"КАÇАЛ ЕН" "СЛАВА" ЯЛХУÇАЛĂХ КООПЕРАТИВĔНЧЕ. ПУЯН ХУÇАЛĂХ ĔÇ
Кăçалхи çур çулта "Слава" кооперативăн фермăсенчен илекен тупăшĕ 3 миллион та 758 пин тенкĕпе танлашнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхи ултă уйăхра 2 миллион та 740 пин тенкĕ пулнă. Ĕне выльăх йышĕ №мăйракаллă шултра выльăх пĕлтĕрхи ша-йăн 85 проценчĕ, сыснасем 95 проценчĕ№ иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăштах сахалланнă пулсан та, мĕнле майпа-ха хуçалăх выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ сутса пĕлтĕрхинчен пĕр миллион ытларах тенкĕ тупăш нумайрах илме пултарнă( Çав вăхăтрах паян кировсем №"Север" кооператив№ 8 лаша тата 14 пуç мăйракаллă шултра выльăх çеç тытма вăй çитереççĕ. "Славăра" вара 423 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутран 170 пуç ĕне, 475 пуç сысна усраççĕ. Кăçалхи çур çулта кунта кашни ĕнерен 1907-шер килограмм сĕт суса илнĕ, усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 26 центнер аш-какай, 184 центнер сĕт туса илнĕ. Сыснасем талăксерен 363-шер грамм №районта чи пысăк кăтарту№, самăртма хупнă выльăх 576-шар грамм ỹт хушса пынă. Паян Александровка ферми кашни ĕнерен талăкра 10 килограмм ытла сĕт суса илет. Ку ферма коллективĕн ĕçне Валентина Зайцева йĕркелесе пырать. Фермăри витесене хĕле хатĕрлесе çитернĕ: тасатнă, юсанă, шуратнă. Луцки ферминче те ку енĕпе юлашки ĕçсем пыраççĕ. Луиза Тимофеева ферма заведующийĕ пĕтĕм ĕçе пĕлсе, туллин тума тăрăшать. Ферма ĕçченĕсем те хăйсен ти-вĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Апла пулсан ỹсĕмсен çăлкуçĕ, иксĕлми хастарлăх мĕнпе çыхăннă-ха( "Славăра" нумай çул ỹсекен курăксем 320 гектар йышăнаççĕ. Кăçал çав тери хỹхĕм çитĕннĕ вĕсем. Обществăлла выльăх валли хуçалăх 1050 тонна паха утă, 1148 тонна сенаж хатĕрленĕ. Утта та, сенажа та пресланă. Сенаж рулонĕсене пленкăпа чĕркенĕ. Утă _ сарайсенче. Курăксен уйĕсенче ĕçлеме кунта 8 çынран тăракан ятарлă звено йĕркеленĕ. Ăна хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Альбина Ижедерова ертсе пынă. Утă-сенаж хатĕрлессине звено пĕтĕмпех техника вăйĕпе кăна пурнăçланă. Курăк çулнă çĕрте Валерий Тимофеев механизатор тăрăшнă. Кĕреплепе Сергей Падюкин ĕçленĕ. Валерий Смирнов вара çулнă курăка пресласа пынă. Рулонсене тиесе, пушатса купаланă çĕрте Алексей Кокшин тăрăшнă. Турттараканĕсем Сергей Грачев, Александр Самаркин, Денис Кокшин пулнă. Владимир Ярлыгин механизатор вара рулонри сенажа пленкăпа чĕркекен агрегатпа ĕçленĕ. Куратăр, выльăх апачĕ хатĕрлесси "Славăра" поток меслечĕпе пулса пынă. Хуçалăх председателĕ А.Е.Потемкин пĕлтернĕ тăрăх, çак звено "Красное Сормово" кооператив валли те 70 тонна утă хатĕрлесе панă. Ытлашши утта укçалла та сутнă, ял халăхне те ти-вĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра курăксене хĕрсех иккĕмĕш хут çулаççĕ. Ку ĕç вĕçленсе те пырать ĕнтĕ. Тухăç пысăк, уй-хирте утă рулонĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Хăшпĕр лаптăксенче курăксене виççĕмĕш хут çулма та вăхăт çитсе пырать. Пĕр сăмахпа каласан, "Славăра" выльăх-чĕрлĕх валли тутлăхлă паха апат хатĕрлессине кăçал кăна мар, ытти çулсенче те çавăн пек йĕркелеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ продукци туса илесси те ỹссех пырать. Кооператив кассине тупăшĕ те сахалах мар кĕрет. Çакă мар-и ĕнтĕ вăл тивĕçе чĕрепе парăнса пурнăçлани, яваплăха туйса ĕçлени. "Слава" ĕçченĕсем кăçал 560 гектар çинче тырă-пулă çитĕнтернĕ. Эпир ку хуçалăха пынă кун, августăн 25-мĕшĕ тĕлне, 500 гектар çинчи тырра çапса тĕшĕленĕ. Пуçтарса илмелли тата 55 гектар тулă, 5 гектар вика юлнăччĕ. Йĕтем çине хиртен 11 пин центнер тырă килнĕ. Çапса тĕшĕленĕ лаптăка шута илсен кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 22 центнерпа танлашать. Хирте тăватă комбайн №виççĕшĕ çапаканни, пĕри çулаканни№ ĕçленĕ. Жатка çакнă агрегатпа Владимир Седов ир пуçласа мĕн каçчен хирте тăрăшнă. Дон-1500 комбайнпа Геннадий Манзуркинпа Дмитрий Горшков çамрăк №йăмăкĕн ывăлĕ№ тухăçлă ĕçленĕ. Çак агрегат вырмара 6000 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Николай Трофимовпа Николай Александров тата Виталий Степанов СК-5 "Нива" комбайнсем çинче тăрăшнă. Пурте ăста механизаторсем. Техникăна вырмана тĕплĕн хатĕр-ленĕ. Çавăнпа ĕçсем те кал-кал пулса пынă. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăрассинче Вениамин Кокшинпа Владимир Иванов водительсем пĕр чăрмавсăр ĕçленĕ, рейс хыççăн рейс тунă. 11 пин центнер тырра хиртен йĕтеме илсе килме сахалах мар ĕçлемелле. Хирсене çийĕнчех улăмран тасатассинче вара Владимир Ярлыгинпа Валерий Петров механизаторсем ырми-канми тăрăшнă. Пĕри улăма рулонсене пресланă, тепри тăваткал тюксем тунă. Каласа хăвармалла, улăма склада турттарни кăна мар, ăна çийĕнчех ĕçленĕшĕн, сахăр кăшманĕ çумланăшăн, сĕтшĕн халăха валеçсе панă. Хуçалăх хирĕсем тахçанах улăмран пушаннă пулин те унта кĕрхи çĕртме тăвакан тракторсем курăнмарĕç. Сăлтавĕ çийĕнчех паллă пулчĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче А.Е.Потемкин, районти ялхуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ И.Х.Минетуллин республикăри Ялхуçалăх министерствин, ялхуçалăх академийĕн, кадрсен квалификацине ỹстерес енĕпе ĕçлекен институтăн представителĕсемпе пĕрле Пенза облаçĕнче пулнă. Унта кĕркунне çĕре сухаламасăр хăварса тухăçлă тырă-пулă çитĕнтересси анлă çулпа пырать иккен. Урăхла каласан, кĕрхи çĕртме тумасăр ĕçлеççĕ. "Слава" кооперативра та çак опыта ĕçе кĕртес енĕпе малтанхи утăмсем тума пуçланă. Кĕрхи çĕртме тумаççĕ. Терентий Мальцев çĕре çемçетмелле, анчах çавăрса пăрахмалла мар тенине те асра тытма тăрăшаççĕ. Ку ĕçре çуркунне КПЭ-3,8 йывăр культиватор пысăк пулăшу пама пултарать. Хуçалăхра йĕтем çинчи ĕçсене икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Пĕри ирхине 6 сехетрен пуçласа 15 сехетчен, тепри 15 сехетрен пуçласа 24 сехетчен тырра тасатнă, сорт-ланă. Кашни сменăра 12-шер çын ĕçленĕ, пурте шкул ачисем. Çавăнпа йĕтем тырăран çийĕнчех тасалса пынă. Малтан хиртен килнĕ тырра ЗАР-5 агрегат витĕр кăларнă. Ăна Иосиф Александров тухăçлă ĕçлеттернĕ. Ытти сортировкăсем ОВС, "Петкус" №хуçалăхра иккĕ№ витĕр кăларса вăрлăх хатĕрленĕ. Ку сортировкăсене Петр Ивановпа Владимир Тимофеев маши-нистсем пăхса тăнă. Паянхи кун тĕлне сĕлĕ, урпа вăрлă-хĕсене сортласа кĕлете хунă, тулă вăрлăхĕ хатĕрлеççĕ. Çĕр тонна тулла Канаш элеваторне ăсатнă. Кĕлете кĕртичченех, йĕтем çинченех халăха тырă валеçсе панă. Кооператив членĕ-сем ăна хăйхаклăхĕпе, килограмне 1 тенкĕ те 50 пуспа илнĕ. Тырă валеçессине кăçалхи 6 уйăхри ĕç укçине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Çавăн пекех сĕт паракансем те тырăллă пулнă. Пĕр гектар çĕршĕн кашни çемье 5-шер центнер тырă илнĕ. Кооператив правленийĕ ĕмĕрĕпе хуçалăхра вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнисем çинчен те манмасть. Пенсионерсене 2-шер центнер тулă валеçсе панă, хакĕ кооператив членĕсенни пекех. Çавăнпа ĕнтĕ паян йĕтем çинче выртакан тырă çук тесен те юрать. Кăçал хуçалăхра 50 гектар çинче çĕрулми çитĕнтернĕ. Сахăр кăшманĕн лаптăкне вара 140 гектара çитернĕ. Вĕсене тухăçлă çитĕнтерес, продукцине сутса пысăк тупăш илес тесен сахал мар тар юхтармалла. Иртнĕ çул кунта çĕрулмин кашни гектарĕ 300 цент-нер тухăç панă. Ăна сутса кооператив кассине 4 миллион та 116 пин тенкĕ укçа килсе кĕнĕ. Сахăр кăшманне гектартан 356-шар центнер пуçтарса илнĕ. Çак культурăпа ĕçлессинче кооператив районта кăна мар, республикăра та палăрса тăрать. Ара, пухса илнĕ 3360 тонна сахăр кăшманĕ хуçалăха та, ĕçлекенсене те сахалах мар тупăш панă-çке. Сахăр песукне те чылаях илнĕ. Пултаруллă специалистсем вăй хураççĕ "Слава" кооперативра. Тухăçлă тырă-пулă çитĕнтерессине, уй-хирти ĕçсене хуçалăхăн тĕп агрономĕ Юрий Миронов йĕркелесе пырать. Рафик Вахитов тĕп инженерпа Петр Владимиров механик машинăпа трактор паркĕнчи техника яланах юсавлисен ретĕнче пултăр, ун çинче ăста механизаторсем кăна ĕçлеччĕр тесе тăрăшаççĕ. Çакна хуçалăхăн кăтартăвĕсем уççăн çирĕплетеççĕ. Тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ кооператив ĕçченĕсем. Кунсерен уй-хирте те, фермăсенче те хĕрỹ ĕç вĕрет, производствăра çĕнни вăй илет, хуçалăх экономики çирĕпленсе пырать, ĕçлекенсен сĕтелĕ тулăхланать. Кунта колхозникĕ те, специалисчĕ те, руководителĕ те çутă малашлăхпа пурăнаççĕ.
"Каçал Ен"