Комсомольский муниципальный округ

АЧАСЕНЕ СЫВЛĂХ ПАРНЕЛЕТ

 "Чун-чĕрипех ĕçе парăннă физрук",_ теççĕ Хырхĕрри вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕ Николай Никандрович Ятманов пирки. 27 çул хушшинче уншăн çак професси, чăнах та, чĕрене çывăх пулса тăчĕ. Вăл 1952 çулта Вăрманхĕр-ри Чурачăк ялĕнче çуралнă. Тăван шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн 9,10-мĕш классенче пĕлỹ пухма Аслă Чурачăк ялне çỹренĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе, çуран чупса тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. 1971_73 çулсенче çар службинче пулнă. Çартан таврăнсан Чăваш патшалăх педагогика институтне физкультура факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунта ăс пухнă вăхăтра та çăмăл атлетикăпа тренировкăсене çỹренĕ. Темиçе хутчен те 5_10 çухрăма чупассипе хула, республика чемпионĕ пулса тăнă. СССР, Раççей марафон ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. 1977 çулта, институт пĕтернĕ хыççăн, хамăр районти Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта вăл 5 çул вăй хунă. Николай Никандрович ку шкулта ачасене çăмăл атлетикăра, йĕлтĕрпе çитĕнỹсем тума пулăшнă. Темиçе хутчен те унăн вĕренекенĕсем район, республика чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Николай Никандрович уйрăмах В.Павлов, И.Филиппов, М.Шингалов, В.Фадеев, О.Фадеева, Л.Шуряшкина, В.Краснова спортсменсен ячĕсене ырăпа кăна аса илет. 1982 çултанпа Н.Н.Ятманов Хырхĕрри шкулĕнче ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшать. 22 çул хушшинче сахал мар ача тĕрлĕ ăмăртура нумай хутчен чемпион пулса тăнă. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăра, пăшалпа тĕл перессипе, волейболла, баскетболла выляссипе, полиатлонпа çитĕнỹсем курăмлă. 1992 çултанпа, Хырхĕрри вăтам шкулне уçнăранпа, йĕлтĕрçĕсен команди районта яланах 1-мĕш вырăнта тăрать. Çăмăл атлетикăра та кашнинчех малтисен шутĕнче. Николай Никандрович ачасене спортăн çак енĕпе иртекен ăмăртăва яланах хутшăнтарать. Хăш чух темиçешер команда та йĕркелет. Пултаруллă физрук çулсерен çамрăк спортсменсене республика ăмăртăвĕсене хутшăнтарать. Ачасем кунта полиатлон енĕпе палăраççĕ. А.Михеев, Т.Воробьева, Н.Белкова, А.Морозова, И.Романова, В.Ятманов нумай хутчен республика чемпионĕ пулчĕç. Николай Никандровича лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Н.Н.Ятманов шкулта кашни çулах тĕрлĕ ăмăртусем ирттерет. Кĕçĕн классем хушшинче "Хаваслă стартсем" йĕркелет. Аслă классем тĕл перессипе, сĕтелçи теннисĕпе, волейболла, баскетболла, футболла выляса, йĕлтĕрпе чупса тата ытти енĕпе те пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ. Учительсем те ачасенчен кая юлмаççĕ. Вĕсем хăйсем волейбол команди йĕркеленĕ, районта кашни çулах малти вырăнсене йышăннă. Шкулти спортзал каçсерен уçă. Вăл спортпа туслисене йышăнать. Кунта ялти çамрăксем те сывлăхне çирĕп-летеççĕ. Николай Никандрович пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать. Çавăнпа спортзал яланах çамрăксен сассисемпе тулать. ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн Указĕпе килĕшỹллĕн вĕренекенсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнччăр тесе çине тăрать. Н.Н.Ятманов хăй те тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Юлашки 5 çул хушшинче полиатлон ăмăртă-вĕсенче 3 хутчен республика чемпионĕ пулнă, яланах спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Юлашки 10 çулта районти ăмăртусенче кашнинчех çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Ун пирки "йĕлтĕрпех çуралнă" тесе калас килет. 52-ри физрук чунĕпе çамрăк. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват тупать вăл( Тĕлĕнмелле... Кăçал тата, акă, республикăра профсоюз рескомĕ йĕркеленĕ ăмăртура йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Николай Никандровичăн çемйинче аслă хĕрĕпе кĕрỹшĕ _ спорт мастерĕсем, вăталăх хĕрĕ _ спорт мастерĕн кандидачĕ, ывăлĕ _ пĕрремĕш разрядлă спортсмен. Ятмановсем чăннипех те спорта парăннă çемье. Физкультура учителĕ шкултан вĕренсе тухнă спортсменсене манмасть, вĕсем çинчен ăшă сăмахсемпе çеç асăнать. 22 çул хушшинче кунта питĕ нумай ача спортра çи-тĕнỹсем тунă. Николай Никандрович пурне те асра тытса тав сăмахĕ калать. Уйрăмах вăл Н.Шакмакова, И.Салмина, Н.Никонова, С.Горбунов, Н.Белкова, Т.Белкова, Е.Ятманова, С.Ятманова, В.Исаев, И.Морозова, Е.Ковшов, И.Петрова, А.Измайлов, Т.Петрова, А.Ятманов, Е.Ятманов, Т.Воробьевăпа А.Михеев çамрăксем çинчен ырăпа аса илет. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче пурнăçне спортпа çыхăнтарнисем те пур. Николай Никандрович ачасемшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшать, уроксем хыççăн та ачасемпе тренировкăсем ирттерет. Çапах та ăна ачасен сывлăхĕ çулсерен хавшани пăшăрхантарать. Çакна мĕнле те пулин физкультурăпа çыхăнтарса çирĕплетмелле тесе шутлать. 


"Каçал Ен"
14 августа 2004
00:00
Поделиться