Комсомольский муниципальный округ

Ĕмĕрĕ тикĕс пулман

Раиса Тихоновна Тарасовăпа эпир иксĕмĕр те Комсомольски районĕнчен. Ĕçри вырăнсене илес пулсан, уйрăмлăхĕ те пур, пĕрешкелли те чылай. Вĕренессе вăл та, эпĕ те партин Чулхулари аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран тата вăл Мускавра партин Тĕп Комитечĕ çумĕн-чи аслă шкулта вĕренчĕ. Специальноçпа истори предметне вĕрентме пултараттăмăрччĕ. Иксĕмĕр те шкулсенче ĕçлесе куртăмăр пулсан та истори вĕрентеймерĕмĕр. Ун вырăнне тăван республикăн, тăван тата кỹршĕри районсен историне тăвас ĕçе хамăрăн хутшăнма тиврĕ. Кунта та уйрăмлăх пур: Раиса Тихоновна çак ĕçе пур енлĕн, тарăннăн, пĕтĕм вăйне хурса хутшăнчĕ. Ахальтен мар ăна виçĕ орденпа №вĕсем хушшинче Ленин орденĕ те пур№, виçĕ медальпе, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн темиçе грамотипе наградăланă. Истори хывас ĕçри манăн тỹпем Тарасованнипе шайлаштарсан ытла та аял, çавăнпах наградисем те "шĕвĕ". Эпир пĕр ỹсĕмри çынсем мар, манран çирĕм пĕр çул аслăрах. Вăл йывăр вăхăтра ỹссе çитĕннĕ, чылай асап тỹснĕ, такăнман, чĕркуçленмен. Эпĕ Комсомольскинчи редакцире ĕçлеме тытăннă чухне вăл виççĕмĕш çул Тăвай районне ертсе пыратчĕ ĕнтĕ. Парти, совет, хуçалăх ĕçĕнче тăракансем _ уйрăмах хĕрарăмсем _ Павлова, Тарасова, Журавлева хушаматсене асăнатчĕç. "Павлова кун пирки мĕн каланă пулĕччĕ-ши( Çакăн пирки Журавлева илтес пулсан ырлас çук. Тарасова кайман пулсан ку ĕç тахçанах пулса тăратчĕ",_ тенисене эпĕ темиçе хутчен те илтнĕ. Виçĕ хушамат виçĕ çыннăн пулĕ теттĕм. Çук иккен _ икĕ çыннăн. Раиса Тихоновнăна хĕр чухне Павлова тенĕ, качча тухнă хыççăн вăл Тарасова пулса тăнă. Çураласса вăл Аслă Каçалтан №Комсомольски№ вун икĕ çухрăмри Хирти Явăшра Тихон Павлович Павлов çем-йинче çуралнă. Тихон Павлович колхозра счетовод ĕçне туса пынă. Йышлă çемьере амăшĕ килте тăрмашнă, хуçалăх ĕçне хутшăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен варринче Тихон Павловича районти Хырхĕрри ялне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Улăхлă-çаранлă, Кĕтне шывĕллĕ тăрăх Павловсен кăмăлне кайнă. Кил хуçи Хырхĕрринчен инçех те мар вырнаçнă Корезино №Кĕтне Пасар№ ялĕнче çурт туянать. Раиса Тихоновнăн, йăмăкĕсемпе шăллĕсен ачалăхĕпе çамрăклăхĕ шăпах çак ялта иртнĕ те ĕнтĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Раиса Канашри педагогика училищине çул тытать, экзаменсене ăнăçлă парса вĕренме кĕрет. Вăл виççĕмĕш курса куçнă хыççăн Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Çичĕ ачипе чирлĕ мăшăрне хăварса Тихон Павлович фронта тухса каять. Малтанхи икĕ çулне Раиса педучилище общежитийĕн-че пурăннă. Вăрçă пуçлансан ку çуртра госпиталь уçаççĕ. Раиса хăйĕн икĕ тантăшĕпе Кĕтне Пасарĕнчен Канаша куçса килнĕ Ковшовсем патне хваттере кĕрет. Халĕ, унтанпа утмăл çул ытла иртнĕ хыççăн, Ковшовсем тахçанах çĕр çинче çук ĕнтĕ. Çапах та хăш чух ырă сăмахпа, хăш чух çăкăрпа пулăшнă çак икĕ ырă çынна _ упăшкипе арăмне _ Раиса Тихоновна нихăçан та манас çук. Чи йывăрри _ вĕреннĕшĕн çулталăкне 150 тенкĕ тỹлесси. Ашшĕ вăрçа кайнă хыççăн Павловсен Раиса хыççăнхи иккĕмĕш хĕрĕ Вера трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухать, плугарьте ĕçлеме тытăнать. Ĕçленĕшĕн укçа мар, тырă паркалаççĕ. Вăл йышлă çемьене çиме те çитмест. Укçа çавах çук. Раисăна педучилищĕрен кăларса ярасси çинчен приказ тухать. Курсри чи пултаруллă, ырă кăмăллă хĕре тантăшĕсем пулăшма шутлаççĕ, çур çулшăн тỹлеме 75 тенкĕ укçа пуçтарса параççĕ. Çамрăк Раиса çыншăн çын тăрăшнине курса, çакна ĕмĕрлĕхех чĕре варрине хывать. Окопсемпе траншейăсем чавма та, юр айĕнчи тырра вырма та тивнĕ. 1942 çулхи чỹк уйăхĕнче Раиса Павловнăна Комсомольскинчи çутĕç пайĕ Хырай Ĕнелĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулăн пуçламăш класĕсенче ĕçлеме ярать. Шкул директорĕ Т.Миронова тата вĕренỹ пайĕн ертỹçи А.Филиппова ăна ăшшăн кĕтсе илеççĕ, май килнĕ таран пулăшса пыраççĕ. Пултарулăхне кура тепĕр вĕренỹ çулĕнчен пуçласа Раиса Тихоновна вырăс чĕлхипе литературине, нимĕç чĕлхине вĕрентме пуçлать, пионервожатăй пулса ĕçлет, ялти клуб хуçи пулма та ăнах хушаççĕ. Укçишĕн мар _ ĕçĕшĕн. Пилĕк- çĕр тенкĕсем-мĕнсем илкеленĕ-ши( Салтак пиррин метрĕ пин тенкĕ, пĕр пăт çăнăх пин çурă тăнă чухне çав укçа пирки калаçса çăвар тутине сая яма та кирлĕ пулман. Тăрăшнă, ĕçленĕ, ачасене вĕрентнĕ, фронта пулăшнă. Акă ĕнтĕ Çĕнтерỹ кунĕ те çитсе иртет. 1945 çулхи раштавра Раиса Павловăна комсомол райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Виçĕ çул тимлет вăл çав ĕçре. Учитель пулнине кура ăна районти пионер ĕçне хускатса яма хушаççĕ. Павлова Урмаел, Аслă Чурачăк, Çĕнĕ Мăрат, Тукай ялĕсенчи шкулсенче пионер дружинисем йĕркелет, ытти вырăнсенчи дружинăсен ĕçне вăйлатас тесе тăрăшать. 1948 çулта вăл хỹхĕм йĕкĕте Николай Тарасова качча тухать. Николай Иванович Тарасов, чăнах та, хỹхĕм, çирĕп, хаваслă арçынччĕ. Раиса Тихоновнăпа эпĕ 1970 çулсенче анчах паллашнă. Николай Ивановича аллăмĕш çулсенчех пĕлнĕ. Вăл районти культура çурчĕн директорĕн-че ĕçлетчĕ. Кунта çулленех çуркуннепе çулла агиткульт-бригада йĕркелетчĕç. Çак ушкăн ака тунă е тырă вырнă вăхăтра çитмен ял хăварман. Николай Иванович доклад тума та, ташлама та ăстаччĕ. Марс Васильевич Орлов аккордеон калатчĕ, пĕр пайлă пьесăра выляса ăш хытиччен култаратчĕ, вырăнти çитменлĕхе питлекен такмаксене паянхи кун та ас тăватăп. "Безменов _ бригадир Хăй активист пулмалла. Икĕ çулхи налукне Виççĕр тенкĕ памалла" е тата "Пăлакипе Хĕветли Ĕçрен пăрăнса çỹреç. Вун ик качака ертсе Тырă çитерсе çỹреç". Çемьеллĕ пулсан ачасем те çуралаççĕ. Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Тарасовсен килĕнче хĕрпе ывăл çитĕннĕ ĕнтĕ. Раиса Тихоновнăна килте ларма памаççĕ. 1950 çулта вăл парти райкомĕн секретарĕ пулса тăрать. Райкомра ĕçлеме ятарлă вăтам пĕлỹ анчах çите-лĕксĕр. Вĕренмелле, вĕренмелле, вĕренмелле... Вара вăл упăшкипе, ачисемпе, ача пăхаканпа Горький хулинчи парти шкулне ăс пухма тухса каять. Виçĕ çул вĕренет кунта. Таврăнсан _ каллех райкомăн виççĕмĕш секретарĕ, кайран _ иккĕмĕшĕ. Çав тапхăрта вăл Комсомольскинче, республикипех палăрнă Анатолий Ерлаковпа, Михаил Родионовпа, Павел Николаевпа юнашар тăрса, вĕсем ертсе пынипе ĕçлет. 1961 çулхи нарăс пуçламăшĕнче ăна райĕçтăвком председательне суйлаççĕ. Кунта унăн нумай ĕçлеме май килмест. Тепĕр çул вĕçĕнче республикăри районсене пысăклатса Комсомольски районне пĕтереççĕ, унăн пĕр пайне Канашпа, теприне Патăрьелпе пĕрлештереççĕ. Раиса Тихоновна кĕпĕрне пек пысăк Канаш районĕнче ялхуçалăх производство управленийĕн партком секретарĕн çумĕ пулса тăрать. Вăл вăхăтри административлă реформа чăхăмлама тытăннă. Унчченхи чикĕсемпех районсене çĕнĕрен йĕркелерĕç. 1965 çулхи чỹк уйă-хĕнче Раиса Тихоновна Тарасовăна Тăвай районне ертсе пыма шанчĕç. Вăл вăхăтра эпĕ Комсомольски район хаçачĕн редакторĕн çумĕ пулса ĕçлеттĕм. Çывăхрах пулнипе-и, е Раиса Тихоновна райкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулнипе-и _ Тăвайри ĕç-пуçпа кăсăклансах тăнă. Нимĕн-пех те палăрман район виçĕ-тăватă çул хушшинче çĕкленчĕ. Колхозсен кăтартăвĕсем лайăхланчĕç. Çак очерка çырма хатĕрленнĕ чухне эпĕ ятарласа архиври документсемпе паллашрăм. 1966 çулта районта гектартан 9,7 центнер тырă, 97 центнер çĕрулми, 100 гектар çĕр пуçне 32,2 центнер аш, 133 центнер сĕт суса илнĕ. Çичĕ çул иртнĕ хыççăн кăтартусем икĕ-виçĕ хут ỹснĕ. 1973 çулта гектартан тырă 23,6 центнер, çĕрулми 155 центнер, какай №кашни 100 гектар çĕр пуçне№ 213 центнер №7 хута яхăн пысăкланнă№, сĕт 227 центнер туса илме пултарнă. Çав çулсенче Раиса Тихоновна хăй йĕри-тавра ĕçре пиçĕхнĕ, пысăк пĕлỹллĕ, ла-йăх кадрсем №халĕ команда теççĕ№ пуçтарчĕ. Астăватăп-ха, ун чухне райĕçтăвком председателĕнче калама çук пултаруллă, харсăр та вĕри çын В.Козлов ĕçлетчĕ. Иккĕмĕш секретарь П.Яковлев район патриочĕ пулнипе палăрчĕ, ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Терентьев кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме хатĕрччĕ. Райпо председателĕ И.Соколов республикипех палăрчĕ, халăх контроль комитечĕн председателĕ М.Шумов çирĕп йĕрке тăвассишĕн хытă тăрăшатчĕ. Вăл çулсенче колхозсемпе сов-хозсене пултаруллă специалистсем _ Д.Александров, В.Данилов, А.Егоров, П.Воробьев, А.Степанов _ ертсе пыма пуçларĕç. Тăвай _ сăрт хушшинче ларакан ял. Хушăкра пытанса тăракан райцентр сакăр-тăхăр çул хушшинче сăрта хăпарса палламалла мар улшăнчĕ, хула пек курăнма пуçларĕ. Çав тапхăрта кунта пурăнмалли икĕ хутлă темиçе çурт, çыхăну узелĕ, йăла çурчĕ, ресторанпа столовăй, районти культура çурчĕ, вăтам шкул çурчĕ çĕкленсе ларчĕç, çулсем асфальтпа витĕнчĕç. Ялсенче тата социаллă-культурăллă, хуçалăх объекчĕсем мĕн чухлĕ хута каймарĕç-ши( Вунпĕр çул партин Тăвай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлерĕ Раиса Тихоновна Тарасова. 1976 çулта ăна Шупашкара куçарчĕç. Чăваш патшалăх кĕнеке издательствин директорне лартрĕç. Тăвай районĕн пуçлăхĕ пулма Раиса Тихоновна шанчăклă çынна _ Валерий Николаевич Павлова сĕнчĕ. Шанчăка тỹрре кăларчĕ Валерий Николаевич, малтан хывăннă традицисене сỹнме памарĕ, çĕннине нумай ĕçе кĕртрĕ. Ун хыççăн район пуçлăхĕсем пулнă М.Терентьев, И.Дмитриев пирки те ыррине анчах калама пулать. Районăн хальхи пуçлăхĕ А.Данилов пирки те ырласа калаçаççĕ. Ĕмĕр иртет _ шыв юхать. Издательствăра тата Шупашкар хула ĕçтăвкомĕнче Раиса Тихоновна тата 10 çул ытла ĕçлерĕ. Халь ĕнтĕ чылайранпа тивĕçлĕ канура. Кил-йышри татулăх, юратнă мăнукĕсем ăна ватăлма памаççĕ. Сăнĕ-пуçĕпе те, утти-хусканăвĕпе те вăл вунă-вун пилĕк çул каяллахи пекех. Çынсемпе тарават, ăшă кăмăллă. Нумаях пулмасть вăл 80 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем уяв сĕтелĕ хушшине ларчĕç. Саламсем нумай пулчĕç. Юратса, хисеплесе, сума суса каланă сăмахсем пулчĕç .


"Каçал Ен"
21 августа 2004
00:00
Поделиться