Ĕçлĕ лару- тăрура
Иртнĕ кĕçнерникун районти культура çуртĕнче учительсен августри конференцийĕ пулса иртрĕ. Малтанах унта районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов "Кăмăл-сипет тасалăхĕпе çирĕп сывлăх _ наци чечекленĕвĕ" ятпа доклад туса пачĕ. Ăна сỹтсе явса физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Е.А.Тихонов, Хирти Явăш вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ В.Г.Зайцева, районти çамрăксем енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Р.П.Суратова, Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ И.А.Платонова, район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене сыхлассипе ĕçлекен комиссин ответлă секретарĕ Л.М.Матросова, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Е.Г.Басников, район педиатрĕ М.С.Кокорева, вĕрентекенсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ Г.И. Перепелкин тухса калаçрĕç. Çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси _ вĕрентекенсен те, медработниксен те, ашшĕ-амăшĕсен те пĕрлехи ĕçĕ. Вĕсене пушă вăхăтпа тĕрĕс усă курма вĕрентмелле. Вĕренекенсем уроксем хыççăн хăйсене килĕшекен кружоксене, спорт секцийĕсене çỹреччĕр, ача-пăча организацийĕсен ĕçне активлă хутшăнччăр. Кăçал _ çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ. Çавăнпа та çамрăксене ытларах спортпа интереслентермелле. Ку енĕпе, паллах, физкультура учителĕсен ытларах ĕçлемелле. Малашне те çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шел пулин те, хальхи вăхăтра ĕçкĕ-çикĕллĕ çемье-сем те тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсем ачисен вĕренĕвĕпе, ĕç-хĕлĕпе интересленмеççĕ. Паллах, кун пек çемьере ача йĕркеллĕ çитĕнеймест. Çавна май вĕсемпе шкулăн кăна мар, ашшĕ-амăшĕсен те, ял администрацийĕсен те интересленмелле, пурин те пĕрле тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Çак ыйтусем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç те тухса калаçакансем. Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков тата вĕрентỹ министрĕн çумĕ В.В.Матвеев хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç. Чи хастаррисемпе пултаруллисем Раççейри, Чăваш Республикинчи Вĕрентỹ министерствисен, район администрацийĕпе вĕрентỹ управленийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех шкулсемпе ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес енĕпе ирттернĕ смотрта çĕнтернисене, чи лайăх сăнав участокĕсене тата пахчаçимĕçпе улма-çырла, чечексен районти выставкинче çĕнтернĕ шкулсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Конференци ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.
"Каçал Ен"