Ĕçсĕрлĕх _ рынок экономикин юлташĕ
Ыран, августăн 26-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ĕçсĕрлĕх пирки пысăк калаçу пулать. Хăнасем те йышлăн килеççĕ: Патăрьел, Канаш, Шăмăршă, Етĕр-не, Елчĕк, Тăвай районĕсен ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсен директорĕсем, специалисчĕсем. Унсăр пуçне райпон, "Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ" ЗАО-н, "Комсомольскинчи сельхозтехника", "Комсомольскагропромхимия" ОАО-сен, "Агрокабель", "Агропромэнерго", "Дубовка", "Хлебозавод", "Энергосервис" ООО-сен, "Кооператор" производство комбиначĕн представителĕсем те канашлăва хутшăнаççĕ. Тĕрĕсрех çак мероприятие "канашлу" темеллех мар, вăл "ĕç вырăнĕсен ярмăркки" ятпа иртет. Хальхи вăхăтра тĕнчери çĕршывсенче, шутласа пăхнă тăрăх, 150 миллион çын ĕçсĕрлĕх серепинче пурăнать тата 900 миллион çыннăн тупăшĕ пурăнмалли шайран чылай пĕчĕк. Ĕçсĕрлĕх _ рынок экономикине кĕнĕ çĕршывсен аталанăвĕпе пĕрле утать. Вăл тĕрлĕ çулсенче ỹсме те, чакма та пултарать. Паян пирĕн районта ĕçсĕрлĕх статусĕпе 190 çын пурăнать. Ку вăл ĕçлеме пултараканнисен шутĕнче 1,2 процент йышăнать. Юлашки тăватă çулта ĕçсĕрлĕхре пурăнакансен шучĕ çав кăтартуран ỹсмен. Кăçалхи 7 уйăхра ĕçе вырнаçма пулăшма ыйтнисем 409 çынна çитрĕç. Вăтамран уйăхсерен пирĕн пата 60 çынна яхăн ĕç ыйтăвĕпе килет. Эпир "Раççей Федерацийĕнче çынсене ĕçпе тивĕçтересси çинчен" саккуна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Унпа килĕшỹллĕн ĕçсĕрлĕхри çынсене çакăн пек социаллă пулăшу параççĕ: _ ĕçсĕрлĕх пособийĕ тỹлесси; _ çĕнĕ професси туянма, квалификацие ỹстерме каякансене стипенди тỹлесси; _ обществăлла ĕçсене хутшăннăшăн ĕç укçипе пĕрле ĕçсĕрлĕх пособине те тỹлесси; _ урăх вырăна ĕçлеме куçса каяс пулсан, пĕтĕм тăкаксене саплаштарасси; _ ĕçсĕр тăрса юлнисене виçĕ уйăх таран ĕç укçин вăтам шайне тỹлесси; _ ĕçсĕрлĕхре пурăнаканăн çемйине пулăшасси; _ çул çитнине кура икĕ çул маларах пенсие кăларасси. Акă, кăçалхи 7 уйăхра 291 çын ĕç вырăнĕ тупрĕ. Вĕсенчен кашни 13-мĕшĕ №22 çын№ пирĕн пата ĕç ыйтăвĕпе килнĕ хыççăн 10 кунран ĕçе вырнаçма пултарчĕ. Кашни уйăхрах ĕç рынокĕнче пушă ĕç вырăнĕсем тупăнаççĕ, çĕннисем йĕркеленеççĕ. Вĕсем пирки предприятисемпе организацисем районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерсех тăраççĕ. Ку енĕпе пирĕнпе райпо, сельхозтехника, "Кооператор" производство комбиначĕ, "Агропромэнерго", çăкăр завочĕ, юсавпа строительство участокĕ тачă çыхăну тытаççĕ. Ялхуçалăх кооперативĕсенче выльăх-чĕрлĕх фермисенче, уй-хирте ĕçлекенсем, трактористсем çитмеççĕ. Анчах та хальхи тапхăрта пуçламăш классен учителĕсем, воспитательсем, поварсем, çĕвĕçсем, парикмахерсем, юристсем, экономистсем ытлашшипех. Çавна май эпир 13 предприятипе 88 çынна ĕçе вырнаçтарма килĕшỹ турăмăр. Вăтамран вĕсенчен кашнийĕ пĕр уйăх ĕçлерĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр та вĕсене 800-шер тенкĕ хушса тỹлерĕ. Ĕçсĕрлĕх шайне чакарассинче пире район администрацийĕ те пысăк пулăшу парать, çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарас енĕпе укçа-тенкĕ те уйăрать. Пушă ĕç вырăнĕсен ярмăркки кăçал апрелĕн 22-мĕшĕнче иртнĕччĕ. Ун ĕçне 135 çын хутшăннăччĕ. Ултă предприятипе организаци 28 ĕç вырăнĕ тупса панăччĕ. Хальхи ярмăркка та çỹллĕ шайрах иртессе шансах тăратăп. Руководительсем йывăрлăха лекнисене ĕç вырăнĕ тупса парса пулăшаççех пулĕ тетĕп. Ярмăрккăра вĕсене ĕç шыракансемпе тĕл пулса калаçма лайăх майсем пур. Хăнасем республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центртан та пулаççĕ. Районсенчен килнисем хăйсен паха опычĕпе те паллаштарĕç.
"Каçал Ен"