ХУРТ-ХĂМĂРА ХĔЛЕ ХАТĔРЛЕМЕЛЛЕ
Районти 11 хуçалăхра хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе лайăх ĕçленине палăртмалла. Иккĕшĕнче вара _ "Асаново", "Красный маяк" кооперативсенче _ икшер утар пур. Хурт-хăмăрçăсене пулăшас тĕллевпе çак кунсенче №авгус-тăн 31-мĕшĕнче№ ятарлă семинар-канашлу иртрĕ. Палăртнă вăхăта хурт-хăмăр ăстисем район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пуçтарăнчĕç. Çак мероприятие ялсенчи хурт-хăмăр ăстисене те чĕннĕ. Канашлăва районти ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Çу каçа утарсем мĕнле ĕçленипе, вĕсене хĕле хатĕрлес ыйтупа районăн хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен зоотехникĕ М.Г.Пильщикова доклад туса пачĕ. Çавăн пекех хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе тухса тăнă ыйтусемпе районти ветбаклаборатори заведующийĕ Н.Р.Ахметов тухса калаçрĕ. Республикăри хурт-хăмăр агентствин директорĕ, ялхуçалăх наукисен кандидачĕ Г.А. Максимов хурт-хăмăр ĕрчетессинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Докладсене сỹтсе явма чылай утарçă хутшăнчĕ. Пĕтĕмлетỹсемпе Г.М.Киргизов тата районти ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов тухса калаçрĕç.
"Каçал Ен"