илсе çитермест, çавăнпа та район администрацийĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 1 пин çынлă пĕрлĕхсем тăвас сĕнỹпе тухрĕ. _

 Каласамăр, çĕнĕ реформа мĕн парĕ, пурнăçа епле улшăнусем кĕртĕ( _

Пĕрремĕшĕнчен, вăл депутатсен яваплăхне ỹстерет. Вĕсем халăхăн нушине район влаçĕ патне çитерекенсем çеç мар, хăйсен ĕçĕшĕн çынсем умĕнче татăклăн хурав паракансем те пулаççĕ. Ик-кĕмĕшĕнчен, вĕсен ирĕкĕнче самоуправлени пуçлăхне суйлас яваплă ĕç. Халăх депутатсене суйлать. Вĕсен вара хăйсен хушшинче самоуправлени ертỹçине палăртма тивет-çке. _

 Капла районта икĕ пуçлăх пулать-çке. Çакă икĕ влаçлăх патне илсе пымасть-и( _

 Апла пулмасть. Иккĕшне те депутатсем е халăх вăрттăн сасăлавпа суйланă пулсан, çакă ырăпа вĕçленейместчĕ пуль. Кам аслăрах, камăн нумайрах полномочипе усă курмалла _ çак ыйту тухатчех. Капла вара самоуправлени пуçлăхĕпе депутатсен райадминистраци пуçлăхне контрактпа ĕçе илмелле пулать. Саккунра палăртнă тăрăх, администраци пуçлăхĕ самоуправлени ертỹçине пăхăнса, унпа тачă çыхăнса ĕçлет. _

 Федерацин 2006 çултан вăя кĕрекен саккунĕ халăх пурăнакан яллă вырăнсене (поселени) хăйсен бюджетне калăплама ыйтать. Паян ялти социаллă объектсене тытса тăма "çỹлтен" укçа-тенкĕ параççĕ. Çĕнĕ саккунпа вара вырăнти бюджета туса хумалла. Çĕнĕрен тăвакан пĕрлĕхсем хăйсене-хăйсем тăрантарайĕç-ши( Паян ялсенче вырăнти хыснана йĕркелеме курăнман ресурссем пур-и(

 _ Çĕнĕ саккунпа, бюджета "аялтан", урăхла каласан, вырăнсенче йĕркелеме пуçлаççĕ. Çавăнпа та малашне "укçа памарĕç, вăхăтра уйăрмаççĕ, çав-çав çула тăвассине программăна кĕртмен" тесе каламалла пулмасть. Çавна май вырăнти депутатсен, ертỹçĕсен яваплăхĕ ỹсет. Укçа-тенкĕ вĕсен аллине куçнипе, ĕçсем мĕнле пулса пынине вĕсен тĕрĕслесех тăрас пулать. Курăнман ресурссем пирки каласан, вĕсем пур. Суту-илỹре, промышленноçра, ытти сферăра та пĕчĕк предприятисем ĕçлеççĕ. Вĕсем налукран "тарасшăн" çунаççĕ. Депутатсемпе ертỹçĕсен пĕрле налук тỹлеменнисене тупса палăртас, вĕсене бюджета укçа хывтарас тесе пуçаруллăрах пулма тивет. Унсăр пуçне, федераци бюджечĕ те вырăнти хыснана трансфертсемпе пулăшмалла.

 _ Геннадий Федорович, халь калаçăва çур çул пĕтĕмлетĕвĕсем çине куçарар

. _ Ултă уйăх кăтартăвĕсене пăхсан, вĕсем 2004 çула ăнăçлă вĕçлес шанăç параççĕ. Промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, ытти сферăсенче те ỹсĕм пур. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, промышленноç продукцийĕсем кăларасси самаях ỹснĕ, 128,3 процентпа танлашнă. 53 миллион тенке яхăн продукци туса илнĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 14,5 миллион тенкĕ ытларах. Яланхи пекех, "Кооператор" производство комбиначĕ (123,8)), "Комсомольскинчи сĕт завочĕ" (135)) аван ĕçлеççĕ, продукци калăпăшне çулран-çул ỹстерсе тăраççĕ. Çĕнĕ Кипеçри сырпа çу кăларакан цех, "Агрокабель" предприяти пирки те ыррине кăна каламалла. Суту-илỹре, халăха тỹлевлĕ пулăшу парассинче те аван улшăнусем пур. Райпо яланхи пекех малтисем хушшинче. Налук тата налук тула-шĕнчи тупăш кĕресси 2004 çулхи çур çулта 112 процент пулчĕ. Çавăнпа пĕрлех ĕç укçин виçи те ỹссе пырать. _ Ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çанталăкпа та тачă çыхăннă. Кăçал çу çумăрлă килчĕ. Çакăн пек условисенче çĕр ĕçченĕсем мĕнле кăтартусемпе ĕçлеççĕ( _ Хăшпĕр ялхуçалăх предприятийĕсем фермер хуçалăхĕсене куçнă май, вĕсем статистика отчетĕнчен тухаççĕ. Çавăнпа кăтартусем те чакаççĕ. Çапах та кашни 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илнине шутлас пулсан, çак кăтартусем хăпарнине куратпăр. Çитменлĕх _ выльăх шучĕ сахалланни. Яланах районта миçе гектар çĕр акăнмасăр юлни пирки ыйту параççĕ. 4 пин те 700 гектар хура пусă хăварнă, анчах 1 пин гектарне сухаламан. Пĕлтĕр вара усă курман 3 пин гектар çĕр юлнăччĕ. "Слава картофелю" тата ытти предприятисене ахаль выртакан çĕрсене уйăрса панипе çак кăтарту пĕчĕкленчĕ. "Комсомольское" АОна реформăларăмăр, паян 3 фермер хуçалăхĕ йĕркеленчĕ, унта ĕçсем лайăхланни куç умĕнчех. Кашни ĕне пуçне сĕт суса илесси ỹснĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2,5 процент. Кашни ĕнерен 6 уйăхра 1940 килограмм сĕт сунă. 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси 28,8 центнерпа (101)), сĕт сăвасси 157,6 центнерпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле илсен, фермер хуçалăхĕсене шутласан, 2004 çулхи пĕрремĕш çур çулта районĕпе 4116,2 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 106,2 процент. _ Кăçалхи çул вĕçлениччен кашни ял патне "сенкер çулăм" çитмелле. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама май пур-и( _ Кăçалхи 6 уйăхра 34,6 километр газотрасса туса пĕ-тернĕ. Пурĕ 647 çурта газ янă, 2003 çулхипе танлаштарсан, çакă 2,2 хут ытларах. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне газ уйăракан 75 километр сетьсем ĕçе кĕртнĕ. Планпа палăртнă ĕçсене кăçал çулталăк вĕçлениччен пурнăçлатпăр. Çитес çулччен кашни яла "сенкер çулăм" çитмелле.

Тепĕр ыйту _ уйрăм çуртсене çутçанталăк газне йышăнма хатĕрлесе çитерни. _ Социаллă ыйтусене татса парас енĕпе лару-тăру мĕнлерех( _

 Пурнăçăн ку енне эпир пĕрре те тимлĕхсĕр хăвар-мастпăр. Юлашки çулта культура çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Ачасен районти искусство шкулне, культура çуртне, библиотекăсене юсарăмăр. Çулсем сарма республика бюджетĕнчен кăçал 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ Мăрат _ Вутлан _ Тăманлă Выçли çула сарассине вĕçлемелле, Тăманлă Выçлири кĕпере туса пĕтермелле. Акă, Тукай ялне кĕме-тухма мелсĕр. Йĕпе-сапаллă çанталăкра пушшех кансĕр. Килес çул унта асфальтлă çул сарма палăртатпăр. Хирти Мăрат _ Хирти Выçли çула та лайăхлатмалла. Кĕтне шывĕ хĕрринче кану зони тăвассипе малалла ĕçлетпĕр. Çитес икĕ çул хушшинче çак зонăна туса пĕтересшĕн. Комсомольски ялне тирпей-илем кĕртесси çинчен те манмастпăр, çав тĕллевпе 2,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Антонов микрорайонне тирпей-илем кĕртсе 1,8 миллион тенкĕ тăкакланчĕ, Кабалин микрорайонне йĕркене кĕртме 1,2 миллион тенкĕ кирлĕ. Комсомольскине кĕмесĕр иртмелли çавра çул çинче те часах ĕçсем пуçланаççĕ.

_ Пĕр сăмахпа каласан, район малашлăх çинчен шутласа, ыран паянхинчен ла-йăхрах пултăр тесе малалла утăмлать. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тесе пуçаруллă ĕçлеме ăнăçу сунатпăр сире.



"Каçал Ен"
04 августа 2004
00:00
Поделиться