теллевле программа пурнаса керсе пырать
. Вĕрентỹ системине лайăхлатас, пĕлỹ парассин пахалăхне ỹстерес, шкулсен пурлăх никĕс-не пуянлатас тĕлĕшпе Раççей, республика шайĕнче чылай документ йышăннă. ЧР "Вĕрентỹ çинчен" саккунĕ, "Çĕнĕ шкул" Президент программи, "Вĕрентỹ системине реформăласси" тĕллевлĕ проект тата ытти саккунсем те çак тĕллевпе ĕçлеççĕ. 2002 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче районти депутатсен пухăвĕнче "2002_2004 çулсенче районта шкулсене реструктуризаци тăвасси çинчен" тĕллевлĕ программа йышăннăччĕ. Çак енĕпе ĕçсем туса ирттернĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсем, Шурут, Нĕркеç вăтам шкулĕсем база шкулĕсем пулса тăчĕç. Унта Çĕнĕ Шăхран, Виçпỹрт, Дубовка, Киров, Йỹç Шăхаль, Юнтапа, Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр ялĕсенчи ачасем пĕлỹ илме çỹреççĕ. Ачасене шкула илсе çитерме тата каялла леçсе яма 4 автобус уйăрнă. Кунсăр пуçне тата пĕр шкул автобусĕ пур. 7 маршрут уçнă. Вăл 82,3 кило-метрпа танлашать. Çỹлерех асăннă ялсенчи 198 ача база шкулĕсенче пĕлỹ илет. База шкулĕ-сен пурлăх никĕсне, вĕрентỹ хатĕрĕсене çĕнетсех тăратпăр. Компьютерсем, сĕтел-пукан туянатпăр, юсав ĕçĕсем тăватпăр. Ачасен пĕлỹ шайне, тавракурăмне ỹстерме пур майсем те пулччăр тесе тăрăшатпăр. "Шкул патне çул" программа тăрăх Нĕркеç тата Тутар Шурут ялĕсенче 400-шер метр асфальтлă çул тунă. Хирти Сĕнтĕрте те 1,1 километр çул сарнă. Çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Шăхран, Виçпỹрт ялĕсенче, Киров поселокĕнче те çулсем тумалла. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ Пĕтĕм тĕнчери аталану банкĕ ирттерекен "Вĕрентỹ сис-темине реформăласси" проекта хутшăнать. Çак шкула çĕнĕ сĕтел-пукан килчĕ. Кăçалхи июлĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ районти депутатсен Пухăвĕнче "2004_2006 çулсенче районти шкулсене реструктуризаци тăвасси çинчен" тĕллевлĕ программа йышăнтăмăр. Сахал комплектлă шкулсене пурлăх никĕсĕ пуян шкулсемпе пĕрлештермелле. Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕн-че ачасен йышĕ 55 анчах. Çавăнпа та Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче база шкулĕ тăвасшăн. Тукай пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çурчĕ питĕ кивĕ. Унта ачасен йышĕ те сахал. Çĕнĕ шкул тума халĕ питĕ йывăр. Çавăнпа та çывăхри Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче те база шкулĕ йĕркелесшĕн. Ачасен йышĕ çулсеренех чакса пырать. Районти ялсенчен пĕр Тукай Мишер ялĕнче çеç ачасен шучĕ пĕр шайра тăрать е пăртак ỹсет те. Хырхĕрри вăтам шкулĕнче пурĕ те 77 ача анчах пĕлỹ илет. Вăтам шкулта вара 100 ачаран кая пулмалла мар. Çавăнпа та Асанкасси вăтам шкулĕнче база шкулĕ туса Вăрманхĕрри Чурачăк, Хырхĕрри, Хурнай, Кĕтне Пасар ялĕсенчи ачасене унта вĕрентме пуçласшăн. Паллах, ачасене шкул автобусĕ илсе çỹрĕ. Юлашки çулсенче 4_6 çулхи ачасем валли шкул никĕсĕ çинче кĕске вăхăтлăх ушкăнсем уçасшăн. Çакăн пек ушкăнсем халĕ районти хăшпĕр шкулсенче ĕçлеççĕ. Ачана пĕчĕкренех шкулпа паллаштарни вĕсен тавракурăмне ỹстерĕ, унти пурнăçа хăйсен куçĕпе пăхма май парĕ.