ПУЛТАРУЛЛĂ ЕРТỸÇĔ, ШАНЧĂКЛĂ МĂШĂР, ЫРĂ АТТЕ...
Иван Иосифович Чернов 1974_1988 çулсенче "Заветы Ильича" колхоз (хальхи "Труд" кооператив) председателĕнче ĕçленĕ. Çак вăхăтра хуçалăх экономики пуянланнă, чылай строительство объекчĕ ỹсе-ỹсе ларнă, ял çыннин пурнăçĕ самаях аванланнă. Халь ветеран тивĕçлĕ канура. Ку номерте эпир хаçат вулакансене И.И.Чернов çинчен каласа парасшăн. Вăл çемьере чи асли, лара-тăра пĕлмен ача пулнă. Ыттисем вара пурте хĕрсем _ Лиза, Оля, Вера, Зина. Ашшĕпе амăшĕ ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, тирпейлĕхе вĕрентнĕ. Иван шкулта вĕреннĕ чухнех ашшĕпе платнике çỹренĕ, ĕçе тĕплĕ те тирпейлĕ тунă. Ку çемьери ачасем малалла вĕренесшĕн ăнтăлнă. Шкулта "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе хĕрĕсен ĕмĕтне татман, вĕсене май килнĕ таран пулăшса пынă. Ывăлĕ шкул пĕтерсен çара кайнă, кайран Шупашкарта учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ. Черновсем ĕлĕкренех ялти ятлă-сумлă çынсем пулнă. Выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр чылай усранă. Пĕрехмай ĕçленĕ, çавăнпа ура çинче çирĕп тăнă. Ивана институт пĕтерсен Хирти Явăш вăтам шкулне ĕçлеме ячĕç. Кунта вăл ачасене математика тата физика предмечĕсене вĕрентрĕ. Темăсене лайăх ăнлантарчĕ, хăй те вĕренекенсенчен çирĕп ыйтрĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ, унăн урокĕсене ачасем интересленсе çỹрерĕç. Çамрăк кунтах хăй шăпине тĕл пулчĕ. Кун пек калани те тĕрĕсех мар-ха. Тури Тимĕрчкасси хĕрĕ Феодосия Яковлевна ăна Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех пĕлнĕ. Ун чухне хĕр çак шухă яшран айккинерех тăма тăрăшнă. Халĕ вара вĕсем пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Часах çемье çавăрнă. Пурăна-киле Вăрманхĕрри Чурачăк, каярахпа Аслă Чурачăк шкулĕсене ĕçлеме куçнă. Иван Иосифович йăмăкĕсене те аслă, ятарлă вăтам пĕлỹ илме пулăшнă. Ольăпа Лиза халь Казахстанра пурăнаççĕ. Пĕри бухгалтерта, тепри зоотехникра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Сăмах май каласан, вăл _ СССР чемпионкин Вера Чернован пиччĕшĕ. Хĕр Омскра физкультура институчĕ пĕтернĕ, спортра пысăк ỹсĕмсем тунă. Эпĕ вăл хĕлле тăтăшах йĕлтĕрпе чупнине, çулла велосипедпа ярăннине астăватăп. 1962 çулта, Швейцарире Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисенчен килсен, Вера тăван шкул ачисемпе тĕл пулнăччĕ. Эпир, шăпăрлансем, унăн кашни сăмахне тимлĕн итлерĕмĕр. Шел, вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Апла пулин те, районта ăна асрах тытаççĕ. Çулленех Аслă Чурачăкра Вера Чернова призне çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртеççĕ. Черновсен чи кĕçĕнни _ Зина. Ăна та питĕ лайăх астăватăп. Пиртен икĕ çул аслăрахчĕ вăл, икĕ вăрăм хулăм çивĕтлĕскер шкулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕренетчĕ, хитре ỹкеретчĕ. Шкул пĕтерсен вăл Чăваш педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕчĕ. Кайран Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлерĕ. Иван Иосифович Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пире истори, обществоведени предмечĕ-сене вĕрентрĕ. Эпир ăна хисеплеттĕмĕр, унăн предмечĕсене лайăх вĕренме тăрăшаттăмăр. Кунта вăл малтан учительте ĕçлерĕ, кайран ăна шкул коллективне ертсе пыма шанчĕç. Унăн мăшăрĕ Феодосия Яковлевна чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентетчĕ. Пултаруллă та хастарскере часах район ертỹçисем те асăрхарĕç. Ял тата район Совечĕсен депутатне суйларĕç, Чĕчкен ял Советне ертсе пыма шанчĕç. Иван Иосифович яланхи пекех ĕçе хĕрỹн пикенчĕ. Пур çĕрте те çирĕп йĕрке туса хучĕ. 1974 çулта "Заветы Ильича" колхоз ĕçченĕсем И.И.Чернова председателе суйларĕç. Çĕнĕ ертỹçĕ малтанах ĕç дисциплинине, туслăха çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Аслă Чурачăкпа Чĕчкенре туслă икĕ халăх ывăл-хĕрĕ _ тутарсемпе чăвашсем пурăнаççĕ. "Пирĕн пĕрле пурăнмалла, ĕçлемелле, пĕр-пĕрне ăнланмалла",_ тетчĕ яланах председатель. Вăл вăхăтра колхоз шучĕпе пурăнма юратакансен ушкăнĕ пулнă. Вĕсем ăçтан мĕн çаклатса каясси пирки кăна шутланă. Çапла вара хуçалăха та нумай сăтăр тунă. Председатель тăрăшнипе çак шайккăна веçех аркатрĕç. И.И.Чернов кадрсемпе, çынсемпе пысăк яваплăхпа ĕçлерĕ. Кашнинех ăнланма, кирлĕ чухне пулăшма тăрăшрĕ. Пĕр вăхăтра ĕне выльăх ферминче йĕркесĕрлĕх хуçаланатчĕ. Витесенче нỹрлĕ, йĕпе-сапара шыв юхать. Сăвăм та япăх. Мĕн тумалла( Вара Иван Иосифович И.Л.Гордеева заведующи пулма сĕнчĕ. Кашни сăмаха шутласа калаçакан Иван Лукич килĕшрĕ. Хĕрỹ ĕçе пикенчĕ. Паллах, колхоз председателĕ те ăна пулăшса пычĕ. Строительство ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Часах çĕнĕ витесем тума пуçларĕç. Проекчĕсене Ферит Зейнетдинов строитель турĕ. Строительсен пилĕк бригади хĕрỹ ĕçе пуçăнчĕç. Алексей Крылов тата ытти бригадирсем бригадăсене пултаруллисемпе хастаррисене кăна йышăнчĕç. Василий Федоров, Керимулла Мухаметшин, Шейхи Камальтдинов, Василий Крылов, Георгий Чернов аллисенче пăчкă-пуртă вылянса кăна тăнă. "Ылтăн алăллă ăстасем",_ тенĕ вĕсене. Строительство ĕçĕсене хăвăрт тата пысăк пахалăхпа тунă. Паллах, кунта укçа-тенкĕ енчен те чылай йывăрлăхсем пулчĕç. Чăрмавсене çĕнме хăнăхнă председатель çитменлĕхсем умĕнче çухалса каймарĕ, хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пычĕ. Вăхăт иртнĕ май çĕнĕ витесем хута кайрĕç. Кунта выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме мĕнпур услови пулчĕ. Сăвăм та ỹсрĕ, кашни ĕне çулталăкра вăтамран 3700-шер килограмм сĕт антарчĕ. Сыснасемпе ĕне выльăхсен ỹтхушаслăхĕ лайăхланчĕ. Хуçалăхра складсем, йĕтемсем, гаражсем çĕнелнĕ, йĕри-тавра асфальт сарнă. Культура çурчĕ тума пуçланă. Колхоз производствин мĕнпур отраслĕ аталанма пуçланă. Пĕртăван Василипе Сергей Григорьевсем, В.Кириллов, А.Иванов, А.Лукин, Н.Крылов, М.Сафьянов, М.Гимаев, Н.Гайнуллов, Ш.Шарафутдинов, В.Тумаланов, Р.Галеев, Р.Тимергалеев, Р.Айнетдинов, Р.Незметдинов, И.Шуряшкин механизаторсем ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнă. Уй-хир ĕçĕсене кĕске срокра тата пысăк ăсталăхпа тума тăрăшнă. Колхоз районта та ырă ят çĕнсе илме пуçланă. Иван Иосифович ĕçе ир-ирех тухса кайнă та киле сĕм çĕрле кăна таврăннă. Килти мĕнпур ĕç вара мăшăрĕн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Феодосия Яковлевна юратнă çыннине лайăх ăнланнă. Май килнĕ таран ăна хавхалантарса, пулăшса пынă. Феодосия Яковлевна килти ĕçсене тума та, вĕренекенсемпе ачисене тивĕçлĕ воспитани пама та ĕлкĕрнĕ. Мăшăрĕ те кăштах пушă вăхăт тупăнсанах çемьепе юнашар пулма тăрăшнă. Вĕсен килĕнче яланах килĕшỹ хуçаланнă. Тен, çавăнпа та пулĕ, ачисем ашшĕпе амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарнă. Паллах, вĕсем кирек мĕнле ĕçрен те ỹркенмен. Ырă вăрлăх паха çимĕçпе савăнтарать. Черновсен ачисем аслă пĕлỹ илнĕ. Евгений Иванович _ районти налук инспекцийĕн начальникĕ. Мăшăрĕпе, ачисемпе Комсомольскинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсен аслă хĕрĕ Аня _ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи ют чĕлхе факультечĕн студентки. Вĕренỹре "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Вăл пĕлтĕр çуллахи каникул вăхăтĕнче Америкăри пĕр штатра ачасен кану лагерĕнче ĕçлерĕ. Кăçал та вăл çу кунĕсенче унтах ирттерет. Феодосия Яковлевнăпа Иван Иосифовичăн хĕрĕсем _ Тамарăпа Вера ялтах пурăнаççĕ. Пĕри "Труд" ялхуçалăх кооперативĕн бухгалтерийĕнче, тепри вăтам шкулта ĕçлеççĕ. Вера Ивановна _ шкул директорĕн çумĕ те. Иван Иосифович паян та яланхи пекех ирех ура çинче пулчĕ. Тỹрех сад пахчине вĕллесем патне тухрĕ. Ашшĕ пекех вĕллесем тытать вăл, выльăх-чĕрлĕх те чылай усраççĕ. Ĕмĕрĕпех ĕçлеме хăнăхнă çын тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса лармасть. Унчченхи пекех çын хушшинче те пулма тăрăшать. Часах урамра мотоцикл сасси илтĕнчĕ. Мăнукĕ Артем çитрĕ. Пултарать çамрăк, техникăпа интересленет, кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тракторпа та, автомобильпе те çỹреме вĕренчĕ. Ытти мăнукĕсем _ Роман, Ярослав, Никита, Маша, Юля та маттур. Аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ вĕрентнине асрах тытса пĕр ĕçрен те ỹркенмеççĕ, "4" тата "5" паллăсемпе кăна вĕренеççĕ. Вăхăт пĕрехмай малалла шăвать. Иртнĕ кунсем, çулсем хыçа юлаççĕ. Пĕрисем ватăлаççĕ, теприсем çитĕнеççĕ, пирĕн вырăна йышăнаççĕ. Халь И.И.Черновăн ĕçне 1988 çултанпа унăн вĕренекенĕ Василий Петрович Николаев малалла тăсать. Хуçалăх экономики çулсерен тĕрекленсе, ял çыннисен пурнăçĕ лайăхланса пырать. Аслă Чурачăкпа Чĕчкене районта чи малтан газ çитрĕ. Кунта çемье врачĕн офисĕ те ăнăçлă ĕçлет. Ял аталанать. Çакăншăн Иван Иосифович савăнать. Çамрăксем унпа канашлаççĕ, кирлĕ сĕнỹсем илеççĕ, И.И.Чернов пекех авторитетлă та ырă ятлă пулма тăрăшаççĕ. Апла пулсан вăл пурнăçа ытахаль пурăнман, хăйĕн хыççăн ырă çул-йĕр хăварнă, колхоз историне уçă сывлăш "вĕрсе кĕртнĕ".
"Каçал Ен"