Кашнин ыйтăвне тивĕçтереççĕ
Халăх сывлăхĕ _ çĕршыв пуянлăхĕ тетпĕр. Çакă тĕрĕс. Чирлĕ, ĕçлемен çынна хăйне пăхмалла. Кунта вара патшалăхăн сахалах мар укçа тăкаклама тивет. Сывă, тухăçлă, тăрăшса ĕçлекенни вара çĕршыв экономикине тỹрремĕнех çирĕп-летсе пыни пирки никамăн та иккĕленỹ пулас çук. Вăл сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене те каймасть, ăна нимĕнле эмел те кирлĕ мар. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Комсомольскинчи 41-мĕш аптеки район çыннисен пур ыйтăвне те туллин тивĕçтерме тăрăшать. Чăн та, пĕр вăхăтра чирлĕ çынна кирлĕ эмелсем çитменни палăрнăччĕ. Хальхи вăхăтра вара пирĕн аптека эмелсемпе, тĕрлĕ препаратсемпе пуян. Халăх йышлă çỹрет аптекăна. Хамăр ĕçе татах та ла-йăхрах йĕркелес тĕллевпе июлĕн 30-мĕшĕнче район центрĕнчи унчченхи "Кĕтне" хăна çурчĕн аялти хутĕнче 41-мĕш аптекăн филиалĕ _ аптека пункчĕ уçрăмăр. Урăхла каласан, Комсомольскинчи Канашская урамри 31-мĕш çуртра. Кунта халь кăна юсав ĕçĕсене пысăк пахалăхпа ирттернĕ, кĕме кăмăллă. Аптека филиалĕ çумĕнчех шăл врачĕн кабинечĕ тата медицина пункчĕ ĕçлеççĕ. Ку вара аптекăна пыракансемшĕн çав тери аван, меллĕ. Çак пункта уçма тата мĕн шута илтĕмĕр-ха эпир( Кунта халăх йышлă çỹрет, автостанци хи-рĕçех. Аптека пункчĕ лицензипе ĕçлет. Эмелсен пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Пунктра Ольга Ивановна Васильева фармацевт ĕçлет. Ĕç стажĕ 20 çула яхăн. Тăрăшуллă, пултаруллă, сăпайлă, ырă кăмăллă ĕçчен çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Кашни пилĕк çулта пĕлĕвне ỹстерсе сертификат илет. Аптека пункчĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 17 сехетчен уçă пулать. Кунтах ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене тата ытти категориллĕ чирлисене тỹлевсĕр илекен эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Апла пулсан, автобус çинчен ан та, çул урлă каçса тỹрех унта кĕр. Эмелсемсĕр пуçне тĕп аптека ассортиментĕнчи ытти таварсем те нумай филиалра: юн пусăмне виçмелли тĕрлĕрен приборсем, бандажсем, начарланас текенсем валли ятарлă пиçиххисем, венăсем çиеле тухма чаракан колготкисем... Пĕр сăмахпа, чирлĕ çынсене №паллах, чирне кура ĕнтĕ№ кирлĕ эмелсем, ытти таварсем пурте пур аптека пунктĕнче. Юлашки вăхăтра халăх апата хушмалли биологилле япаласемпе ытларах усă курма тытăнчĕ. Ун пеккисем вара аптека пунктĕнче тĕрлĕрен пур. Ача-пăчана çитермелли апатсем те çителĕклĕ. Малашне косметика дефекчĕсене пĕтерме пулăшакан препаратсене те аптека пункчĕн ассортиментĕнче тупма №туянма№ пулĕ. Пирĕн аптека пунктне кĕрсе тухакан кашни çын унăн ĕçĕпе кăмăллă юлĕ тесе шутлатпăр. Аптека филиалне уçма пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Г.Ф.Волкова, "Энергосервис" ООО-н администрацине №Г.М.Долгов, С.А.Иванов№ тулли кăмăлтан тав тăватпăр.
"Каçал Ен"