Комсомольский муниципальный округ

Верену сулне хатерленсе

 Районти шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕç аван пулса пырать. Нумай шкулсенче пĕчĕк юсав ĕçĕсем тунă, классене сăрланă. Пĕтĕм ĕçе шкул коллективĕсем хăйсем тăваççĕ, учительсемпе пĕрле ачасем те ĕçлеççĕ. Хĕлле классене ăшăтма çĕр кăмрăкĕ турт-тараççĕ. Хальлĕхе пĕтĕмпе 70 процент çĕр кăмрăкĕ хатĕрленĕ. Хăшпĕр шкулсен çивиттийĕсене улăштармалла. Çак ĕçсене çитес вăхăтрах пурнăçлаççĕ.



"Каçал Ен"
04 августа 2004
00:00
Поделиться