Комсомольский муниципальный округ

Аслă çĕнтерĕве 60 çул

Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче эпир Курск пĕккинчи хаяр çапăçусем пысăк çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе утмăл çул çитнине тивĕçлипе паллă тунăччĕ. Çак çапăçусем Аслă Отечественнăй вăрçăра питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Нимĕç фашисчĕсем Сталинградра курнă пысăк пăтăрмахшăн Курск пĕккинче тавăрма вăйлă хатĕрленнĕ. Хĕрлĕ Çар хĕллехи шартлама сивĕсем пулăшнипе çеç çапăçура çĕнтерỹ тума пултарать, тенĕ нимĕçсен пропаганди. Курск пĕккинчи фронт линийĕ пирĕн çарсене икĕ енчен шăтарса кĕрсе ункăна çавăрса илме питĕ меллĕ пулнă. Çакăнпа усă курасшăн пулнă та нимĕç çарĕсен тĕп командованийĕ. Нимĕç фашисчĕсем çуллахи çапăçăва пур енлĕн тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пирĕн Аслă командовани çакна пĕлмен мар. Питĕ васкавлăн тата тĕплĕн хатĕрленме тивнĕ. Кунти хаяр çапăçусем 1943 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçланнă. Фронтра питĕ хăрушă лару-тăру пулса тăнă: икĕ енчен те пиншер самолет, пиншер танк, пин-пин орудипе миномет пĕр-пĕрин çине вилĕм вучĕ тăкма тытăннă. Хушăран асар-писер вут-çулăм, хура тĕтĕм хĕвел çутине те хупласа тăнă. Малтанхи кунсенче пирĕн çарсене питĕ йывăр килнĕ, уйрăм участоксенче каялла чакма та тивнĕ пулнă. Çапах пирĕннисем контрнаступление куçса нимĕçсене каялла чакарма та пултарнă. Хỹтĕлев №оборона№ çапăçăвĕсем июлĕн 23-ченех тăсăлнă. Çав вăхăтрах фронтăн чылай участокĕсенче июлĕн 12-мĕшĕнченех наступлени тума пуçланă. Курск пĕккинчи хаяр çапăçусем августăн 23-мĕшĕнче пирĕн çарсем татăклă Çĕнтерỹ тунипе вĕçленнĕ. Хĕрлĕ Çар кĕске вăхăтлăха оборонăна тăрса малалла наступлени тума ха-тĕрленнĕ. Курск пĕккинчи çапăçусене пирĕн район çыннисем те çĕршерĕн хутшăннă, нумайăшĕ кунта паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Иртнĕ çул, Курск пĕккинчи çапăçусем 60 çул тултарнине паллă тунă чух, кунти çапăçусене хутшăннă район çыннисем вунçиччĕнччĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ çак çĕнтерỹ 61 çул тултарнине кĕтсе илеймерĕ №Кĕçĕн Каçалти Григорий Васильевич Краснов, Çĕнĕ Кипеçри Александр Андреевич Андреев№. Курск пĕккинчи çапăçусен çарпа политика тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă: нимĕç фашисчĕсем çак вăрçăра çĕнтерес шанчăка çухатнă, ăнланмалла мар хăват №чудо№ пулăшасса çеç шанма тивнĕ. Гитлер командованийĕ хăйĕн çа-рĕсене çĕнĕ йышши хĕç-пăшал туса кăларма шантарнă, Америкăпа Англи нимĕçсемпе пĕр чĕлхе тупасса хытă ĕмĕтленнĕ. Курск пĕккинчи çапăçусенче çĕнтернĕренпе 61 çул çитнĕ май, унти çапăçусене хутшăннă ентешсене ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунар. Аслисен паттăрлăхĕ çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, унăн хăватне ỹстерсе пыма вăй-хал парса тăтăр.


"Каçал Ен"
18 августа 2004
00:00
Поделиться