Комсомольский муниципальный округ

Пахалăхĕ лайăхланать

Хальхи вăхăтра район центрĕнче çăкăр сутакан предпринимательсем Шупашкартан та, Канашран та çăкăр тиесе килеççĕ. Çав вăхăтрах районти çăкăр завочĕ те хăйĕн продукцине сутать. Комсомольскинчи заводăн продукцийĕн пахалăхĕ вара тĕп хулара, Канашра пĕçерекен изделисенчен пĕрре те япăх мар. Кăçал завод 252 тонна çăкăр, 60,2 тонна булка пĕçерсе халăха сутнă. 24,2 тонна макарон изделийĕсем кăларнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах. "Эпир çăкăр-булка пахалăхне куллен ỹстерсе пырассишĕн тăрăшатпăр",_ тет завод директорĕ Ф.Абитов.


"Каçал Ен"
18 августа 2004
00:00
Поделиться