Комсомольский муниципальный округ

ÇĔНЕТМЕ ТАХÇАНАХ ВĂХĂТ

Анчах мĕн пур улшăнăва "Çиччĕ виç те пĕрре кас" ăнлава тĕпе хурса йĕркелемелле. Çапла шутлать тата сĕнет Аслă Çĕрпỹел ял администраци пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев.

 _ Геннадий Герольдович, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ку ыйтупа пирĕн пуçлăхсем чылайранпа ĕçлеççĕ. Шупашкарта та, районсенче те çĕнетỹ мĕнлерех пуласси пирки пĕрре мар сỹтсе явнă. Хăш-пĕр канашлупа конференци ĕçне Мускав элчисем те хутшăннă.

_ Çапла. Эпĕ те пулнă чылай тĕл пулура, сỹтсе яву тишкерỹ евĕр иртнĕ пĕлтерĕшлĕ канашлусенче. Унта пуринчен те, тĕпрен илсен, республика шайĕнчи пуçлăхсем, район, ял администрацисен ертỹçисем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернине илтнĕ. Çав вăхăтрах ахаль çынсем, аякри ялсемпе поселоксенче пурăнакансем хăй тытăмлăх реформи пирки пĕлсех каймаççĕ. Ун çинчен сăмах-юмах хускалсан çапла çеç калаççĕ: "Каллех çĕмĕрỹ, аркату пуçланать ĕнтĕ..."

 _ Эсир ял Канашне те, хăй тытăмлăх тесе ят панă администрацие те ертсе пынă тата ĕçлетĕр те. Пĕр пытармасăр калăр-ха: килĕшнĕ-и е килĕшеççĕ-и сире çав тытăмлăхсем

_ Чăннипе илсен, уççăнлăх, альтернативлă суйлав кăна кăмăла каять _ пуçлăх пулма тивĕçлĕрен тивĕçлĕреххи лекет. Анчах халĕ кунта та ыйту нумай сиксе тухать. Калăпăр, укçа-тенкĕ енчен пуянрах кандидат ыттисенчен вăйлăрах агитаци тума майне тупать. Пичет материалĕсем те унăн нумайрах пулаççĕ, радиопа телевидени эфирĕнче те ăна ытларах вăхăт параççĕ. Урăхла каласан, çав майсене вăл çăмăллăнах сутăн илет. Вăлах хăшпĕр суйлавçа хăналаса е вăрттăн тỹлесе хăй майлă çавăрма пултарать. Апла пулсан муниципалитет пĕрлĕхне суйлассине те, ĕçне йĕркелессине те çĕнетме тахçанах вăхăт çитнĕ. Тепĕр тесен, ĕлĕкхи ял Канашĕпе ял администрацийĕн иккĕшĕн те нушаллă пĕрпеклĕхĕ пĕтĕм ал-урана çыхса тăрать. Вĕсем иккĕшĕ те ирĕклĕ укçа мĕн иккенне пĕлмеççĕ, ял çыннине пурлăх енчен пĕр пуслăх та пулăшу параймаççĕ. Калăпăр, тăван-пĕтенсĕр çын вилсен пытармалăх та укçа çук администрацин. Тен, çакна шута илсе ĕнтĕ 90-мĕш çулсен вĕçĕнче ялсенче администрацие те, колхоза та ертсе пыма пĕр çынна палăртса-суйласа пăхрĕç. Анчах усси пулмарĕ. Укçа-тенкĕ колхоз производствинче пулнă май вăл пĕтĕмпе тенĕ пекех çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине каять. Акă, мĕншĕн 2006 çулта вăя кĕртме палăртнă "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккун манăн чунра кăштах шанчăк çуратать. Каçарăр, "кăштах" тетĕп. Мĕншĕн тесен пирĕнтен чылайăшĕ паянхи саккунсем туллин ĕçлессе ĕненсех каймасть. Çапла вара нумай чухне "лайăх тăвасшăнччĕ, анчах яланхиллех килсе тухрĕ" тенипе килĕшме тивет. Ун пек пулмасан, çỹлтисен ирĕкĕпе е кăмăлĕпе саккуна тĕрлĕ енлĕн пăркаламасан, çĕнĕлĕхĕн усси пулмаллах.

 _ Тĕрлĕ шайри канашлу-семинарсенче те, халăхра та çĕнĕ саккуна пула вырăнти хăй тытăмлăх çав тери "çĕмрĕлесрен", хăш-пĕр пуçлăх вара ертỹçĕ пуканĕнчен тухса ỹкесрен хăрани пирки сăмах илтме пулать. Эсир мĕнле шутлатă?

 _ Пирĕн шутпа кирек мĕнле реформа та халăха çăмăллăх кỹмелле. Епле йышши çĕнĕлĕх те çыннăн пурнăçне çăмăллатмалла, ăна ĕçлеме те, канма та, çемье йĕркелеме те майсем туса памалла. Çĕнĕ саккунра, чăнах та, хăй тытăмлăхсене пысăклатма пăхнă (вĕсене 3000 çын шутне хисепе хурса йĕркелемелли вариант та пур). Анчах çакă пирĕн республикăшăн меллех мар. Пĕр тăваткал километрта халăх нумай пурăннине шута илсен пирĕн тăрăха вăл 1000 çынпа йĕркеллĕ пулмалла. Ун чухне хальхи чикĕсем пăсăлмаççĕ, пăсăлсан та _ унтан-кунтан кăна. Кун пек тусан çын интересĕсене хỹтĕлеме пулать. Вăл хăй тытăмлăха хăнăхнă вырăнах, хăнăхнă çулпах çỹрĕ. Çакна шута илмелле: пысăк ял Канашĕсем, колхозсем вăхăтĕнче çынсем кашни хут татăкĕшĕнех е пĕр-пĕр пĕчĕк ыйтупах вун-вун çухрăма танкканă. Вĕсен хушшинче ватăсемпе вăйсăр инвалидсем пулнине (шăпах вĕсен аллинче çăмăл машинăсем çук), ача амăшĕ-сем те сахал мар иккенне шута илсен, ырă тĕллевпе тăвас текен çĕнетỹ чикĕсене тĕпрен аркатасси патне килсе тухсан, никам кăмăлне те тивĕçтермĕ. Çавăнпа та кунта "çиччĕ виç те пĕрре кас" халăх каларăшне асра тытмалла. Тĕпрен илсен, хальхи администраци е хăй тытăмлăх центрĕсем пур енчен те йĕркеленсе, пурнăç ыйтнă пек майлашăнса çитнине шута илмелле. Унта хытарнă çул сарса çитернĕ, çыхăнупа коммуникаци хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Автобус маршру-чĕсене те халăх çав центра ытларах куçнине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Калăпăр, пирĕн хăй тытăмлăх çумне Çĕрпỹ_Сызрань çулăн сылтăм енне е тепĕр яла хушса парсан унти çынсемшĕн мĕн чухлĕ терт пуçланать: транспорт нуши, палламан ертỹçĕсем, хаклă вăхăт сая кайни тата ытти те.

_ Çĕнĕ саккун хăй тытăмлăхра икĕ пуçлăх пулмаллине палăртать. Çакăнпа килĕшетĕр-и эсир?

_ Килĕшмеллех. Вĕсенчен пĕри _ ĕç тăваканни, тепри ертсе пыраканни пулать-çке. Хальхи администраци пуçлăхĕн тăр пĕччен кашни кун вун-вун ыйту татса памалла. Аяккарах тухса кайма тивсен вĕсенчен хăш-пĕри татса памасăрах, ыран е виçминене тăрса юлать. Малашне ĕç тăваканăн ертỹçĕ хушăвне туллин тата вăхăтра пурнăçлама майсем çителĕклех пулаççĕ. Вăл ертсе пыракан _ бюджетпа хуçа пулакан _ пулăшăвне те туйсах тăрать, паллах. Урăхла каласан, пĕр ĕç те манăçа юлмасть. Туллинрех, лайăхрах пурнăçланать кăна. Çакă, республика Президенчĕ малашне ялсен инфраструктурине тĕпрен çĕнетсе лайăхлатас ыйтăва тата çивĕчрех лартнипе те килĕшсе тăрĕ. Унта хула культурине, илеме çитермелле вĕт. Анчах кирек мĕнле пулсан та, хăй тытăмлăх пĕтĕмпех халăх суйланă çынсен _ депутатсен _ аллинче пулмалла. Суйлав пулмасан демократи те, уççăнлăх та манăçа тухать. Ку _ пĕрре. Депутатсем ертсе пыракана хăйсен хушшинче чи авторитетлă, анлă тавра курăмлă, малашлăха курса-туйса тăракана суйлани паха. Вăл ун чух хăрамасăр, хăюллă, депутатсен ячĕпе витĕмлĕ те вичкĕн ĕçлĕ. Ĕç тăвакана та ушкăнпа _ депутатсемпе канашласа (вĕсем сĕннипе) килĕшỹпе ĕçе илмелле. Ун чухне вăл та ỹрĕк-сỹрĕк, алран кайтăр тесе ĕçлеме пултараймасть. Çапла вара малашне чăн-чăн хăй тытăмлăх тымар ярасса, халăх самани пуçланасса кĕтме пулать. Вырăнти бюджет _ чи кирли те пĕлтерĕшли _ пурне те çанă тавăрса ĕçлеме, пуçаруллă пулма хистесе тăрĕ.



"Каçал Ен"
28 августа 2004
00:00
Поделиться