Стадионри уяв
Физкультурниксен кунне çулсерен августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче уявлаççĕ. Кăçал вара çак уяв кăшт маларах, вырмари хĕрỹ ĕçсем пуçланса кайиччен, иртрĕ. Районти физкультурăпа спорт пайĕ уява спортсменсене ытларах хутшăнтарма тăрăшнипе пулчĕ çакă. Çавăн пек туни тĕрĕсси те курăнчĕ _ стадионра спорта юратакансем, чи çывăххисем йышлăн пулчĕç. Палăртнă вăхăтра спортсменсем строя йĕркеленсе тăчĕç. Вĕсене, курма килнисене, хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков профессиллĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, лайăх спорт, ăнăçуллă финиш сунчĕ. Стартра _ хĕрарăмсемпе хĕрачасем. Дистанци _ 100 метр. Кунта Тутар Эльпуçĕнчен килнĕ Н.Мухутдиновăран çивĕчреххи пулмарĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăнса уяв парнине тивĕçрĕ. Финишра Урмаелĕнчи Д.Тукаева иккĕмĕш вăхăт кăтартрĕ. Анат Тимĕрчкасси хĕрачи О.Ласточкина _ виççĕмĕш призер. Арçынсемпе арçын ачасем те çак дистанцирех тупăшрĕç. Кунта "Дружба" кооперативăн çăмăл атлечĕ Р.Мансуров чи пултарулли пулчĕ, чемпион лентине, асăнмалăх парнене çĕнсе илчĕ. Хирти Сĕнтĕр тата Тукай ял администрацийĕсен спортсменĕсем М.Кротовпа Н.Поляков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Дистанци _ 80 метр. Старта каллех хĕрсемпе хĕрачасем тухаççĕ. С.Константинова №Хирти Сĕнтĕр№ финиш лентине чи лайăх вăхăт кăтартса татрĕ. Х.Зинатуллина №Эльпуç№, О.Лас-точкина №Анат Тимĕрчкасси№ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Арçынсемпе арçын ачасем 1000 метрлă дистанцире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кунта Д.Лукияновран №Шурут№ вăйлăраххи пулмарĕ, вăл пĕрремĕш вырăна аллинчен вĕçертмерĕ. М.Кротов та №Хирти Сĕнтĕр№ финишра начар мар вăхăт кăтартрĕ, унăн иккĕмĕш вырăн. Н.Халитов №Эльпуç№ _ виççĕмĕш призер. Тăршшĕне сикекенсен секторĕнче те çивĕч кĕрешỹсем пулчĕç. Хĕрсем хушшинче кунта каллех Тутар Эльпуçĕнчи Н.Мухутдинова палăрчĕ №100 метрлă дистанцире те вăл пĕрремĕш№. Л.Николаева №Анат Тимĕрчкасси№, О.Кокшина №Александровка№ тăршшĕне сикессинче иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтарту турĕç. Арçынсемпе арçын ачасем хушшинче А.Ласточкин №Анат Тимĕрчкасси№ тăршшĕне сикессинче ăста спортсмен пулнине кăтартса пачĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. А.Алексеев №Хирти Сĕнтĕр№ çак ăмăртура иккĕмĕш парнене тивĕçрĕ. Виççĕмĕш кăтарту _ А.Яковлевăн №Хирти Явăш№. Шашка вăййине юратакансем те уява йышлăн килнĕ. Хĕрỹ тытăçусенче С.Зайцев №Александровка ял администрацийĕ№ чи нумай очко пухма пултарчĕ. А.Волков №Нĕркеç№ иккĕмĕш вырăна юлчĕ, П.Нестеров №Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕ№ уявăн виççĕмĕш парнине çĕнсе илчĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрачасем хушшинче спорт ветеранĕ Н.Степанова пултаруллă, тавçăруллă шашист пулнине çирĕплетсе пачĕ. И.Порядковăпа С.Константинова та №Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕ№ уяв парнисĕр юлмарĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кăçал уявра ял администрацийĕсен командисем пысăк активлăх кăтартрĕç, уйрăмах шашкăлла выляссинче. Çак ăмăртусене спорт ветеранĕ В.И.Пундяков йĕркелесе пычĕ. Комсомольски ял администрацийĕн туслă команди №А.Горбунов, А.Иванов№ площадкăра пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Ла-йăх кăтартупа çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăн _ Анат Ти-мĕрчкасси ял администрацийĕн командин. Кунта вара В.Плешковпа А.Осипов чушка спортне чăннипех те юратнине кăтартса пачĕç _ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Тукай ял администрацийĕн командинчи П.Муллинпа Н.Поляков виççĕмĕшсем пул-чĕç. Пляжри волейбол площадкинчи вăйăсем нумая тăсăлчĕç. Кунта хăш ял администрацийĕн команди çĕнтерỹçĕ пуласси чылайччен паллă пулмарĕ. Юлашки вăйăсенче вара Асанкасси ял администрацийĕн команди №В.Горбунов, А.Мамуткин№ уявăн пĕрремĕш парнине хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç. Александровка ял администрацийĕн команди №В.Волков Олег ывăлĕпе№ иккĕмĕш парнене тивĕçрĕ. Спорт уявĕнче кашни çулах мини-футболла вылякансем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Кăçал площадкăна 8 команда тухрĕ. Район центрĕн команди пуринчен те ăстарах выляса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Йỹç Шăхаль футболис-чĕсен _ иккĕмĕш вырăн. Физкультурниксен кунĕнче спорт ветеранĕсем футбол площадкине тухса çамрăксемпе вăй виçеççĕ. Çак кун ветерансен командинче Г.Волкова №район администрацийĕн пуçлăхĕ№, Г.Драндрова, Ю.Зубарева, В.Пундякова, Э.Попова тата спорта чĕрипе парăннă ытти спортсменсене курма пулчĕ. "Ватă çын _ тăватă çын", "Ватти çук та латти çук",_ тесе ахальтен каламан çав. Ветерансем çамрăксене 4:3 шутпа çĕнтерчĕç. Уяв спортсменсене те, куракансене те тулли, ăшă кăмăл парнелерĕ. Стадионра кунĕпех хаваслă музыка янăрарĕ, суту-илỹ ĕçченĕсем спортсменсен ыйтăвĕсене тивĕçтерчĕç. Çакă районти физкультурăпа спорт пайĕнче вăй хуракан Е.А.Тихонов Физкультурниксен кунне çỹллĕ шайра ирттерес тесе тăрăшнинчен те килчĕ..
"Каçал Ен"