КУЛЬТУРА ĔÇНЕ ЛАЙĂХЛАТАССИШĔН
Çак кунсенче районти культура пайĕн совечĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта культура учрежденийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Вĕсем культура "вучахĕсене" хĕллехи условисенче ĕçлеме еплерех хатĕрлени çинчен калаçрĕç. Лайăх енсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра культура учреждени-йĕсем "Çулталăк хуçи" тата "Илеме хамăр алăпа тăватпăр" республикăри конкурс-сене хутшăнассипе пикенсех ĕçлеççĕ. Пур çĕре те тирпей-илем кĕртессипе, культура ĕçне çỹллĕ шая çĕклессипе тăрăшаççĕ. Клуб учрежденийĕсем конкурссене хутшăнма альбомсем хатĕрлеççĕ. Лару çỹллĕ шайра иртрĕ. Унăн ĕçне районти культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев йĕркелесе ертсе пычĕ.
"Каçал Ен"