Хам валли Çыратăп
_ Елена Михайловна, çемйĕрпе, тăванăрсемпе тĕплĕнрех паллаштармастăр-ши
( _ Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Йĕрĕх-çырма ялĕнче, 1971 çулта çуралнă. Атте _ шоферта, анне медсестрара вăй хучĕç. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Эпир 5 пĕртăван. Пиччене, Сашăна чыла-йăшĕ пĕлет ĕнтĕ, Олег пичче тăван ялта агрономра ĕçлет. Ирина аппа вăтам шкулта библиотекарь, Ева йăмăк журналистика факультетне пĕтерчĕ, халĕ пĕчĕк ачасене пăхать. Сергейпе Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра паллашса çемье çавăртăмăр. Алла диплом илсен Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче ĕçлеме пуçларăмăр. Эпĕ вырăс чĕлхипе литератури, мăшăрăм истори предмечĕсене вĕрентетпĕр. Пирĕн виçĕ ача. Валя улттăмĕш, Женя виççĕмĕш классене каяççĕ. Альберт 3 çул çурăра, ача садне çỹрет.
_ Эсир çырнă çепĕç те илемлĕ юрăра тăванăрсемшĕн, çуралнă килшĕн тунсăхлани сисĕнет. Тăван вырăнсенчен аякра пурăнма тивнĕшĕн шăпана ỹпкелеместĕр-и
( _ Тăван килшĕн, атте-аннешĕн тунсăхланă самантсем кирек камăн та пулаççĕ ĕнтĕ. Эпĕ хама Хирти Шăхасан ялĕн-че тĕпленсе пурăнма тивнишĕн шăпана пĕртте кỹренместĕп. Кунта качча килсенех, хуняма Елизавета Алексеевна, хуняçа Виталий Николаевич мана ырă сунса ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Пирĕн çамрăк çемьене тĕп килтен уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма пулăшрĕç. Халĕ те хуçалăха тытса пыма ăс парса, пулăшса пыраççĕ. Мăнукĕсене питĕ юратса пăхаççĕ. Маншăн вĕсем тăван атте-анне вырă-нĕнчех.
_ Сăвă çырма хăçан пуçланă эсир(
_ Сăвăсене ытларах хам валли çыратăп. Шкулта вĕреннĕ чухне тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленеттĕмччĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухнехи "Тунсăх" ятлă сăвăпа Чăваш телевиденийĕ ирттерекен конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Халĕ те 5_6 юрă çыртăм, Н.Заводскова композитора кăтартасшăн-ха. Альберт çуралсан, "Сăпка юрри" çыртăм. Чун-чĕре пăлханни, тунсăх, пĕр-пĕр ĕç пурнăçланманни е тата тем те пĕр кашни çыннăнах пулать ĕнтĕ. Эпĕ çавăн пек самантсенче алла хуткупăс е гитара тытатăп, е пуçра сăвă йĕркисем çуралаççĕ.
_ Александр Васильев чылай юррине хăй çырса кĕвĕлет, хăех шăрантарать. Эсир те юрра-ташша ухута. Тĕрлĕ инструментсемпе вылятăр, сăвăсем çыратăр. Валя хĕрĕр те эсир çырса кĕвĕленĕ юрăсене тĕрлĕ концертсенче юрлать. Сирĕн çемьере юрра-кĕвве килĕштерекенсем тата пур-и
( _ Анне пирĕн кил-çурт хăтлăхне тытма юратать, юрра-ташша ăста. Атте хут купăспа тата балалайкăпа питĕ аван вылять. Ева йăмăкăм сăвăсем çырать. Валя хĕрĕм музыкăна питĕ юратать. Тĕрлĕ инструментсемпе калама вĕренет. Сăвăсем те хайлать вăл.
_ Ялти вĕрентекенĕн пур çĕре те ĕлкĕрме çăмăл мар пуль( Пушă вăхăтра мĕнпе интересленетĕр(
_ Çапла, вăхăт хĕсĕкрех. Çавăнпа та ĕнтĕ кил-çуртри мĕнпур ĕçсене мăшăрăмпа, ачасемпе пайлатпăр. Вĕрентекенĕн килти, шкулти ĕçсемсĕр пуçне тата хăйĕн тавракурăмне те пуянлатмалла, анлăлатмалла. Уроксене хатĕрленнĕ чухне те çĕнĕлĕх шырамалла, пурнăçа кĕртмелле. Пушă вăхăт тупăнсан, паллах, вулама юрататăп, тата тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме.
_ Сирĕн шутпа çемье пурнăçне ăнăçлă йĕркелесе пыраси мĕнрен тата камран ытларах килет( Эсир хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и(
_ Çемье телейĕ, çемьери килĕшỹ хĕрарăмран нумай килет. Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пырсан кил-çурт-ра яланах хăтлăхпа юрату хуçаланĕç. Маншăн телей вăл _ çумра юратнă мăшăр пулни, ачасем сывă ỹсни. Хăтлă кил-çурт, юратнă ĕç пулсан пурăнма тата та кăмăллă.
_ Сире пурнăçра мĕнле пулăмсем пăшăрхантараççĕ( Ачасене çитĕнтернĕ чух хăвăр ума мĕнле тĕллевсем лартатăр(
_ Пире атте-анне мĕн пĕчĕкренех сăпайлă, ыр кăмăллă, çынпа тараватлă пулма вĕрентнĕ. Манăн хамăн ачасенче те çак енсене курас килет. Ỹссе çитĕнсен пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тĕрĕс тупнине, такăр çул суйласа илнине курасчĕ. Пурнăçра хăшпĕр çынсен чурăслăхĕ, тỹрккеслĕхĕ, ултав, икĕ питлĕх кăмăла хуçаççĕ. _
Тавтапуç сире, Елена Михайловна, калаçма килĕшнĕшĕн. Çемьере те, ĕçре те, пултарулăхра та пысăк ăнăçу, телей сунатăп.
Сип-симĕс курăк пуснă ял варне Мĕн чул пăхсан та, пурпĕр ытараймăн. Анчах хĕвел ансассăн сăрт хыçне, Кичемлĕхе ниçта та пытараймăн. Тухсассăн урама _ кичем мана, Никам та çук, йĕри-тавра пăхсассăн. Садра юрлаççĕ шăпчăксем кăна, Çỹлте çут çăлтăрсем сывлаççĕ ассăн. Атте-анне сăмахĕ хăлхара: Пусман-мĕн тунсăх ĕлĕк хальхи евĕр. Ун чух каçсем те иртнĕ савăкрах, Вăйă карти кашниншĕн пулнă евĕр... Шур акăш евĕрех чипер хĕрсем Карталанса юрланă та ташланă. Шух йĕкĕтсем вĕсем тавра хĕрсех Ташлас-юрлас ăсталăхне сăнанă. Мĕнех халь юлнă вăйă картинчен, Йăли-йĕрки пирки мĕскер пĕлетпĕр
( Шутлатпăр-и тăван чĕлхе çинчен
( Кичемлĕхĕ çавăнтанах килет-тĕр...