ÇĔНĔРЕН ВĂЙ ИЛЕÇÇĔ
Юлашки çулсенче обществăлла йĕркелĕхе пăсасси, преступлени тăвасси ỹссе пыни халăха чăннипех пăшăрхантарать. Çынсем каçсерен урама тухма та хăракан пулчĕç. Ĕлĕкрех ку ĕçре милицин чи çывăх пулăшаканĕсем _ ирĕклĕ халăх дружинисем пулнă. Дружинниксем кашни каç графикпа дежурствăна тухнă. Çулсерен вĕсемпе районта слет ирттернĕ. Вăхăт ирт-нĕçемĕн халăх дружинисен ĕçĕпе пачах та интересленме пăрахнă. Çавна пула вĕсем саланса кайнă. Çакă пачах тĕрĕс мар пулни халĕ уççăн палăрать. Халăх дружинисем обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессинче пысăк вăй пулса тăраççĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ ирĕклĕ халăх дружинисене паян çĕнĕрен йĕркелеççĕ. Хальлĕхе 17 дружина пур. Нумаях пулмасть дружинăсен командирĕсем милицин участоксенчи инспекторĕсемпе пĕрле пуçтарăнса канашларĕç. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ А.Н.Ларионов хăйĕн докладĕнче обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес, преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессине вăйлатас пирки тăракан ыйтусене çутатса пачĕ. Халăх дружинисен районти штабĕн начальникĕ П.В.Лапшин дружинниксем умĕнче тăракан задачăсемпе тухса калаçрĕ. Канашлура дружинăсен командирĕсем те тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕç.
"Каçал Ен"