ВĔРЕНТỸПЕ ВОСПИТАНИ ТАТА СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИ
Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, нумаях пулмасть районти культура çуртĕнче учительсен августри конференцийĕ пулса иртнĕ. Унта районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов "Кăмăл-сипет тасалăхĕпе çирĕп сывлăх - наци чечекленĕвĕ" ятпа доклад тунă. Ку номерте эпир ăна кĕскетсе пичетлетпĕр. "Вĕрентỹ системине мо- дернизацилес ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕ 2003 çулта вĕçленчĕ",- терĕ вăл малтанах. Малалла çак ĕç çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 31 тата шкул çулне çитменнисен 6 заведенийĕсем лицензи илнĕ, унта аттестаци ирттернĕ тата ытти ĕçсем те тунă. Модернизацин иккĕмĕш тапхăрĕ 2004-2005 çулсенче иртĕ. Пирĕн республикăра ачасемпе вĕренекенсем 312 пин çын, вĕсенчен пирĕн районта - 8 пин. Пирĕн çĕршыв, республика, район пуласлăхĕ çитĕнекен ăрăва еплерех воспитани панинчен, вĕрентнинчен килет. Çакна шкулсенче аван ăнланаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе йышăннă. Çак ĕçшĕн Вĕрентỹ тата çамрăксен политики, Сывлăха сыхлас, Культура, Спорт тата Шалти ĕçсен министерствисем районсемпе хуласен администрацийĕсемпе пĕрле яваплине палăртнă. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлассипе пирĕн районта совет йĕркеленĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ерт-се пырать. Ял администрацийĕсенче те кун пек советсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех районта право йĕркисене пăсассине хирĕç профилактикăлла ĕçсем тăвас енĕпе комисси çирĕплетнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.М.Киргизов йĕркелесе ертсе пырать. Районти вĕрентỹ управленийĕ шкулсем вĕренекенсен кăмăл-сипетне, культурине, гражданла яваплăхне аталантарассипе мĕнлерех ĕçленине тата сывă пурнăç йĕркипе пурăнма еплерех хăнăхтарнине тĕрĕслесех тăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне хатĕрленсе ирттерессипе организациллĕ комитет йĕркеленĕ, мероприятисен планне туса çирĕплетнĕ. Унта мĕнпурĕ 30 мероприяти палăрт-нă. Хальхи вăхăтра вĕсенчен 17-ĕшне пурнăçланă. Вĕренекенсене кăмăл-сипет енчен воспитани парас тата вĕсен сывлăхне çирĕплетес ыйтусене тăтăшах районти вĕрентỹ управленийĕн совечĕн ларăвĕсенче пăхса тухаççĕ. Ку енĕпе методика кабинечĕ тата диагностикăпа консультаци, ачасене хушма пĕлỹ парассипе ĕçлекен центрсем те нумай тăрăшаççĕ. Çак ыйтусене пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен директорĕсен канашлăвĕсенче, директорсен вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çу-мĕсен тата аслă вожатăйсен семинарĕсенче те пăхса тухаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хальхи видеопа телевидени, тĕрлĕ хаçат-журналпа кĕнеке тĕнчинче çамрăксене тивĕçлĕ воспитани пама йывăррине палăртнă. Ку, чăнах та, çавăн пекех ĕнтĕ. Çакна шута илсе 1999 çулта районта вĕрентỹ управленийĕ çумĕнче психологи службин центрне йĕркеленĕ. Халь ăна диагностикăпа консультаци центрĕ, теççĕ. Унта логопед пункчĕ, педагог-психологсем (вĕсем Комсомольски пĕрремĕш, иккĕмĕш тата Шурут вăтам шкулĕсенче) пур. Унăн ĕçне 5 база шкулĕнчи социаллă педагогсем тата тĕп больницăри врачсем те хутшăнаççĕ. Центрта ĕçлекенсем 6-7 çулхи ачасем ăс-хакăл тата сывлăх тĕлĕшĕнчен еплерех аталаннине тĕрĕслеççĕ, çул çитменнисем право йĕркисене ан пăсчăр, хăйсен сывлăхĕсене çирĕп-летчĕр, эрех-сăрапа, наркотиксемпе ан туслашчăр тесе чылай тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕсем "Çул çитмен ача", "Милици тата ачасем", "Ашшĕ-амăшĕ" акцисен ĕçне ертсе пынă. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕренекенсен 64 проценчĕ шкулсенчи 112 кружока тата ачасене хушма пĕлỹ паракан центр-ти 41 кружока çỹренĕ. Уйрăмах вĕсем спорт енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Чăваш Республикин чемпионатĕнче волейболла выляссипе- виççĕмĕш, тĕп шкулсем хушшинче "Советская Чувашия" хаçат призне çĕнсе илессипе çăмăл атлетикăпа - тăваттăмĕш, сĕтел çинчи тенниспа- çиччĕмĕш, кире спорчĕпе саккăрмĕш вырăнсене йышăннă. Художествăпа драма тĕлĕшĕпе те ỹсĕмсем пур. Сăмахран, Хырхĕрри вăтам шкулĕнче 8 класра вĕренекен Настя Коновалова "Чăваш Ен- çĕнĕ вăхăт" республикăри конкурса хутшăнса "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" номинацире çĕнтернĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекен Лена Кузьмина "Çеçпĕл кăвайчĕ" республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм Раççейри "Артек" лагере кайма тивĕçнĕ. Асанкасси вăтам шкулĕнчи 10 класра вĕренекен, "Шкул лесничестви" кружок членĕ Олеся Филиппова шкул лесничествисен Пĕтĕм Раççейри съездне (Мускавра) хутшăнма пултарнă. Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнчи техника кружокĕн членĕсем "Шкул автобусĕ" макетпа республикăри конкурсра виççĕмĕш, Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи çамрăк краеведсем республикăри слетра "Хăна йăли-йĕрки" номинацире пĕрремĕш, "Наци кухни" номинацире виççĕмĕш вырăнсене йышăннă, Чăваш телевиденийĕн "Шевле" программине виçĕ хутчен хутшăннă. Уйрăмах Хирти Явăш, Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси, Тăманлă Выçли, Хырай Ĕнел вăтам, Урмаел тĕп шкулĕсен директорĕсен çу-мĕсем В.Г.Зайцева, О.А.Игнатьева, З.Н.Максимова, Э.В.Мурзаева, С.Н.Родионова, М.А.Сулейманова, Хирти Сĕнтĕр, Асанкасси, Хирти Мăнтăр шкулĕсенчи В.А.Комарова, З.Д.Петухова, Р.И.Гаврилова вожатăйсем уроксем хыççăн ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ку енĕ-пе тĕрлĕ кружоксен ертỹçисем - Н.Г.Архипова (Асанкасси), В.В.Скворцов (Шурут), М.А. Шишкина (Александровка), Г.Г. Асейнова (Хирти Явăш), Е.Г. Басников(Тăманлă Выçли), В.М.Салаев, Н.В.Данилов (Асанкасси), В.В.Ильин(Чĕчкен), П.Н.Ксенофонтов (Нĕркеç) ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Республикăра та, районта та çамрăксен сывлăхне çирĕп-летессипе нумай ĕçлеççĕ. Шурут, Аслă Чурачăк, Аслă Çĕрпỹел ялĕсенче çемье врачĕн офисĕсем уçăлчĕç. Часах район больницинчи ача-пăча уйрă-мĕнче тепĕр офис ĕçе пуçăнĕ. Районта мĕнпурĕ 87 спорт сооруженийĕ, вĕсенчен 18-шĕ - спортзалсем. Çамрăксемпе ачасен районти спорт шкулне 465 ача çỹрет. Вĕсем çăмăл атлетикăпа, ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе, йĕлтĕр спорчĕпе интересленеççĕ. Районта "Зарница", "Орленок" вăйăсем, сывлăх кунĕсем интереслĕ иртеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулне шкулсем начар мар вĕçлерĕç. 51 выпускник аттестачĕсем çинче "5" паллăсем кăна. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи Маша Сорокина, Леня Серебров, Катя Скворцова, Катя Осипова ылтăн медальсем, Комсомольски пĕрремĕш, иккĕмĕш, Урмаел, Шурут, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Хырай Ĕнел, Нĕркеç, Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕсенчи 14 выпускник кĕмĕл медальсем илнĕ. Çав вăхăтрах иртнĕ вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе 22 ача вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайман, вĕсенчен саккăрăшне тепĕр класа куçарман. Декабрь-март уйăхĕсенче районта тĕрлĕ предметсемпе олимпиадăсем ирттернĕ. Уйрăмах кунта Комсомольски пĕрремĕш (34 призер), Комсомольски иккĕмĕш (20 призер тата профиллĕ классенче 40 призер), Кĕçĕн Çĕрпỹел (23 призер), Аслă Чурачăк (15), Хырай Ĕнел(14), Хирти Мăнтăр (14), Çĕнĕ Мăрат (13) т.ыт. вăтам шкулĕсенче ултшар призер пулнă. Ку енĕпе Александровка, Йăлмахва, Кивĕ Сĕнтĕр, Вăрманхĕрри Чурачăк, Чĕчкен шкулĕсем те палăрнă. Кĕçĕн Каçал, Хирти Сĕнтĕр, Дубовка шкулĕсенче вара пĕр призер та çук. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче тата лайăхрах ĕçлесчĕ, вĕрентỹпе воспитани ĕçне çỹллĕ шая çĕклесчĕ.
"Каçал Ен"