ТАЛЛЕРОВ таван ялта
Чăвашсен паллă çыравçи Л.В.Таллеров пирĕн районти Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çак кунсенче вĕсем мăшăрĕпе, Роза Александровнăпа тата "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕпе Г.А.Максимовпа тăван ене килсе курчĕç. Лаврентий Васильевич хăйĕн тăван кĕтесĕнче чылайранпа пулман. Çавăнпа та вăл район цент-рĕпе хапăлласа паллашрĕ. Хăнасем тĕп библиотекăна, "Çĕр тата çынсем" музея, искусство шкулне çитсе курчĕç. Писатель библиотека таса та хăтлă пулнишĕн, тĕрлĕ кĕнекепе пуяннишĕн хĕпĕртерĕ. Вăл чылай çул район хаçачĕн редакторĕ пулса вăй хунă. Çавăнпа та хăй ĕçленĕ, малтан редакци çурчĕ пулнă вырăна çитсе курмасăр чăтаймарĕ вăл. Çак вырăна Таллеров "Шеремет" романĕнчи "Эй, пĕлĕтсем!" сыпăкра та асăнса хăварнă. Каярахпа вăл Нĕркеç ялне çул тытрĕ, ял-йышпа тĕл пулчĕ, хăй çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. "Çăлтăр витĕр çул курăнать", "Сăпка юрри", "Хĕвелçаврăнăш _ ылтăн çỹç" _ кам пĕлмест-ши çак кĕнекесене. Тăван ене, чăваш ялне килсе курнишĕн питĕ савăнчĕ çыравçă. Телейлĕ те сывă пурăнмашкăн пехил парса хăварчĕ. Çавăн пек пултăрччĕ. "Каçал ен" хаçат редакцине те çитрĕ Лаврентий Васильевич. Хăйĕн кĕнекине асăнмалăх парнелесе хăварнă май, "Каçал ен" хаçат редакцийĕн-че ĕçлекен хастар тăванăмсене тахçан редактор пулнă чăвашран ырлăх-сывлăх сунса, тав туса" тесе алă пусрĕ.
"Каçал Ен"