Комсомольский муниципальный округ

ĔÇĔСЕМ ВĔСЕН КУРĂМЛĂ

 Апрель уйăхĕнче пирĕн районта культура ĕçченĕсен республикăри семинар-канашлăвĕ иртнĕччĕ. Унта хутшăнакансем район центрĕнчи культура çуртĕнче, искусство шкулĕнче, районти тĕп библиотекăра, Аслă Чурачăкри обществăлла культура центрĕнче пулса курсан хăйсем тĕлĕннине пытармарĕç. Вăл вăхăтри культура министрĕ О.Денисова "Республикăра дизайн енчен чи илемли" тесе хакларĕ. Шăпах вĕсене районти юсавпа строительство участокĕнче ĕçлекенсем юсаса хитрелетнĕ. Ĕç пахалăхĕ пысăк шайра пулни пăхсанах палăрать. Çак участок строителĕсем юлашки çулсенче районта мĕнле кăна объектра ĕçлемен-ши( Вĕсен алли витĕр 3 офис çурчĕ, модельлĕ 3 библиотека тухнă. _ Енчен те эпир 2002 çулта çулталăкĕпе те 2732 пин тенкĕлĕх ĕç тунă пулсан, 2003 çулта ку кăтарту 6304 пин тенке çитнĕ. Кăçалхи çур çултах пирĕн строительсем 4419 пин тенкĕлĕх ĕç турĕç,_ каласа парать участок начальникĕ В.В.Максимов. Çак цифрăсемех участок паянхи рынок экономикинче çухалса кайманнине, ĕçе пахалăхлă пурнăçланипе заказсем татăлманнине палăртать. Район больницин ача-пăча уйрăмĕн, районти тĕп библиотекăн, Тукай Мишер, Хырхĕр-ри вăтам шкулĕсен çивиттисене улăштарнă. Çак кунсенче Хырхĕрринчи культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен туса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Мăрат культура çурчĕн çивиттине витеççĕ, район больницинчи çемье врачĕн офисне хатĕрлесе çитерчĕç. Шалти ĕçсен пайĕн çуртĕнче те вăй хунă ку участокри строительсем. Халĕ ăна тулаш енчен хитрелетеççĕ. Республика шайĕнчи учрежденисем те вĕсенех юсав ĕçĕсем тума чĕнеççĕ. Халăх сучĕн, прокуратурăн çурчĕсенче вăй хунă. Район администрацийĕн çуртĕн-че вуншар кабинетра илемлĕх сăнĕ кĕртнĕ. Халăха ĕçпе ти-вĕçтерекен центрпа та килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене ĕç вырăнĕ тупса параççĕ. Çакă паянхи куншăн уйрăмах паха. Çуллахи каникул кунĕсенче шкул ачисем валли те ĕç тупăнать кунта. Ĕç пур _ коллективра ăста строительсен йышĕ те хутшăнать. Вунă çул каялла кунта 25 çын вăй хунă пулсан, халĕ 61 çын. И.Г.Яковлевăн уйрăм предприятийĕпе туслă çыхăну пур. Вĕсем сантехника ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Ĕçленĕçем юсавпа строительство участокĕ пурлăхпа техника никĕсне те çирĕплетсе пырать. Çĕнĕ йышши оргтехника, ĕçре кирлĕ меллĕ инструментсем туянаççĕ. "Газель", "Соболь" автомобильсем тата ытти техника илнĕ. Коллективра чăннипех те пуçаруллă, хăйсен ĕçĕнче пысăк опыт çĕнсе илнĕ çынсем вăй хураççĕ. Акă, Надежда Никифорова пирки уйрăмах ырăпа асăнчĕ начальник. Вăл 25 çул штукатур-маляр пулса ĕçлет. Пултаруллă наставница 10 ытла штукатур-маляр вĕрентсе хатĕр-ленĕ. Любовь Зверева, Ирина Читнаева, Ольга Петрова та хăйсен ĕçĕнче ăста. Юрий Рубцов, Вячеслав Павлов, Александр Карсаков, Алексей Журавлев бригадисенчи платниксем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Рабочисене ĕç вырăнне вăхăтра илсе килесси Вячеслав Ксенофонтов водительтен нумай килет. Руслан Павлов ГАЗ-53 автомашинăпа строительство объекчĕсене стройматериалсем турттарса килсе тăрать. Андрей Чернов вара инçе çула çỹрет, унтан строительствăра кирлĕ материалсем тиесе килет. Ĕçе Сергей Макаров прораб ăнăçлă йĕркелесе, ертсе пырать. Строительсене вăхăтра укçа-тенкĕ тỹлеççĕ, вăл пĕчĕк мар. Юсавпа строительство участокĕ пурнăçланă объектсен дизайнĕ илемлĕхпе çеç мар, хăйнеевĕр-лĕхĕпе те палăрса тăрать. Вĕсене Владимир Васильевич хăй те хатĕрлет. Участок территорийĕнче магазин та уçнă. Унта паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, пахалăхлă, Европа шайĕнчи строительство материалĕсене туянма пулать. Çакă çурт лартакан уйрăм çынсемшĕн те меллĕ. Районти хăшпĕр строительство организацийĕсен ĕçĕ курăнмасть те. Юсавпа строительство участокĕ çулталăк пуçланнăранпа туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшне шутласа тухса та пĕтереймĕн. Апла пулсан вĕсем хăйсен профессиллĕ уявне чăннипех те пуçĕсене каçăртса, тивĕçлипе кĕтсе илме пултараççĕ.


"Каçал Ен"
07 августа 2004
00:00
Поделиться