Тăрăшсан улшăнусем палеççех
Районти шалти ĕçсен пайĕн кашни служби, кашни сотрудникĕ обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессине, преступление хирĕç кĕрешессине вăйлатас енĕпе туса хатĕрленĕ программăна тĕллевлĕ пурнăçласа пырассишĕн тăрăшаççĕ, хăйсен ĕçĕнче тĕрлĕ майсемпе, çĕнĕлĕхсемпе усă кураççĕ. Çакă вара район территорийĕнчи криминаллă лару-тăрăва самаях çăмăллатма пулăшрĕ. Акă, кăçалхи çичĕ уйăхра районти ялсенче уçса панă преступленисемпе 115 уголовлă ĕç пуçарнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вара 160 преступлени пулнăччĕ. Урăхла каласан, преступлени тăвасси иртнĕ çулхинчен 28 процент чакрĕ. Çакна криминаллă лару-тăрури лайăх улшăну тесех каламалла. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче районти шалти ĕçсен пайĕн пурнăçĕнче преступление хирĕç кĕрешессинче кун пек кăтарту пулманччĕ-ха. Кăçал чи йывăр преступленисен шайĕ 60 процент чакрĕ, йывăр преступленисемпе те 16 уголовлă ĕç анчах пуçарнă. Ку кăтарту пĕлтĕр 40 преступленипе танлашнăччĕ. Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăрасси 33 процент сахалланчĕ. Пуçне эрехпе минретнисем пирки пĕлтĕр 51 уголовлă ĕç пуçарнăччĕ, кăçалхи кăтарту _ 28. Пирĕн сотрудниксем тĕрмерен таврăннисене куçран вĕçерт- меççĕ. Вĕсем тепĕр хут преступлени тăвасси 30 процент чакрĕ. Ĕçсĕрлĕх серепине лекнисем преступлени тăвасси чылай сахалланчĕ. Ушкăнпа тунă преступленисен шучĕ те 2 хут ытла чакрĕ. Вăрăсем дача çурчĕсенчен аякран пăрăнса иртеççĕ, транспорт хатĕрĕсене тапăнма пăрахрĕç. Куратăр, пур енĕпе те районти криминаллă лару-тăру çăмăлланса пырать. Анчах та хăшпĕр ял администрацийĕсен территорийĕсенче обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетесси тивĕçлĕ шайра пулса пырать теме çук-ха. Ку енĕпе Комсомольски, Александровка, Шурут, Хырхĕрри ял админист-рацийĕсене асăнмасăр хăварма çук. Районти шалти ĕçсен па-йĕнче паян 72 çын вăй хурать. Кашнийĕ тăрăшулăхпа, пултарулăхпа палăрса тăрать, вăхăтне, вăйне шеллемесĕр хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçри кăтартусенче те аван улшăнусем пур. Малашнехи задачăсем те çăмăлах мар, районта саккунлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах-ха. Йывăр преступлени тăвакансен, вăрăсен çулĕсене пỹлсе хумалла, профилактика ĕçне вăйлатмалла, ял администрацийĕсене право тĕлĕшĕнчен пулăшса пымалла, эрех-сăрапа иртĕхекенсемпе чылай ĕçлемелле, кашни сотрудникăн хăйĕн ăсталăхне ỹстерсе пымалла. Пĕр сăмахпа, алă усса ларма вăхăт çук. Район çыннисем милици вăйне туйса тăччăр, инкекре чăннипех те пулăшма пултарнине курса ĕненччĕр.
"Каçал Ен"