П.С.Краснов
П.С.Краснов 1956 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралнă. 1978 çулта "физика" специальноçпа _ ЧПУ, 1985 çулта _ СССР Социологи институтне, 1997 çулта "экономист-менеджер" специальноçпа Питĕрти патшалăх техника университетне пĕтернĕ. Пермь облаçĕнче учительте ĕçленĕ. 1979 çулта Шупашкара таврăннă та промышленноç тракторĕсен заводне инженер-математика вырнаçнă. 1991 çултанпа _ ЧР Аслă Канашĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе, общество организацийĕсемпе тата юхăмĕсемпе çыхăнса ĕçлекен комисси председателĕ. 1994 çулта республикăн информаципе пичет министрне çирĕплетнĕ. 1996 çулта ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçине куçарнă. Кăçалхи çу уйăхĕччен социаллă политика министрĕнче тăрăшнă. Философи наукисен кандидачĕ. Пĕр кĕнеке тата вăтăр ытла наука статйисен авторĕ. Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Николай Федоров Президент иртнĕ эрнекун хăйĕн Админи-страцийĕн Ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçламашкăн республикăн культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрне Петр Краснова хушни çинчен указ кăларни политбомондшăн кĕтменлĕх пулмарĕ-тĕр. Петр Степановичăн политика карьеринчи чи пысăк ỹсĕм çулĕсем Николай Васильевичăн Президент должноçĕнчи ĕç-хĕлĕпе тачă çыхăннăран, тен, урăхла пĕтĕмлетỹ тума та май çук. Администраци Ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçламашкăн шанни П.Краснов çак çĕнĕ "кивĕ" ĕçе часах туллин кỹлĕнесси пирки никам та иккĕленмест. Мĕншĕн çĕнĕ "кивĕ" ĕçе( Петр Степанович ЧР Президенчĕн Администрацине 1996_2000 çулсенче ăнăçлă ертсе пынине чылайăшĕ манман-тăр. Республика, Раççей анлă-шĕнче шăпах çав тапхăрта общество-политика пурнăçĕ таканари шыв евĕрлĕ чỹхенсе тăчĕ: Ельцинпа Зюганов хушшинчи тытăçу, коммунистсен Чăваш Енре Президент институтне пĕтерсе хурас тĕллевпе тунă ăнăçсăр тапаланăвĕ, дефолт, "çемье" саланни тата ытти те. Н.Федоров Президент команди çакна пĕтĕмпех "тỹссе" ирттерчĕ. Йĕркеллех. П.Красновăн та кунта тỹпи çук мар. Команда тенĕрен, ăна Петр Степановичсăр хакламашкăн та май çук пулĕ, мĕншĕн тесен вунă çул каялла пĕр тĕвве чăмăртаннă ушкăнра унăн ят-сумĕ яланах тивĕçлĕ шайра тăнă. Президентăн тăнăçсăртарах хальхи саманара та упранса юлма пултарнă ырă енĕ пур: вăл хăйĕн командинчи çынсене питĕ шанать. Тепĕр чухне рокировка тени те пулкалать, анчах та пĕрле çула тухнă юлташĕсене нихăçан та аякка сирсе ямасть. Ытларах та калама пулать: упрать вăл вĕсене. П.Краснов Н.Федоров командинчи шанчăклă çынсенчен пĕри, вăл хăйĕн шухăшне тỹррĕн те калама пултарать №тепĕр чухне Президентăннипе пĕр килмесен те№, йăпăлтатма юратмасть. Патшалăх ĕçĕнчи кирек мĕнле тивĕçе те пысăк яваплăхпа пурнăçламашкăн пултарнипе уйрăлса тăрать. Ун йышшисене "профессионал" теççĕ. Н.Федоров хăйĕн çыннисене шăпах çав критерие кура чи малтан хаклать. Унсăр пуçне П.Красновăн политикăри хастарлăхĕ пирки те асăнса хăвармасăр май çук. Вăл _ Совет Союзĕ саланнă хыççăнхи чăваш парламентне демократи варкăшĕ вĕрсе кĕртнĕ депутатсенчен пĕри. 90-мĕш çулсен вĕçĕнче "Пĕрлĕх" партин республикăри тытăмне йĕркелесе ярассишĕн те Петр Степанович нумай тăрăшрĕ. П.Краснов ăнăçлă политик та, патшалăх деятелĕ те.
"Каçал Ен"