Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕ çурт-йĕрсем çĕклеççĕ...

Районта строительство енĕ-пе чылай ĕç тăваççĕ. Çĕнĕ çурт-йĕрсем çĕклеççĕ, социаллă-культурăллă объектсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Газификаци ĕçĕ пырать, çулсем тăваççĕ, ялсене тирпей-илем кỹреççĕ. Кăçалхи çул стрительствăра 63669 пин тенкĕ укçапа усă курнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çур çулхипе танлаштарсан 127 процент-па танлашать. Вăл шутран 10266 пин тенкĕ "сенкер çулăм" кĕртме, 32077 пин тенкĕ çурт-йĕр тума, 56 пин тенкĕ хăмла плантацийĕсем валли, 74 пин тенкĕ вăрман лартма, 9843 пин тенкĕ çул-йĕр тума янă. Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕç-тересси пулса тăрать. Çавăнпа та çурт лартакансене пулăшма тăрăшатпăр. Кăçалхи çур çулта 4944 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 19 процент ытларах. "2010 çулччен ялсене социаллă аталантарасси çинчен" федераллă программа тăрăх 3 миллион тенкĕ ытла субсиди панă. Çак программăна 20 çемье хутшăнать. 3080 пин тенкĕ çăмăллăхлă ипотека кредичĕ памалла. 2004 çулта газ уйăракан сетьсен тăршшĕ 158,2 километр пулмалла. Январь_июль уйăхĕсенче №июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне№ ялсем хушшинче 3,44 километр, ялсен урамĕсенче 60,996 километр газ пăрăхĕсем хунă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 98 процент ытларах. Шурут, Шурут-Нурăс, Тутар Шурут ялĕсем хушшинчи пысăк пусăмлă пăрăхсем 9,91 километр тăршшĕ хурса пĕтернĕ. Тутар Шурут ялĕнче пĕчĕк пусăмлă пăрăхсем 4,312 километр чухлĕ хурасси вĕçленсе пырать. Виçпỹрт патне çити 1,825 километр, вăл ялта 1,925 километр газ пăрăхĕсене çывăх вăхăтра хурса пĕтереççĕ. Хирти Шăхасан, Хирти Мăрат, Хирти Выçли ялĕсенче те çак енĕпе ĕçсем юлашки тапхăрта пыраççĕ. Йăвашкел тата Тутар Йăвашкел, Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Хирти Мăрат, Кивĕ Сĕнтĕр, Çĕнĕ Шăхран ялĕсенче те газовиксем вăй хураççĕ. Кăçал программа тăрăх 3181 пурăнмалли çурт-йĕре çутçанталăк газĕ кĕртмелле. Январь-июль уйăхĕсенче 721 çуртпа хваттере "сенкер çулăм" çитнĕ. Июль уйăхĕнче çеç 74 çуртпа хваттер газлă пулчĕ. 2890 çуртра монтаж ĕçĕсем тунă. Çĕнĕ Александровка ялĕсĕр пуçне пур ялсенче те çак ĕçсем пыраççĕ. Хальлĕхе районти 53 ялтан 29-шне çутçанталăк газĕ çитнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре газификацилеме 1974 çын 3812236 тенкĕлĕх кредит илнĕ. Кăçал программăра çул-йĕр хуçалăхĕ валли 10451500 тенкĕ пăхнă. Çур çулта унăн 9843554 тенкипе усă курнă. Вăл укçаран 65,3 проценчĕ е 1884600 тенки автоçулсене пăхса тăма тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх тĕллевĕпе, 3356402 тенки автоçулсем тума, 4602552 пин тенкине 2000_2003 çулсенче çул-йĕр çинче пурнăçланă ĕçсемшĕн тỹлеме янă. Кăçал 0,3 километр асфальтлă çулсем тунă. Комсомольски ялне тирпей-илем кĕртес енĕпе те чылай ĕç тăваççĕ. К.Антонов микрорайонне пырса кĕрекен çулсене асфальт сарнă. Çак ĕç И.Кабалин микрорайонĕнче те пырать. Район центрне илем кĕртес енĕпе те тăрăшаççĕ. Çуртсемпе учрежденисен фасачĕсене хитрелетеççĕ, суту-илỹ павиль-онĕсене те капăрлатаççĕ. Кĕтне юханшывĕ хĕрринче кану зони пулать. Унта ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Малашне татах та вăй илсе пырĕç. Хальлĕхе çĕр ĕçĕ пырать. Районăн обществăлла инфраструктурине малалла аталантарас тĕлĕшпе проектпа смета документацийĕсем ха-тĕрлетпĕр. Çỹлерех асăннă ĕçсене пурнăçланă çĕрте строительсен, газовиксен, çул-йĕр тăвакансен тỹпи пысăк. Вĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламласа вăрăм ĕмĕр, малашне те хастар пулма вăй-хал сунатпăр.


"Каçал Ен"
07 августа 2004
00:00
Поделиться