Чи пысăк шкул мĕнле пурăнать
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕ мĕн ĕлĕкренпех вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче лайăх енчен кăна палăрса тăнă, кашни учитель хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Шкулти паянхи лару-тăрупа паллашас тĕллевпе çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă кунсенче пирĕн корреспондент В.Гаврилов шкул директорĕпе А.С. Терентьевпа тĕл пулса калаçнă.
_ Анатолий Семенович, вăхăт çав тери хăвăрт шăвать, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ сисмесĕрех çитсе тăчĕ. Калаçăва пуçланă май, шкул коллективĕн иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи ĕçĕпе паллаштарăр-ха( _ Шкулта 545 ача пĕлỹ пухрĕ. Вĕсемпе 55 учитель ĕçлерĕ. 81-шĕ алла аттестат илсе хăйĕн шăпине татса памалли утăмсемпе малалла кайрĕ. Иккĕшĕ _ Сергей Самаринпа Елена Воронова кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕç. 66-шĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмпех "5" паллăсемпе вĕçлерĕ, пĕтĕм ачасен 50,3 проценчĕ "4" тата "5" паллăсемпе кăна вĕренсе пычĕ. _ Çак кăтартусем учительсем тăрăшмасăр пулман вĕт( _ Çапла. Пурте вĕсем тарăн пĕлỹллĕ, анлă тавракурăмлă, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсенчен 14-шĕ аслă категорие тивĕçнĕ, 30-шĕ _ пĕрремĕш, 11-шĕ иккĕмĕш категорипе ĕçлеççĕ. Вырăс чĕлхипе литературин преподавателĕсен М.Д.Перепелкинан тата А.П.Васильеван ĕçне "Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствин хисеплĕ ĕçченĕ" знак парса хакларĕç. Пуçламăш класс учительницине Л.А.Константиновăна район администрацийĕ Хисеп грамотипе наградăларĕ. РУОн, профкомсен председателĕсен районти совечĕн грамотине географи учителĕ Л.П.Яковлева, шкул поварĕ Л.П.Антонова, шкул технички В.В.Никитина тивĕçрĕç. _ Анатолий Семенович, сирĕн вĕренекенсем предметсен олимпиадисенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. _ Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи предметсен олимпиадисенче 1-мĕш шкулăн 34 ачи çĕнтерỹ-çĕсен шутĕнче пулчĕ. Ку кăтартупа пирĕн коллектив районти ытти шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ачасене олимпиадăсене лайăх хатĕрлессинче математика учителĕ Р.К.Ибрагимова тата вырăс чĕлхипе литературин преподавателĕ Л.А.Афанасьева пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç.
_ Анатолий Семенович, сирĕн шкулта колледж та ĕçленĕ.
_ Çапла. Вăл _ Хусанти социаллă тата гуманитари колледжĕн филиалĕ. Унта 10 ача вĕренчĕ. Çак колледж юрист тата бухгалтер-экономист специальноçĕсемпе ятарлă вăтам пĕлỹ парать. Преподавательсем Хусантанах килсе вĕрентеççĕ. Патшалăх экзаменне ачасем Канашра тытрĕç, пурте "5" паллăсем кăна илчĕç. Комсомольски ачисене Хусан колледжĕн преподавателĕсем пĕтĕмпех лайăх енчен кăна палăртса хăварчĕç, мухтарĕç. Тĕрĕс хак пачĕç вĕсем. Мĕншĕн тесен Ирина Басниковăпа Елена Воронова №шкула та кĕмĕл медальпе пĕтерчĕ№ колледжран хĕрлĕ дипломсемпе №диплом с отличием№ вĕренсе тухрĕç. Çак вĕренỹ заведенине пĕтернисем пурте тĕрлĕ институтсен виççĕмĕш курсĕсене вĕренме кĕчĕç.
_ Колледжра вĕренмелли условисем еплерех?
_ Сакăр класс хыççăн 3 çул вĕренмелле, çулталăкне 3750 тенкĕ тỹлемелле, 9 класс пĕтернисем 2 çул колледж студенчĕ пулаççĕ, çулталăка 4750 тенкĕ тỹлеççĕ. Укçине пайăн-пайăн та тỹлесе пыма юрать. Колледжра куçăмсăр майпа та №заочно№ вĕрентеççĕ. Çакă уйрăмах ĕçлекенсене меллĕ. Сăмахран, эсĕ бухгалтерта ĕçлетĕн, анчах пĕлỹ çитмест. Çак чăрмава пĕтерме сире пирĕн шкул çумĕнчи колледж çул уçса парĕ. Колледж кăçал та ĕçлет. Миçе çын вĕренме кăмăл тăвать, çавăн чухлĕ илетпĕр.
_ Анатолий Семенович, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çине куçар-ха. Ăна мĕнле лару-тăрура кĕтсе илтĕр, пуçларăр?
_ Шкула, классене пĕтĕмпех сăрланă, тирпей-илем кĕртнĕ, комисси йышăннă. Кăçал пурĕ 29 класс-комплект пулать. Ку кăтарту _ районта чи пысăкки. 530 ача парта хушшине ларчĕ. Шкула икĕ çамрăк специалист килчĕ. Пĕри _ педагог-психолог. Вăл _ Надежда Мельникова. Тепри _ истори учителĕ тата аслă вожатăй Наталия Мухина. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Шкул алăкне пĕрремĕш хут 51 ача уçрĕ. Вĕсем икĕ класра вĕренме пуçлаççĕ, Р.В.Белковăпа Е.А.Пушкарева пуçласа пĕлỹ тĕнчине илсе кĕреççĕ. Çак ачасене вĕсем июнь уйăхĕнчех пĕрле пуçтарса пĕр эрне вĕрентрĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкулта хăнасем йышлăн пулчĕç. Савăнăçлă линейка иртрĕ. Уява спорт ветеранне В.И.Пундякова та чĕн-тĕмĕр. Сăлтавĕ те пур: Пĕлỹ кунĕн пĕрремĕш урокне ырă та сывă пурнăç йĕркине халалланă. Василий Иванович хăйне спортра тунă çитĕнỹсемшĕн панă наградисене те илсе килнĕ, чемпион ленти те хăйĕнпе пĕрлех. Вăл ачасене спортпа çывăх туслашнин пĕлтерĕшне каласа пачĕ, уйрăмах спорт сывлăх çăлкуçĕ пулнине палăртрĕ. Çак кун вĕренỹ отличникĕсене тата шкулăн паллă спортсменĕсене Хисеп грамотисемпе чысларăмăр.
_ Анатолий Семенович, директорăн хуçалăх ыйтăвĕсемпе те нумай ĕçлеме тивет.
_ Кăçалхи февраль уйăхĕн-чен пуçласа шкул газпа ăшăнать. Хутмалли сезон пуçланиччен çĕр айĕнчи пăрăхсене №ăшă килекеннисене№ пĕтĕмпе улăштарса пĕтермелле. Кунта сельхозтехникăри Н.С.Морозов бригади тăрăшать. Ĕçе пысăк пахалăхпа тума шантарать. Унсăр пуçне çĕр кăмрăкĕпе хутакан кăмакасене те тĕпрен юсамалла. Газпа мĕн те пулин пулас пулсан вĕсене хутса яма тивĕ. Шкул автобусĕ аванах чупать-ха. Вăл Çĕнĕ Шăхранпа Виçпỹрт ачисене ирхине илсе килсе уроксем хыççăн ăсатса ярать. Ачасене вĕри апат çитерме столовăя хатĕрлесе çитернĕ.
_ Тавтапуç, Анатолий Семенович, калаçушăн. Сирĕн коллектива вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче ăнăçу çеç килсе тăтăр.