Комсомольский муниципальный округ

ПИРĔН ИНТЕРВЬЮ ЧР ПРЕЗИДЕНЧĔН СТИПЕНДИАЧĔ

Юлашки çулсенче хуçалăхсенче ЧР Президенчĕн стипендиачĕсен шучĕ ỹссех пырать. Акă, "Восток" ялхуçалăх кооперативĕнче вĕсем виççĕн: Н.В.Корнилова весовщица, Т.Н.Антонова сысна самăртакан, А.А.Белков механизатор. Вулакансене пултаруллă стипендиатпа паллаштарасшăн. Алексей Алексеевич Белков 1977 çулта Вăрманхĕр-ри Чурачăк ялĕнче çуралнă. 1997 çултанпа "Восток" ялхуçалăх кооперативĕнче механизаторта тăрăшать. Çак кунсенче çамрăк стипендиатпа курса калаçрăм. _ Алексей Алексеевич, эсир хăçан тата мĕнле ĕçсемшĕн стипендиат ята тивĕçрĕр( _ Тăван колхозра 7 çул вăй хуратăп. Тỹрĕ кăмăлпа, тăрăшса ĕçленине асăрхарĕç пулас, 2004 çулхи январьтен пуçласа стипендиат пулса тăтăм. Кашни уйăхрах ĕç укçи çумне 1000 тенкĕ хушса тỹлеççĕ. _ Çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче мĕнле ĕçсем тăватăр( _ Çуркунне-кĕркунне ДТ-75 тракторпа уй-хирти çĕре сухалатăп, ака-вырмана хутшăнатăп. Хĕллехи сивĕре фермăна улăм турттаратăп, техникăна çитес çул валли юсаса хатĕрлетĕп. Çуллахи кунсенче ĕç пушшех те нумай. Ир-ирех пуçăнса çĕрлеччен уй-хирте. Халь КСК-100 комбайнпа Роберт Хлебников пулăшаканпа пĕрле сенаж çулатпăр. _ Сире хăвăрăн ĕçĕр ки-лĕшет пулĕ... _ Паллах, килĕшет. Эпĕ пĕчĕк чухнех руль умĕнче ларма юрататтăм. Çавăнпа та çак ĕçе хам кăмăлласа суйларăм, вăл ман шăпа тесех шутлатăп. Çак професси чуна çывăх пулса тăчĕ. _ Пушă вăхăта мĕнле ирт-теретĕр, мĕнпе интересленетĕр( _ Манăн пушă вăхăт çукпа пĕрех те, ытларах канма тăрăшатăп. Телевизор та сайра-хутра çеç курма тивет. Хаçат-журналпа кăсăкланатăп. "Каçал ен" хаçатăн черетлĕ номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вăл _ пирĕн район тĕкĕрĕ. Ăна вуласан пурнăçпа тан утнăн туйăнать. Район хаçачĕсĕр чунра темĕн çитмест пек. _ Алексей, эсир 27 çула çитнĕ ĕнтĕ. Çемье çавăрма вăхăт мар-и( _ Чăннипе каласан, эпĕ ун çинчен шухăшламан-ха. Кунĕ-кунĕпе ĕçре, ывăнса килнĕ хыççăн каçхи тỹпе илемĕпе киленсе çỹреме вăй-хăват çитерейместĕп, часрах выртса çывăрасчĕ тетĕп. Çемьеллĕ пулса ĕлкĕрĕп-ха. Ăçта васкамалла( Пĕтĕмпех малта. Хальлĕхе ĕç пĕрремĕш вырăнта тăрать. _ Çавăнпах ĕнтĕ эсир ĕçре палăрнă... _ Çапла пулĕ. _ Тавтапуç калаçушăн. Малашне те çавăн пек çитĕнỹсем тумалла пултăр.


"Каçал Ен"
11 августа 2004
00:00
Поделиться